"Вăрттăн" шалу хыснашăн сиенлĕ
8 Ноября, 2017 | Экономика | канашлусем

Республика бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçлани, медицина учрежденийĕсен оптимизацийĕ, культура еткерĕн палăкĕсен сыхлăх чиккине палăртасси — çак тата ытти ыйтăва Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тишкерчĕç.

Бюджетпа çыхăннă тăхăр уйăхлăх отчета Патшалăх Канашне тишкерме тăратмалла — унпа финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Чăн та, хăйĕн докладне вăл вунă уйăхри кăтартусем çине таянса турĕ. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче республика бюджечĕн тупăш пайĕ 36 миллиард тенке кăшт кăна çитеймен — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,4% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăшсен калăпăшĕ ÿснине палăртма кăмăллă — пĕтĕмпе 22 миллиард тенке яхăн пунă, çак виçе те иртнĕ çулхинчен 4,5% хушăннă. Мускав каялла тавăрса памалла мар тивĕçтернĕ укçа вара 12,4% чухлех пысăкланнă. Дефицитлă тесе палăртнă бюджет чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне профицитлă пулнине те министр пусăм тусах палăртрĕ.

Хамăрăн тупăшсем тенĕрен, Светлана Александровна ку енĕпе резервсем татах пурри пирки те иккĕленмест. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паян республикăри вăйпитти çынсен 20% яхăн йышĕ çав-çавах «вăрттăн» ĕçлет — шалăва конвертпа илет. Михаил Игнатьев вĕсене легализацилес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ: «Пĕрисем пурнăç тăршшĕпех налуксене тÿрĕ кăмăлпа тÿлеççĕ, теприсем вун-вун çул пĕр пус та тÿлемеççĕ...»

Ачасене социаллă пулăшу кÿмелли мерăсем пирки сăмах илнĕ май вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан ачасен категорийĕ анлăланасси çинчен евитлерĕ. Паян пулăшу илекенсен йышĕнче 940 ача: вĕсене республика бюджечĕн шучĕпе апат-çимĕçпе, çыру хатĕрĕсемпе, тумтирпе тивĕçтереççĕ. Саккунри çĕнĕлĕх вара çак йыша вĕреннĕ вăхăтра ашшĕ-амăшне çухатнă тăлăхсене те кĕртет.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас