Вăрнарсем ентешне манмаççĕ

29 Утă, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă писатель, журналист Антип Николаевич Николаев /Шевле/ çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Тăван çĕрĕнче, Вăрнар районĕнчи Кăмпалта, çак ятпа уяв иртрĕ. Унта çыравçăн тăванĕсем, ĕçтешĕсем, пултарулăхне хисеплекенсем хутшăнчĕç.

Шел, А.Николаевăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Вăл 1990 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Хăй хыççăн ырă йĕр хăварма пултарнă. 1949-1970 çулсенче ентеш "Боевая вахта" хаçатра, "Советский воин" журналта çар корреспондентĕнче ĕçленĕ. 1972 çулта Чăваш Ене таврăнсан ăна ЧАССР Журналистсен союзĕн правленийĕн яваплă секретарьне çирĕплетнĕ. Темиçе кĕнеке авторĕ. Унăн хайлавĕсене çынсем паян та юратса вулаççĕ. Патшалăх А.Николаевăн тухăçлă ĕçне пысăк хак панă. ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятпа чысланă. С.В.Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Вăрнарсем те ентешне манмаççĕ. Акă çуралнăранпа 90 çул çитнине анлă паллă турĕç. Уяв каçне Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уçрĕ. Çыравçă пирки тăванĕ, отставкăри полковник, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Кошкин аса илсе каласа кăтартрĕ. "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" общество организацийĕн председателĕн çумĕ И.Николаев /Мускав/, Вăрнарсен ентешлĕхĕн ертÿçи А.Васильев, С.Отрыванов, М.Васильев, В.Кузьмин çыравçăсем тухса калаçрĕç.

Районти пултарулăх ушкăнĕсем уяв каçне юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Аçăмçырми, Нурăс, Ярмушка артисчĕсене, Шупашкарти "Тарават" ансамбле куракансем алă çупса хавхалантарчĕç, тав турĕç.

О.ПЕТРОВ.

Автор: