Василий Чапаев ятне çÿлте тытасчĕ

7 Нарăс, 2017

Чăваш наци музейĕн филиалĕ В.И.Чапаев музейĕ — республикăри ăслăлăхпа çутлăх ĕç-хĕлне пурнăçлакан учрежденисенчен пĕри. Музей совет саманинчи легендарлă çар пуçĕн, стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн командирĕн, Чăваш Республикинчи Будайка ялĕнче çуралнă Василий Иванович Чапаев пурнăçĕнчи тата çарти ĕç-хĕлĕнчи паллă пулăмсем çине таянса граждан вăрçи историйĕнчи тавлашуллă ыйтусене тĕпчес енĕпе тăрăшать. Паян аваллăх управçин ĕç-хĕлĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Экскурсие учреждени заведующийĕ Денис Сятрайкин ирттерчĕ. Музее 1974 çулта ВЛКСМ Чăваш обкомĕ тата Чăваш Республикин таврапĕлÿ музейĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Кунти экспозицисем стрелоксен 25-мĕш дивизин кун-çулĕпе паллаштараççĕ, ĕмĕрлĕх легенда пулса тăнă командирăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартаççĕ. Паллă экспонатсен шутĕнче — граждан вăрçи тапхăрĕнчи тачанка, хĕç-пăшал, Василий Чапаевпа çарти юлташĕсен наградисемпе докуменчĕсем, сăнÿкерчĕксем… «Платник ывăлĕн патша çарĕнчи пуян опытлă, тарăн пĕлÿллĕ çар çыннисене хирĕç тăма пултарулăхĕ, ăсталăхĕ çитни чăннипех те тĕлĕнтерет», — экскурсие пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ Денис Сятрайкин.

Çавăн пекех вăл çитес вăхăтра музей легендарлă комдивăн пурнăçĕпе çарти паттăрлăхĕсене уçса паракан çĕнĕ экспонатсемпе пуянланассине пĕлтерчĕ. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев каланă тăрăх — учреждени Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2,8 миллион тенкĕлĕх Грантне тивĕçнĕ. Çак укçапа 2017 çулта В.И.Чапаев музейĕнче анлă реконструкци тата реэкспозици ĕçĕсене ирттерме палăртнă. Çапла майпа музейре халĕччен кунта пулман экспонатсем — тĕрлĕ хĕç-пăшалпа снаряд, амуници — вырăн тупĕç. Çавăн пекех Василий Чапаев комдивпа çыхăннă кинохроника кадрĕсем, легендарлă ентешпе унăн дивизийĕнчи салтаксем çинчен пĕлтерекен çĕнĕ информаци пуласси паллă. Музейри залсене мультимеди тата интерактив оборудованийĕсене вырнаçтарса хăтлăлатĕç.

— Пĕтĕмпех халăха килĕшмелле тумалла. Вара кунта çынсем те ытларах çÿреме пуçлĕç. Хальхи вăхăтра музее çулталăкра 45 пине яхăн çын килет пулсан малашне курма килекенсен шучĕ 100 пинрен те иртĕ-ха, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев музей ĕç-хĕлĕпе, малашнехи тĕллевсемпе паллашнă хыççăн.

Михаил Васильевич шухăшĕпе — çĕнĕ экспозицие кĕртме палăртнă Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне халалланă уйрăм музей ят-сумне тата та ÿстерĕ. Хальхи вăхăтра В.И.Чапаев музейĕнче çак куравăн пысăках мар пайĕпе паллашма пулать. Предприяти «Ростехнологи» патшалăх корпорацийĕн «Техмаш» ăслăлăх-производство концернĕ танксемпе карапсем çинче усă курма туса кăларакан снаряд макечĕсене вырнаçтарнă. «Çаксем çамрăксемшĕн тата ачасемшĕн питĕ интереслĕ. Вĕсем пирĕн çĕршыв хăватне хăйсен куçĕпе курса ĕненĕç. Çакă пĕтĕмпех çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама пулăшĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Çитес вăхăтра, предприяти представителĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, курава вырнаçтарнă экспонатсен шучĕ тата та йышланĕ. «Вĕсемпе паллашни Тăван çĕршывăн мухтавлă хÿтĕлевçисен паттăрлăхне асра тытма май парĕ», — теççĕ йĕркелÿçĕсем.

— Çĕршывăн оборона тытăмĕн çирĕплĕхĕнче пирĕн ентешĕн, сумлă çар пуçĕн Василий Чапаевăн тÿпи те çук мар. Çавăнпа унăн ятне çÿлте тытса, паттăр ĕçĕн пĕлтерĕшне хисепе хурса малалла аталанмалла, — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Валентина БАГАДЕРОВА.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас