Вăрмарта - çĕнĕ ача сачĕ

2 Раштав, 2014

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Вăрмар поселокĕнче «Родничок» ача садне уçма хутшăннă. Унта 145 ача çÿреме пултарать.

Михаил Игнатьев салам сăмахĕнче палăртнă тăрăх - ку кăçал республикăра энерги перекетлекен технологисемпе усă курса тунă тăваттăмĕш ача сачĕ. Ăна уçнă май районта çулталăк çурăран аслăраххисене ача садне ярас ыйтăва туллин татса параççĕ. Декабрьте республикăри хуласемпе районсенче шкул çулне çитменнисен ку чухнехи тата 11 вĕренÿ учрежденийĕ алăкĕсене уçать.

«Родничок» ача садне Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче «Вĕренĕве аталантарасси» патшалăх программине пурнăçласа туса лартнă. Унта музыка тата физкультура залĕсем, методика, логопед, медицина пÿлĕмĕсем, интерактив класĕ, апат-çимĕç блокĕ, кĕпе-тумтир çумалли пÿлĕм пур. Алăксем патĕнче хевтесĕр çынсене кĕмешкĕн пандуссем вырнаçтарнă.

Пĕчĕккисене ноябрĕн 24-мĕшĕнче йышăнма пуçланă, хальхи вăхăтра садика 110 ача çÿрет, кунта 17 педагог ĕçлет.

Вăрмар районĕнче шкул çулне çитменнисен вĕренÿ организацийĕсен - 7, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен çумĕнче шкул çулне çитменнисен 18 ушкăнĕ. Унта 1150 ача çÿрет.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство комплексне аталантарма тÿпе хывнăшăн «Урмарская» КСО акционерсен обществин ĕçченĕсене - тĕп инженера Иван Законова, Светлана Иванова штукатура тата Виталий Николаев водителе - тав тунă, сехетсем парнеленĕ.

А.КУЗНЕЦОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.