- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăт сана — дача…
Тинех çулла çитрĕ, ачасем. Мĕн тери паха вăхăт! Тавралăх сип-симĕс. Пин-пин тĕрлĕ чечекпе тата капăрлатать ăна. Утма та аван, пăхма та хитре.
Кăçал манăн хĕрĕм те, çынран юлас мар тесе-ши… дача туянса тĕлĕнтерчĕ. Вырăнĕ сĕре чаплă: Атăл хĕрри, вăрман варри! Хĕрпе ывăл мана та машинăна лартса илсе кайса кăтартрĕç. Пыратпăр çапла тĕп урампа кĕрлеттерсе. Пăхатăп та: икĕ айккипе тĕлĕнмелле илемлĕ ятлă урамсем юпленеççĕ. Акă — «Ĕмĕт». Ку ретре, ахăртнех, питă ăслă-тăнлă çынсем пурăнаççĕ — авă мĕнлерех вĕсен çурчĕсем! Çуталса, тÿпенелле мăнаçлăн пăхса шухăша кайса лараççĕ. Пĕтрĕмĕрех, тепĕр урам «Санта-Барбара» ятлă. Тен, Америка бизнесменĕ, панкрута тухнăскер, выçса вилес мар тесе Раççейре пĕр-пĕр инке арăм тупса янă та çак урамра канса пурăнать э? Пĕлсе пĕтер… Акă тата «Тÿлек» урам. Тем тесен те кунта шăппăн кăна калаçмалла пулĕ. Хыттăн шавласан тапса та кăларса ярĕç. Эпĕ, тем, шикленме те пуçларăм ĕнтĕ, тата темĕнле урам пур-ха, тем курса ларас пур кунта? Çапла шухăшласа илтĕм кăна, тепĕр çĕре çитрĕмĕр. «Пирĕн пата», — тесе çырнă унта. Алă та ÿкерсе хунă — хăш еннелле пăрăнса кĕмеллине… шĕвĕр пÿрнипе тĕллесе кăтартать. Эпир чăвашсем, сăпайлă халăх, çынна хисеплеме пĕлетпĕр. Чĕнеççĕ пулсан — кĕмелле, тен, хуçи пире кĕтсе сĕтел те янтăласа хунă? Çитменнине, хырăмсем аванах пăкăртатма пуçланăччĕ-ха. Çапла нумай шухăшласа тăмарăмăр, ку урамри юлашки дача патне çитсе те тăтăмăр. Ытармалла мар илемлĕ кил-çурт… Кĕç-вĕç пиçме пуçлас иçĕм çырли айĕнчи капăр калитке уçăлса кайрĕ те пирĕн умма… ай, тур-тур! чун-чĕререн савнă хаклă туссем тухрĕç-тăчĕç. Тĕлĕннипе шак! хытса тăтăмăр, нимĕн чĕнме аптратпăр.
— Салам! — персе ятăмăр пурте пĕр харăс. Пĕр-пĕрне тахçанах курманччĕ те ыталанса илтĕмĕр.
— Килĕр, килĕр! Иртĕр, иртĕр! Мĕнле килме пĕлтĕр тулĕк? — ăшшăн кĕтсе илчĕç пире тусăмăрсем. Унччен те пулмарĕ, калиткерен юмахри пек йытă тухса тăчĕ. Хуçисем пекех капăр, юр пек шурă. Пире курнă-курман чупса пычĕ, пурсăмăра та шăршласа пăхрĕ те хÿрипе пăлтăртаттарчĕ — йышăнчĕ. Çак самантра тусăмăрсен кÿрши курăнса кайрĕ. Йытă ун енне сиввĕн пăхса хыттăн хăрлатса илчĕ. Лешĕ хăрарĕ курăнать, каялла чакрĕ-чакрĕ те такăнса ÿкрĕ, килнелле упалене-упаленех кĕрсе тарчĕ. Хайхискерне йытă чăтма пултарайманнине тÿрех ăнлантăмăр. Ăслă йытă хăйне кÿрентернине нихăçан та манмасть.
Сачĕ вара тусăмăрсен, сачĕ-ĕ-ĕ… ай-яй, юмахри пек! Чечек ăшĕнче, çав тери типтерлĕ, кÿлĕ те пур. Хĕрлĕ, кăвак тĕслĕ пулăсем шăмпăлтатаççĕ анчах. Вăт ăçта вăл çăтмах э? Вăрман хĕрринче пулнă май шурă туналлă яштака хурăнсем чăтма çук илем кÿреççĕ, кĕç-вĕç карталанса вăййа тухассăн туйăнать. Беседкăра хăналарĕç. Вĕресе тăракан çап-çутă сăмавартан чей юхтара-юхтара пылпа ĕçрĕмĕр. Беседка умĕнчи илемлĕ çеçкеллĕ маргариткăсене курса хам та сисмерĕм, çавăнтах çĕнĕ юрă хайласа юрласа ятăм:
Рита, Рита, Маргарита,
Маргаритка çеçкисем,
Ман шăпа эс, Маргарита,
Юратуллă туйăмсем,
Юратуллă туйăмсем…
Çапла юрла-юрла хĕрĕм туяннă дача умне çитсе тăнине сисмен те. «Хăмла çырли», — çырса хунă урам пуçламăшĕнче. Вырăнĕ, ах, хама та шутсăр килĕшрĕ. Темĕн те пур. Мунчи те вырăнтах. Икĕ пĕчĕк кÿлĕ. Беседка мĕне тăрать! Ĕçĕ, паллах, çителĕклĕ. Пăрахăçа кăларнă пахчана аран-аран тирпейлекелерĕмĕр. Çĕрне чавса, йăран хăпартса чун тухатчĕ. Мĕн кăна лартмарăмăр: кирлине те, кирлĕ маррине те. Пуç çĕклесе пăхма та вăхăт çук вĕт. Кайăксем вара, пире тата ĕçлеме хавхалантарасшăн тейĕн, ăмăртса юрлаççĕ. Чун çĕкленет. Çĕлен-калтине курсан вара чĕрем шарт! сикет. Ÿпри, ÿпри тата мĕн чухлĕ! Ямăт юна ĕçекенсенчен ниçта тарса хăтăлма çук вĕт. Питĕ хытă çыртаççĕ нăй-нăйсем! Вĕсене тĕп тăвас тесе хам çине ларсанах кунĕпе çапа-çапа çан-çурăм кăн-кăвак пулчĕ вĕт ĕнтĕ, çынран намăс. Халиччен ман çине никам та алă çĕклесе курман, кунта вара…
Ăçта пăхатăн — дача. Мĕнле кăна çын çук пулĕ кунта! Пĕрисем тар юхтарса ĕçлеççĕ. Теприсем ним тумасăр черкке шаккаса кăна лараççĕ. Вĕсен кил-çурчĕ те хăйсем пекех — кĕç-вĕç ÿкес пек тайăлнă. Пирĕнтен инçех те мар пĕри кунĕн-çĕрĕн сăмакун юхтарать теççĕ. Шăрши никам сăмсине те канăç памасть: ĕçекеннинне те, ĕçменнинне те. Пĕрне савăнтарать, теприне вĕчĕрхентерет. Каç пулттипе вара унăн калинккине яри уçсах черет тăраççĕ. Кăшт вăхăт иртсен таçтан купăс сасси илтĕнсе каять. Унтах шÿтлĕ такмак каласа ура хуçса ташлакан та тупăнать. Чÿречене уçсах итлетĕп вĕсене. Чун хĕпĕртет, çамрăклăх аса килет, татах та пурăнас килсе каять вара…
Акă хайхи, çапла чÿрече умĕнче ларнă май курах кайрăм.
— Тавсси! — кăшкăрса пырать пĕри, тайкаланнипе аран-аран утать хăй. Унтан йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те: — И-и-и, ара, кунта никам та çук-иç. Ахалех кăшкăртăм: «Тавсси!» тесе, — тет. Унтан пирĕн мунча çине пăхрĕ те мĕкĕрме пуçларĕ:
Тайăнать, тайăнать,
Кÿршĕ мунчи тайăнать!
Эп кăшт сыпман пулнă пулсан
Тайăнатчĕ-ши вăл?!
Хайхискер тытрĕ те пире хирĕçле пурăнакан кÿршĕн аран тытăнкаласа тăракан картин пĕр хăмине хăйпăтса таçта çити печĕ. Унтан çавăнта кĕрсе кайса пахча урлă таплаттарчĕ.
Çапла пăхкаласа ларнă хушăрах ватă арçынпа çамрăк хĕрарăм куç тĕлне пулчĕç. Пирĕн кил умĕнчех хире-хирĕç чупса пырса ыталашса илчĕç те ахлата-ахлата чуп тума пуçларĕç.
— Шăп сана курассишĕнех çакăнта килетĕп, Верук, юратуçăм манăн… — çуллăн сас парать шур сухаллă арçын.
— Эпĕ те çаплах… — пăшăлтатать вĕрин хĕп-хĕрлĕ сапаланчăк çÿçлĕ хĕрарăм. — Хулара ниçта тĕл пулма çук вĕт. Юрать-ха çакăнта пирĕн дачăсем пур. Упăшкана сăмакун илсе ĕçтерсе лартрăм та халь пăшалтан персен те вăранас çук, — ясаррăн ахăрать хĕрарăм.
— Манăн та карчамас кунĕпе ĕçлесе ывăнать те… — ĕхĕлтетет арçын сухалне шăлкаласа. — Эпĕ унтан-кунтан ыратать текелесе лайăх тыттаратăп та, вăл, ухмах, ĕненет тата. Пĕлесчĕ, чунăм, еплерех кураймастăп эпĕ ăна. Тата хăçанччен мана тарăхтарса пурăнать-ши ват супнă?
— Пурăнтăрах-иç сана пăхса, — тет чеен çамрăк якăлкка. — Унсăрăн сана апат кам пĕçерсе çитерĕ? Кĕпе-йĕм кам çуса парĕ? Манăн килте ку ĕçсене йăлт упăшка пурнăçлать. Вĕсем ĕçлеччĕрех. Пире юратма кăна ан чăрмантарччăр. Çапла-и, ăмăрт кайăкăм?
— Çапла, чунăмçăм, питĕ тĕрĕс. Мĕн тери ăслă эсĕ, чиперккеçĕм, чĕкеçĕм, эпĕ саншăн тем тума та хатĕр, кала кăна! — тет лешĕ хĕрарăм умĕнче кăркка евĕр тăпăртатса. — Атя вăрман уçланкине, унта пире никам та курмĕ…
— Унта ÿпре… Фу-у-у!
— Манăн вĕсене хăратакан чаплă эмел пур. Пĕрĕхетпĕр те…
— Апла пулсан кайрăмăр! Тытаймастăн, тытаймастăн! — хĕрарăм авкалана-авкалана чупа пачĕ.
— Тытатăп! Пур пĕр тытатă-ăп! Эсĕ ытла хăвăрт ан чуп кăна, юрать-и? — арçын та упа евĕр тайкаланса ун хыççăн васкарĕ.
Часах вĕсем вăрмана кĕрсе кайса курăнми пулчĕç. «Кун пеккисем те пур иккен», — тесе шухăшласа илме ĕлкĕртĕм çеç, çамрăк арçынпа ватă хĕрарăм хăвăрт килнине, тĕл пулсан чарăнса тăнине асăрхарăм.
— Эсир-çке, Анфис аппа. Ырă каç пултăр, — сăпайлăн сăмах хушрĕ яштака илемлĕ арçын.
— Каçĕ камшăн ырă, камшăн тамăк… — тарăхса чунран хаш! сывларĕ ывăннă хĕрарăм. — Эсĕ тата, Петĕр, çухалса кайрăн-им? Çĕрле çывăрас вырăнне мĕн туса çÿретĕн?
— Ара, эпĕ шыв ĕçес тесе тăтăм та — арăм çумра çук. Ăçта-ши ку тесе шырама тухрăм. Мана вăйпа сăмакун ĕçтере-ĕçтере çывăратса хăварнă та хăй тухса тарнă. Тем ан пултăрччĕ, ытти-хытти…
— Хам та çав сĕре ывăннă хыççăн выртнă-выртман çывăрса кайнă та… Ура ыратнипе вăранса кайрăм — мĕн те пулин сĕрес тесе. Пăхатăп та, ман старик ниçта та çук. Таçта такăнса ÿксе ан амантăрччĕ кăна…
Вĕсене итлесе лартăм-лартăм та, хам та сисмерĕм:
— Апчху! — тесе ятăм.
Кусем иккĕшĕ те ман енне çаврăнса:
— Сывлăха пултăр! — терĕç харăс.
— Тавах, — тетĕп. — Эсир такама шырамастăр пулĕ те?
— Эсир ман арăма курмарăр-и? Вăл хĕп-хĕрлĕ çÿçлĕ.
— Хĕп-хĕрлĕ сапаланчăк çÿçлĕ-и? — ыйтнă пекки тăватăп эпĕ.
— Хĕп-хĕрлĕ, хĕп-хĕрлĕ, — тет вăл çине тăрса.
— Çук, курман.
— Тен, ман шур сухаллă старике асăрхарăр?
— Вăрăм шур сухаллăскерне-и?
— Шур сухаллă, шур сухаллă! — савăнса ÿкрĕ туя тытнă ватă хĕрарăм.
— Çук, курман! Курнă пулсан тÿрех каласа панă пулăттăм! Ырă каç пултăр, хисеплĕ çыннăмăрсем! — чÿречене хăвăрт хупнă пек туса вăрттăн сăнатăп хайхи. Кусем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те шăп упăтесем пек пуçĕсене сула-сула хаш! сывласа килĕсене тĕнкĕлтетрĕç. Вăт сана ашкăнчăксен юратăвĕ! Пĕрисемшĕн — выляну, теприсемшĕн — куляну. Ку таса чунлă çынсене шеллесех кайрăм тата. Лешсене вара мăшăрĕсене çапла хĕн кăтартнăшăн хăш-пĕр çĕртен вĕлтĕренпе лайăх кăна ăшаласчĕ — тăрайми пуличчен. И-и-и, тепĕр тесен, хĕрлĕ пуçлă якăлккапа шур сухаллă ват супнăна мăшкăлласа пурăннăшăн тапса кăларса çеç ямалла — ĕçĕ те пĕтнĕ. Туххăмрах чĕркуçленсе куççуль витĕр каçару ыйтĕç.
…Таçта аякра автан авăтни илтĕнсе кайрĕ. Тул çутăлать. Ку мыскараллă камите пула ыран çывăрса юлас марччĕ. Ара, эпĕ ачасемпе мăнуксене кукăль пĕçерме сăмах панăччĕ-иç. Вырăн ăшне чăмса çавăнтах ыйха путнă.
Тепĕр кун ывăлăм мунча хутрĕ, хĕрĕм пÿрт тасатрĕ. Мăнуксем выляççĕ, катаччи ярăнаççĕ. Эпĕ кукăльпе тăпăрч пÿремечĕ пĕçертĕм. Уçă сывлăшпа сывлама тесе калинккене уçрăм кăна, ак тамаша! умра хайхи юмахри пек шап-шурă йытă тăра парать. Хĕрĕмпе тĕлĕнсех кайрăмăр. Йытă пире курса хÿрипе ниçта кайса кĕрейми пăлтăртаттарать кăна. Çав вăхăтра унăн хуçисем — пирĕн хиесплĕ аякри кÿршĕсем — çитсе тăчĕç.
— Килĕр, килĕр, иртĕр, хаклă хăнасем! — тесе пурте пĕрле савăнăçлăн сада кĕтĕмĕр, унтан верандăна — чей ĕçме. Пирĕн çакăн пек тĕлĕнмелле лайăх туссем пурришĕн Турра вĕçĕмсĕр тав тăватăп. Ку тĕнчере хальхи вăхăтра чи кирли вăл — туслăх, туслăхран хакли нимĕн те çук, ачасем. Сире те, хаклă вулаканăмăрсем, хальлĕхе камăн дача çук, пурне те туянса ыр курма сунатăп. Мĕншĕн тесен кунта çеç ирĕклĕн сывлама, ĕçлесе ывăннă хыççăн мĕн ирччен юрлама та, ташлама та пулать. Никам та чăрмантаракан çук. Телейлĕ пулăр.
Комментари хушас