«Вăрттăн» шалу – пенси чăх кулли
Роструд кăтартăвĕсем тăрăх — Раççейре паян экономика тĕлĕшĕнчен вăйпитти, анчах ниçта та ĕçлемен çынсен шучĕ 15 миллионран та иртет. Чăн та, сăмах вуçех те ĕçлеменнисем пирки мар, официаллă майпа ниçта та тăрăшман, анчах чăннипе ăçта та пулин вăй хуракан çынсем çинчен пырать. Çак условисенче ĕçлев саккунĕсене пăхăнассине, граждансен ĕç укçи, саккунпа çирĕплетнĕ ытти тÿлеве илмелли прависене мĕнле тивĕçтермелле? Хуравне прокуратура органĕсенче пĕлеççĕ. Вĕсемшĕн çак сферăри надзор —
ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри.
— Экономикăри çăмăл мар лару-тăрура ĕç паракансем пурте тăкаксене чакарма тăрăшаççĕ, перекетлемелли майсене шыраççĕ. Шел те, чылай чухне тÿрĕ кăмăллă мар предпринимательсем перекетлĕхĕн саккунсăр меслечĕсемпе усă курма тăрăшаççĕ, çакă вара организаци ĕçченĕсене те, патшалăха та сиен кÿрет, — тет Елчĕк районĕн прокурорĕ Василий Николаев.
Ĕç паракан кашни ĕçченшĕн страховани взносĕсене тÿлеме тивĕç. Çак тĕллевпе унăн ĕç килĕшĕвĕсене Пенси фончĕн органĕсенче регистрацилемелле, ку кайран ĕçлекенĕн пулас пенсине йĕркелеме кирлĕ. Страховани тÿлевĕсемсĕр пуçне ĕç паракансен налуксене тытса юлмалла, бюджета хывмалла. Ĕç килĕшĕвĕ туманнине кура чее ĕç паракан хăйне обязательнăй тÿлевсенчен хăтарать, çавна май ĕçлекенĕн шалу, отпуск укçи илмелли, ытти гарантипе компенсаципе усă курмалли прависене пăсать.
Ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлемелли условисемпе килĕшекен çынсен çакна асра тытмалла: çапла туса эсир хăвăрăн пулас пенсие пĕчĕклететĕр, кĕтменлĕх е инкек /суран, чир-чĕр, ĕçрен хăтарни тата ытти те/ сиксе тухас пулсан компенсаци илмелли гарантисĕр юлатăр.
Тÿрĕ кăмăллă мар ĕç паракансем хăйсен налук тÿлевĕсене чакарнине кура бюджет нумай укçа çухатать. Çав тÿлевсем вара питĕ кирлĕ çулсем тума е вĕсене юсама, шкулсене реконструкцилеме, больницăсем уçма, ачасемпе вĕсен амăшĕсене социаллă пулăшу пама кайнă пулĕччĕç. Ĕçлевĕн «вăрттăн схемисем» уйрăм çынсене кăна мар, пĕтĕм обществăна сиенлеççĕ. Шăпах çавăнпа «вăрттăн схемăсемпе» усă курассипе кĕрешес ĕçе Елчĕк районĕн прокурорĕ хăй тĕрĕслесе тăрать.
Район прокуратуринче экономикăра тата социаллă сферăра правăна пăсасран, преступленисем пуласран сыхланас тĕллевлĕ саккунсене пурнăçлас ыйтусемпе ĕçлеме ведомствăсен пĕрлехи ушкăнне йĕркеленĕ. Вăл вăрттăн ĕçлеве кăклас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлет. Ку ĕçе налук службин, Пенси фончĕн органĕсен сотрудникĕсене явăçтараççĕ, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле ĕçлесе вырăнти прокуратура çынсене «вăрттăн» ĕçлеттерни пирки иккĕленÿ пур вырăнсенче çине-çинех тĕрĕслевсем йĕркелет. Суту-илÿ, производство, ял хуçалăх объекчĕсенче пулнă май çынсемпе ĕç килĕшĕвĕсем туман, обязательнăй тÿлевсенчен пăрăннă чылай тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
Прокуратура ĕçченĕсем палăртнă тăрăх — тĕрĕслев объекчĕсене пĕр-пĕр хуçалăх лаптăкĕнче ĕçлекенсен йышĕ пĕчĕккине е унашкаллисене вуçех те регистрацилеменнине кура суйласа илеççĕ. Çак ĕç асăннă ушкăншăн кулленхи теме те пулать. Вырăна тухса ирттерекен пĕрлехи тĕрĕслевсене кварталсерен икĕ хутран кая мар йĕркелеççĕ.
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен дол¬жноçри çыннисене тĕрĕслеве явăçтарнин усси уйрăмах пысăкки çинчен калаççĕ. Вырăнта ĕçлекенскерсем вăл е ку предприяти ĕçлекенĕсен документсенче кăтартакан шутне çеç мар, чăн йышне те питĕ лайăх пĕлеççĕ-çке.
Надзор ĕçне пурнăçланă май 2015 çулта ĕçлекенсемпе ĕç килĕшĕвĕ туман 7 предпринимателе тупса палăртнă. Кăçалхи кăтарту тата курăмлăрах: çулталăк вĕçленмен-ха — 13 предпринимателе тăрă шыв çине кăларнă. Суту-илÿ тата производство объекчĕсенче 35 çын официаллă мар майпа ĕçлени палăрнă. Çав çынсен ĕç прависене тавăрма пултарнă, вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕсем тунă.
Юлашки тĕрĕслевсенчен пĕрин вăхăтĕнче Курнавăш ялĕнче çĕвĕ цехĕнче 7 çын ĕçленине палăртнă. Анчах вĕсем тĕлĕшпе официаллă пĕр органа та тивĕçлĕ кăтартусем паман иккен. Çак çынсем кунта «вăрттăн» ĕçленĕ тапхăр вара самай пысăк — икĕ эрнерен пуçласа çулталăк таран. Хайхи «саккунсăр» çĕвĕçсем хăйсем çирĕплетнĕ тăрăх — вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕсем туман, ĕçлени çинчен ĕç кĕнекисене тивĕçлĕ кăтартусене кĕртмен. Çак ĕç паракан, çавăн пекех саккуна пăхăнманни палăрнă должноçри çынсем тĕлĕшпе район прокуратури РФ КоАПĕн 5.27 статйин 3-мĕш пайĕпе административлă производствăсем пуçарнă, айăплисене административлă явап тыттарса штрафланă.
Саккуна пăснă тĕслĕхсем çинчен обязательнăй йĕркепе налук тата пенси органĕсене евитлеççĕ — вĕсем тивĕçлĕ тÿлевсем килнине сăнаса тăма пултарччăр. Граждансене официаллă мар майпа ĕçлеттернине тупса палăртнă хыççăн çитменлĕхсене пĕтернине тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Çавнашкал тĕрĕслев ирттернĕ май кăçал ĕç паракансенчен пĕри «вăрттăн схемăпа» иккĕмĕш хут усă курни палăрнă. Елчĕкри «Автотур» суту-илÿ çуртĕнчи «Модница» лавккара каллех ĕç килĕшĕвĕ тумасăр сутуçа ĕçе явăçтарнă. «Хуçи» тĕлĕшпе маларах та ĕç хутшăнăвĕсене саккунлă майпа йĕркелеменшĕн административлă производство пулнине кура хальхинче ун пирки КоАПăн 5.27 статйин 5-мĕш пайĕпе адмпроизводство пуçарнă. Унпа килĕшÿллĕн РФ Ĕçлев кодексне тепĕр хут пăснăшăн явап тыттараççĕ. Материалсене суда ярса панă. Ку хутĕнче саккуна пăснăскере малтанхинчен чылай хаяртарах яваплăх кĕтет. Ĕç паракана район прокурорĕ çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвне чĕннĕ май вăл тинех мĕнпур ĕçченпе ĕç килĕшĕвĕсем тунине çирĕплетнĕ.
Палăртни вырăнлă: ĕçлекен çын хăй официаллă майпа ĕçлеме вырнаçассишĕн çине тăрсан надзор ĕçĕ те самай ансатланать. Шел, чылай чухне ĕçлекенсем хăйсен саккунлă прависем пирки пĕлмеççĕ, официаллă майпа ĕçлени тăкаксемпе çыхăннă, страховани взносĕсене тÿлеме тивет тесе шухăшлаççĕ /чăннипе вара вĕсене тÿлесси — ĕç паракан тивĕçĕ/. Çавна май саккуна пăсни çиеле тухсан та официаллă майпа ĕçлессинчен пăрăнаççĕ. Акă мĕншĕн район прокуратури çакнашкал право нигилизмне сирсе ярас енĕпе те тимлĕ. Çак тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах тивĕçлĕ информаци тухать — саккунсене ăнлантарса параççĕ, тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе паллаштараççĕ.
Çак ĕç пысăк мар пĕр район территорийĕнче те курăмлă кăтартусем кÿрет те — официаллă ĕçлевпе çыхăннă лару-тăру пĕтĕм республика территорийĕнче, унтан вара пĕтĕм çĕршывĕпе палăрмаллах лайăхланас шанăç пур.
Николай КОНОВАЛОВ
 
"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.