Вăрттăн çимĕç

6 Çурла, 2016

Пурнăçра кашни йăнăшшăн явап тытма тивет. Эпĕ те çамрăк чухнехи çылăхсенчен тасалса пĕтейместĕп курăнать. Çавăнпах халĕ те анне пулаймастăп та. Пĕтĕм айăпĕ хамра. Ытла та айван, ăссăр, çăмăлттай пулнă-çке. Шел, кая юлса ăнлантăм çакна. Пурнăçри чăн телей ачасенче иккенне хĕр чухне пачах чухламан çав...

Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Кольăпа паллашрăмăр. Пĕр-пĕрне тÿрех килĕштертĕмĕр. Кăвак куçлă каччă та малтанхи каçах ăсатма пыма кăмăл пуррине систерчĕ. Хирĕçлемерĕм. Çапла туслăх кунран кун ытларах та ытларах çирĕпленсе пычĕ. Вăхăт иртнĕ май юрату сăмахĕсем те шăранса тухрĕç. Чунран илтĕнчĕç вĕсем. Чăннипех те тунсăхлаттăмăр пĕр-пĕринсĕр. Юнашар чухне çÿл тÿпере вĕçеттĕмĕр-тĕр. Яланах пĕрле пуласса шансах вăрттăн çимĕçе те ас тиврĕмĕр. Коля авланасшăнччĕ, анчах эпĕ çемье çавăрма иртерех теттĕм. Пĕррехинче çие юлнине пĕлтĕм. Мĕн тери намăс! Ăçта каяс? Мĕн тăвас? Атте пуçа касать! Коля туй тăвасси çинчен калаçрĕ. Эпĕ ăна хирĕçлерĕм. Малтан вĕренсе тухмаллине çирĕплетрĕм. Епле ÿкĕтлерĕ вăл, анчах чуна витереймерĕ. Пепкене кун çути куричченех вĕлертĕм. Коля вăл каç мана больницăран вĕри куççулĕ ăшĕнче кĕтсе илчĕ. Апла пулин те ÿпкелемерĕ. Малашне çеç асăрхануллă пулчĕ.

Шел, шанчăклă тусăма упрама пĕлеймерĕм. Хамах айăплă пултăм-тăр, мăнкăмăллă хăтлантăм. Эпĕ çиллененçи пулнă вăхăтра ăна урăххи хăй енне çавăрса та илчĕ. Алă султăм та эпĕ те хамăн çулпа малалла утрăм. Халĕ час-часах аса илетĕп ăна, мĕншĕн качча тухмарăм-ши тесе чавса çыртма хăтланатăп.

Пиллĕкмĕш курсра Васьăпа тĕл пултăмăр. Хăй тыткăнне ытла та хăвăрт ярса илчĕ-çке. Чĕреме те кĕрсе вырнаçрĕ. Мĕн тери ачашчĕ. Мĕнле кăна ăшă сăмах каламастчĕ тата! Хĕрсен кăмăлне епле çавăрмаллине пĕлетчĕ çав. Часах унпа та çывăхлантăмăр. Анчах мăшăр тума васкамарĕ савни. «Качча ил мана», — тесе епле калам-ха? Тăтăшах ывăл парнелеме ыйтатчĕ. Пĕр-пĕр юлташĕн ача çуралсан та: «Мана хăçан парнелĕн?» — тилмĕрсе тăнран яратчĕ. Ăна атте туса телей кÿрессишĕн мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен пуль! Ачашшăн çупăрласа хăй çумне пăчăртатчĕ те нихăçан уйрăлмассăн туйăнатчĕ. Анчах... эпĕ хĕрĕх чĕрнеленнине пĕлсен ачаш кушакран хаяр арăслан пулса тăчĕ вăл. Хырăм пăрахма хушрĕ. Хĕрсен чĕрисене çунтарма ăстаскер урăх савни тупрĕ. Вăл ясаррине пĕлмен мар, куç умĕнчех юттине çăтса ярасла сăнанине хам та пĕрре мар курнă. Анчах куçран кĕрсе ывăл парнелеме ыйтаканскер çапла сутма пултарасса кĕтменччĕ. Пĕччен амăшĕ пулас килмерĕ-ши? Йывăрлăхран хăрарăм-ши? Е каллех çын сăмахĕнчен иментĕм-и? Черетлĕ хутчен çав тери пысăк çылăха кĕтĕм.

Ура айĕнче çĕр çухалчĕ тейĕн. Тĕттĕм те сивĕ шăтăка кĕрсе ÿкрĕм. Епле тухрăм-ши унтан? Туссем алă пачĕç. Йывăрлăхра çăлакансенчен пĕри Слава пулчĕ. Тĕрĕссипе, вăл мана мĕн паллашнăранпах килĕштернине сисмен мар эпĕ. Сăнĕ-пĕвĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕскере хам та саврăм. Унпа тăтăшах хутшăнаттăмăр. Савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайлаттăмăр. Чуна уçса сехечĕпе калаçаттăмăр. Ăнман юрату пирки те пĕрре мар сăмах пуçарнă. Хальхинче те хаваспах алă тăсрĕ вăл. Май пур таран лăплантарма тăрăшрĕ. Ырă сĕнÿсем пачĕ. Çут малашлăха тинкерме вăй-хал хушрĕ.

Çук, мана качча илме шантарман вăл. Савни пулма та ыйтман. Анчах пĕррехинче черетлĕ хутчен чунăмăрсене тавăрса хурсан темшĕн хамăра алăра тытса чараймарăмăр. Ачаш туйăмсем пире хăйсен авăрне çаклатрĕç. Пĕртен пĕр хутчен пулчĕ ку. Чĕре айĕнче тепĕр чун тĕвĕленме нумай кирлĕ-и?

Çывăх тусăм авланма хатĕрленнине пĕле тăркач эпĕ унран ача кĕтнине систерме пултараймарăм. Хăйне ман умра айăплă туясса пĕлетĕп-çке. Теприне пăрахтарса хама качча илтермеллеччĕ-им? Гальăн телейне вăрлас темерĕм. Каллех... йăнăш çулпа утрăм.

Павăлпа паллашни çулталăк. Ача çуратасси çинчен майлă самант тупăнсанах калаçу пуçаратăп. Анчах вăл килĕшмест. Иртерех тет. Ашшĕ пулма хатĕр мар имĕш. Манăн вара ача çуратас килет.

Халĕ хама хам та курайми пулса çитетĕп тепĕр чухне. Епле чунсăр-çке эпĕ! Çав вăхăтрах лăпкăлăх шыраса тÿрре тухма хăтланатăп...

ЭЛИЗА.

Шупашкар районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.