- Чăвашла верси
- Русская версия
Василий АБАМЗИН. Инкекпе çăлăнăç
Ай, хуп вите, хуп вите, хуп витере шăм вите, шăм витере çÿрен ут, çÿрен учĕ кĕçĕнет. Тупмалли юмах ку. Тупсăмне пĕлетĕр-и? Пулăшам-ха: тĕттĕм аслăк айĕнче йĕпе пăру макăрать. Тавçăрса илтĕрех ĕнтĕ. Киева та çитерекен чĕлхе çинчен сăмах пырать. «Çут тĕнчере мĕн çивĕч?» – тесе ыйтсан та ăнах аса илетпĕр.
Василий Самойлов (Эверккел) поэт чĕлхе ăстиччĕ. «Капкăн» журналта тухакан кулăшла сăввисене, шÿчĕсене вуласа тăранма çукчĕ. Пародийĕсем тата тепĕр тиркевлĕ тишкерÿрен те ирттеретчĕç. Шел, пĕтрĕç ун йышши ăстасем. Халĕ хăйне чаплă сатирик вырăнне хураканни те пит-куçне сăрлакан хĕрарăмсене хĕремесленсе вăрçма, чĕрчунсемпе кайăксене питлеме çеç хăюлăх çитерет. Чăнах та, хальхи пек марччĕ сатирăпа юмор, кулăш – самаях çивĕччĕ. Тĕрĕссипе каласан, халĕ вĕсен вăйлăрах пулмалла, мĕншĕн тесен тоталитарлă вăхăт иртсе кайнă, мĕн шухăшланине калама ирĕк пур пек туйăнать. Анчах шалт аптрамалла.
Василий Самойлов хăюллăччĕ терĕмĕр. Çавна пула вăл университетра кĕретсĕр вĕреннĕ чухне инкек те курнă. Унран «хăраман» çынсем тупăннă. Сăлтавĕ – курс ĕçне хÿтĕленĕ чухне пĕр паллă чĕлхеçĕн кĕнекине тиркени.
«Самар тăрăхĕнчи Похвиçнĕ таврашĕнче хисеплĕ ăсчах çырса кăтартнă пек калаçмаççĕ...» – касса татнă вăл. Доктор-профессорсем ним калама аптранă. «Юрать, юрать», – тухма ыйтнă ăна.
– Пурте санпа килĕшрĕç, «пиллĕк» лартса параççĕ ĕнтĕ, – саламланă юлташĕсем.
«Виççĕ» тесе хакланине илтсен пурте шалт тĕлĕннĕ.
– Тĕрĕссине калама чĕлхÿнтен кам туртнă? – ятланă ăна пĕрле вĕренекен пĕр пике.
Нумаях та вăхăт иртмен, Василий Самойлов ĕçлекен хаçата леш кандидат персе çитнĕ. Курс ĕçне вăхăтлăха ăна пама тархасласах ыйтнă. Илсе кайнă та – питĕ вăрах тытнă. Филологи наукисен докторĕ пулса тăрсан çеç тавăрса панă. Шел, тав сăмахĕ илтеймен сăвăç.
Тепĕр мыскара пулса иртет унпа. Пĕр экзамена вăл темиçе кайса та тытайман. Юлашки хут комисси «али» витĕр тухтарма палăртнă. Унта та параймасан – кăларса яраççĕ. Тĕрĕссипе каласан, унăн вĕренсе ларма та майĕ пулман. Темиçе пÿлĕмлĕ хваттерте комсомол обкомĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле кăткă йăвинчи пек пурăннă. Лешсем, карьера çулне суйласа илнĕскерсем, питĕ шавлă пулнă. Вĕсен ĕçĕ трамплин пекех пулнă-çке: е парти çулĕпе çÿле çĕкленетĕн, е ÿкетĕн. Василий Алексеевич йăлтах аптрать. Мĕн тумалла? Чееленме шухăшлать. Пĕр вăйлă сăвă çырмалла та – комисси членĕсене парса тухмалла. Шутланă – тунă. Састашĕсем (рифмисем) питĕ янăравлă. Чаплă чĕлхеçĕсенчен çăлăнăç ыйтнă. Çакнашкал йĕркесем асрах-ха:
...Бодуэн де Куртенэ
Çĕклемĕ тетĕп пурттине.
Пуçа, тăванăм, касса çур,
Унта пурах, пурах Соссюр!
Чĕлхе ăстийĕ – Рона-таш –
Чунпа чи çывăх хурăнташ.
Василий Самойлов аудиторие кĕрет те билет иличчен мăн кăмăллă профессорсене сăввине тыттарать. Лешсем вулама тытăнаççĕ те ахăрма тытăнаççĕ. Сăвăç билет илет те кайса ларать, ыйтусене вуласа пăхсан куçĕ-пуçĕ чарăлса каять. Усал сунакан ятарласа суйласа панă тейĕн. Вĕсене вăл хальччен те илтмен. Мĕн тумалла? «Кусен хаваслă кăмăлĕпе усă курса юлмаллах», – пырса çапать пуçне вăйлă шухăш.
Хăюллăн пырса ларать комисси умне.
– Эпĕ хатĕр! – пĕлтерет хастаррăн.
Лешсем çаплах ахăрма пăрахаймаççĕ-ха. «Юрĕ, юрĕ», – тесе чăтăмсăррăн кĕтнĕ «виççĕ» парса кăларса яраççĕ. Федор Павловăн «Судра» камитри пекех ахăрса кулса юлаççĕ профессорсем.