Василий Семенов фермер çĕр çырли те ÿстерет

14 Юпа, 2014

Ăна пуçтарма машина ăсталасшăн

Нумаях пулмасть манăн хаçат ĕçĕпе Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче пурăнакан Василий Семенов фермер патĕнче пулма тÿр килчĕ. Вăл кăçал пахча çимĕç кăна мар, пĕрремĕш хут 3 гектар çинче çĕр çырли çитĕнтернĕ. Пĕлтĕр фермер хуçалăхĕ 490 тонна хăяр, 60 тонна ытла помидор, 450 тонна купăста тăварласа сутнă. Унăн ĕç опычĕпе паллашма хамăр республикăран кăна мар, Тутарстанран та делегацисем килеççĕ.

- Василий Николаевич, эсир фермер хуçалăхне йĕркеленĕренпе миçе çул çитрĕ?

- 15 çул. 1999 çулта пĕрремĕш хут икĕ гектар çурă лаптăкра купăста лартрăмăр, вăл ăнса пулчĕ, лайăх сутăнчĕ. Малтан пуçăнах сутнă, 2008 çултан - тăварласа. Пахча çимĕç тăварлама, укроп, хĕрен, хура хурлăхан çитĕнтеретпĕр. Çитес çул арпуспа дыня та акасшăн. Кăçал арпус тухăçне, тутине тĕрĕслесе пăхрăмăр. Кунта ĕçлекенсене йăлтах валеçсе патăмăр. «Арпус çакăн пек пылак Чăвашра та пиçсе çитет-и? Лавккаринчен те тутлăрах-çке», - тесе питĕ тĕлĕнчĕç.

- Ăна гектарĕ-гектарĕпе ÿстерме унăн технологине пĕлмелле вĕт-ха...

- Ятарласа вĕренме Мускав çывăхне семинара кайрăм, çак çырлан вăррисене туянас пирки калаçса татăлтăм, калчине сутакансем те пур. 2-3 гектар лартасшăн.

- Дыня та ÿстерес тенĕччĕ эсир...

- Ку çимĕç пĕлтĕр килĕшмерĕ, кăçал питĕ пылак пулчĕ. Пирĕн Зоя Павлова агроном вăрлăхран калча шăтарса хăварчĕ. Икĕ сорт лартасшăн: пĕрне – çурла уйăхĕнче, теприне чÿк уйăхĕнче пиçсе çитекеннине. Вăрлăх пур.

- Василий Николаевич, уй-хирте ĕçлеме техника та чылай кирлĕ вĕт.

- Пирĕн МТЗ трактор вуннă, Т-150 трактор, хăяр татакан икĕ агрегат. Ăна нимĕçсенчен туяннă. Пĕрне пĕлтĕр илнĕччĕ – килĕшрĕ, кăçал 3 миллион тенкĕпе тепре туянтăмăр. Унпа çынсене ĕçлеме çăмăлрах: йăран тăрăх çÿремелле мар, выртса хăяр татса пыраççĕ. Пилĕк ыратмасть, хĕвел пĕçертмест, çумăр йĕпетмест. Кашни агрегат çине 26–28 çын вырнаçать, 8 гектар çинчи хăяра икĕ кунта татса пĕтеретпĕр. Тÿрех тăварлатпăр. Пĕлтĕр 490 тонна тăварланăччĕ, кăçал та, çанталăк начар пулнине пăхмасăрах, çак кăтартăва çитетпĕр. Çĕртмере те, утă пуçламăшĕнче те, шăп хăяр çитĕннĕ вăхăтра, çанталăк сивĕ тăчĕ. Вăл - тропик ÿсен-тăранĕ, ăшша юратать.

Хăяра та, купăстана та пичкепе тăварлатпăр. Шупашкарта, курттăммăн сутакан пасарта, хамăрăн лавкка пур. Ун пеккисем Хусанта, Чаллă хулинче ĕçлеççĕ. Пирĕн продукци пахалăхне сутуçăсем лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа хăяр-купăстана кунта килсе илекен те пур.

- Хуçалăх территорийĕнче машина чылай. Мĕн те пулин туянма çитнĕ-и?

- Пĕрисем Тутарстанран çĕр çырли ÿстернипе паллашма килнĕ, ыттисем çĕр улми туянасшăн. Ăна эпир темиçе сорт та лартатпăр, тухăç вăтамран гектартан 400 центнера çитет. Кăларнăçемĕн сутсах тăратпăр. Хăшĕ-пĕри 70-80 тонна таранах илет.

- Хакĕ тивĕçтерет пулĕ...

- Çурла уйăхĕнче 6-8 тенкĕлле сутнă, халĕ вăл ÿсрĕ.

- Çĕр çырлине миçе çул ÿстеретĕр?

- Кăçалхипе - пĕрремĕш хут. Çу вĕçĕнче лартрăмăр, çырлине утă тата çурла уйăхĕсенче пуçтартăмăр. Хакĕ питĕ аван пулчĕ.

- Виçĕ гектар лартма калча нумай кирлĕ, ăна ăçтан туянтăр е хăвăрах ÿстернĕ-и?

- Калчине чикĕ леш енчен туяннă, малашне, тен, хамăрах ÿстерме тытăнăпăр. Çырлине пуçтарма питĕ йывăр, пĕшкĕнсе ĕçлемелле, çавăнпа ятарлă машина ăсталама шухăшлатпăр. Хăяр пуçтармалли пекки.

- Хуçалăхăн 300 гектар çĕр, ăна пысăклатас тĕллев çук-и?

- Пире çĕр улми лартма çĕр çитмест, çавăнпа çынсенчен укçалла вĕсен çĕр пайĕсене туянасшăн. Çĕр улмипе купăстана пĕр вырăнта нумай çул лартма юрамасть. Лаптăка улăштарсах тăмалла. Çавăнпа пире çĕр кирлех.

- Сирĕн хăвăрăн агроном пур...

- Çапла. Зоя Геннадьевна тăрăшуллă, пултаруллă специалист кăна мар, çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕ, республикипе паллă спортсменка пулнă. Хам та хăй вăхăтĕнче спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ.

- Миçе ача сирĕн?

- Икĕ ывăл. Пĕри, Иван Васильевич, хампа пĕрле ĕçлет, тепри ял хуçалăх академийĕнче юлашки курсра вĕренет. Диплом илсен килех таврăнать ĕнтĕ, кунта ĕç пурне валли те çитет.

- Малашнехи плансем еплерех?

- Юнашар иртекен М-7 федераци трасси çинче пахча çимĕç лавкки уçасшăн. Çĕрне илме кăна пилĕк çул чупма тиврĕ. Раççей тăрăх таçта та çитнĕ эпĕ, анчах ниçта та пысăк çул çинче хресчен лавкки ĕçленине курман. Çĕр улми, пан улми, тăварланă хăяр-купăста, çырла, арпуспа дыня пултăр унта...

 

Василий ЛАПИН

калаçнă