Василий СЕМЕНОВ, фермер: Кӳршĕ регионсенчен те саккассем килме пуçларĕç

Куславкка районĕнчи фермер тата купăста фестивалĕ тесен республикăн кирек хăш кĕтесĕнче те тӳрех Василий Семенова ырăпа аса илеççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра пулса çитекен тĕрлĕ сортлă купăста çитĕнтерсе, хĕл умĕн ăна халалланă уявсем ирттерсе хресчен-фермер хуçалăхĕ хăйĕн ырă ятне тавраллах сарчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хăнасем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, Европăри çĕршывсенчен те килеççĕ. Энĕш хĕрринчи пахчара пĕрчĕллĕ культурăсем, пахчаçимĕçпе чечек калчи, çĕрулми, хăярпа помидор, пылак тата хаяр тутăллă пăрăç, тĕрлĕ çырла, баклажан, кавăнпа кабачок ӳсеççĕ. Юлашки çулсенче кунта арпуспа дыня та тухăçпа савăнтарма тытăнчĕç.

Фермерăн ывăлĕ Иван ашшĕпе пĕрле вăй хурать. Вăл — унăн сылтăм алли, заместителĕ. Аслин ĕçпе каймалли тупăнсан ун вырăнне юлать. Мускавра аслă пĕлӳ илнĕ, строитель, тăван ен кăчăк туртнăран ялне таврăннă. Ял хуçалăхĕпе 5 çул çывăх паллашнă хыççăн уйри ĕçсене хăех ертсе пырать. Çĕрулми, купăста, хăяр çитĕнтерес енĕпе ăста специалист пулса тăнă. Пĕтĕм ĕçе çĕнĕлле йĕркелет, нумай енĕпе ашшĕнчен те ирттерет. Тĕрĕссипе, паянхи кун хуçалăха вăл ертсе пырать, ашшĕ ăна пулăшса кăна пырать.

Халăхран рецептсем пухнă

— Василий Николаевич, хăвăр ĕçĕрпе çывăхрах паллаштарăр-ха.

— Хресчен-фермер хуçалăхне 1999 çулта йĕркелерĕмĕр. Çĕр лаптăкĕ 700 гектар ытла. Çуркунне калча çитĕнтеретпĕр. Ăна ку чухнехи çĕнĕ технологисене пăхăнса куçарса лартатпăр. Çу каçипех тимлĕ пăхатпăр, типĕре шăваратпăр. Пахчаçимĕçе 2008 çултанпа тирпейлетпĕр: тăварлатпăр, йӳçĕтетпĕр /вăл шутра панулмине те/, салатсем хатĕрлетпĕр. Ял-ял тăрăх çӳресе халăхран авалхи рецептсене пухрăмăр. Продукцие çĕртме уйăхĕн çурринчен пуçласа çитес çулхи ака уйăхĕччен сутатпăр. Пире йышăнма Чăваш Енсĕр пуçне Тутар, Пушкăрт, Удмурт республикисем уйрăмах хапăл.

Хуçалăхпа М-7 трассăн Карач ялĕ еннелле пăрăнакан вырăнĕ паллаштарма тытăнать. Кунта пирĕн ĕçченсем хăйсен вăйĕпе «Энежč» çинчен калакан информаци баннерне вырнаçтарнă. Территорие йăлтах чечекпе капăрлатнă. Автомобилистсем чарăнаççĕ, ешĕл илемпе киленеççĕ, асăнмалăх сăн ӳкерĕнеççĕ. Пирĕн офисра ырă сунса тав тăвакан шăнкăрав хура кĕрчченех янăрать. Туристсем соцсете сăнӳкерчĕксем вырнаçтараççĕ. Çул çаврăнăшĕ кăçал та хăтлă та илемлĕ пулĕ.

— Калча вăйлă та сывă çитĕнсен çимĕç пысăк тухăç парать теççĕ.

— Питĕ тĕрĕс. Эпир ăна хамăр валли çеç мар, сутмалăх та туса илетпĕр. Халăх кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе пахалăхĕпе пĕрле ассортиментне сарассишĕн тăрăшатпăр. Пирĕнпе чылай çул çыхăну тытакан нумай пахчаçă, усламçă тымар вăйлине кура ăна хăюллăнах туянать. Заявка килсен сутма вырăна та çитетпĕр. Шупашкарти хăшпĕр предприяти пирĕнпе туслă. Кӳршĕллĕ республикăсенчен саккассем килме пуçланă ĕнтĕ. Вĕсене пирĕнпе çыхăну тытни усă кӳрет çеç — теплица тумасăр укçа самай перекетлеççĕ. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.