«Вăрттăн» экономика сиен кÿрет

29 Пуш, 2017

Ĕнер Оренбургра Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич çумĕнчи канаш ларăвĕ иртнĕ. УнтаЧăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Ларура федерацин тата регионти влаç органĕсем криминаллă тата «вăрттăн» экономикăпа тухăçлă кĕрешмелли майсене сÿтсе явнă, Атăлçи регионĕсенче пурăнакан халăхсене социаллă пулăшу панă чухне те пĕрлехи вăйпа ĕçлемеллине палăртнă.

Округ канашне федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен ертÿçисем, Шалти ĕçсен, Экономика аталанăвĕн, Строительство, Транспорт, Юстици министерствисен, Федерацин налук службин, Раççей финанс мониторингĕн службин, Росстатăн, Раççейри алкоголь çаврăнăшне йĕркелесе тăракан службăн представителĕсем, регионсенчи ĕç тăвакан влаçсен тата ăслăлăх пĕрлĕлĕхĕсен ертÿçисем, çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕнчи тĕп инспекторĕсем хутшăннă.

Паллă: экономика сферинче ырă улшăнусем тăвас тата социаллă пурнăç тытăмне аталантарас тесен хальч­чен усă курман мелсемпе ĕçлемелле. Экспертсем палăртнă тăрăх, çĕршывра «вăрттăн» экономика калăпăшĕ 25 процентпа танлашать.

«Çакă çĕршыв аталанăвне мĕнле сиен кÿнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, — тенĕ Михаил Бабич. — Сăмахран, 2015 çулта округра 3,5 миллион çын экономикăн секторĕнче уççăн ĕçлемен. Çак кăтарту ĕçлекен халăхăн 23,5 проценчĕпе танлашать. 2016 çулта асăннă кăтарту 24,4 процента çитнĕ. Иртнĕ çул экономикăри преступленисене пула тÿснĕ сиен 27 миллиард тенкĕпе танлашать. Ку — питĕ пысăк кăтарту. Çаксем çиелте, куç умĕнче пулнисем кăна-ха».

Влаçрисем «вăрттăн» тата криминалпа çыхăннă экономикăна виçĕ майпа пĕчĕклетме тĕв тытнă: общество саккунсене пăхăнассине çирĕплетсе, граждансен право культурине ÿстерсе; экономикăна хирĕçле ĕç тунă çынсен тата юридици сăпатĕнче тăракансен яваплăхне пысăклатса; бизнесра ĕçлекенсене, чи малтанах предпринимательсене, çăмăллатнă условисем туса парса.

Палăртмалла: федерацин Атăлçи округĕнче промышленноç производствин индексĕн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ 2016 çулта, ун умĕнхи çулпа танлаштарсан, 0,8 процента çитнĕ. Промышленноç производствин чи пысăк кăтартăвĕ Чăваш Республикинче — 107,6 процент, Удмурт Республикинче — 107, Чулхула облаçĕнче — 105,5 процент. Чăваш Республикин влаç органĕсем экономикăри криминал тата «вăрттăн» енсемпе кĕрешессинче профилактика мероприятийĕсем ирттерессине тĕпе хураççĕ.

Чăваш Енре «вăрттăн» экономикăпа, коррупципе кĕрешес, коммуналлă инфратытăма аталантарас тата каяшпа тепĕр хут усă курас, промышленноçа, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе республикăн патшалăх программисен çумпрограммисем пурнăçа кĕреççĕ. Чăваш Республикинче промышленноç продукцийĕпе саккуна пăсса усă куракансемпе кĕрешме ятарлă комисси йĕркеленĕ, вăл ăнăçлă ĕçлет.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.