«Вăрмар калаçать...»

8 Утă, 2015

Вăрмар тата Тăвай районĕсен хаçачĕсен редакторĕ тата радиовещанийĕсене йĕркелесе янă Герман Матвеевич Матвеев журналист çуралнăранпа июнĕн 18-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Вăл Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче 1925 çулта чухăн хресчен çемйинче кун çути курнă. Ачалăхĕ савăнăçлах иртмен: вуннăра ашшĕ пурнăçран уйрăлнă, тепĕр вунă уйăхран амăшĕ çĕре кĕнĕ. Пиччĕшĕ Иван 1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă та таврăнайман: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă.

1933 çулта Герман ялти 7 çул вĕренмелли шкула çÿреме тытăннă. Çав çулсенче стена хаçачĕ, литература журналĕ кăларнă, сăвă çырнă, ÿкернĕ. Тăрăшса вĕреннĕ. Çырас пултарулăхĕ ун чухнех палăрнă.

1941 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче ăна Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Хабаровск тăрăхĕнчи ФЗО шкулне янă. Çул çинче вĕсене хăрушă хыпар пĕлтернĕ: пирĕн çĕршыва нимĕç фашисчĕсем вăрçăпа тапăнса кĕнĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнче пуйăс Амур облаçĕнчи Бурея хулине çитнĕ, унтан Кивда поселокĕнче чарăннă.

ФЗО шкулĕнче çарти евĕр çирĕп йĕрке пулнă. Декабрĕн 22-мĕшĕнче вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ çамрăксене тĕрлĕ шахтăна ĕçлеме янă. Герман Артем хулине лекнĕ.

Общежитири койкăсене икшер хутлă вырнаçтарнă пирки ларса канма та, ирĕклĕн кĕрсе-тухса çÿреме те кансĕр пулнă. Столовăйра черет вăрăм пирки унта эрнере пĕр-икĕ хутран ытла апатланман, куллен паракан 600 грамм çăкăрпах çырлахнă.

Шахта хаяр тăшманпа çапăçма каякан рабочисене - проходчиксене, крепельщиксене, навалоотбойщиксене - фронта куллен ăсатнă. Унти пĕтĕм йывăр ĕç çамрăксем çине тиеннĕ. 12 сехетрен кая мар тар тăкма тивнине пăхмасăр пĕри те ÿпкелешмен: çĕр кăмрăкĕ кăлармалли плана ирттерсе тултарнă.

Герман смена хыççăн унти пурнăç çинчен сăвă-калав çырнă. Лев Толстой произведенийĕсене вуланă. Кун кĕнеки йĕркеленĕ, ăна пурнăç тăршшĕпех тытса пынă /Паянхи материала та унпа усă курса хатĕрленĕ - Автор/.

Каччă профсоюза кĕнĕ, комсомол ретне тăнă. Тăрăшулăхне, пултарулăхне шахтăри инженерсемпе геологсем асăрханă, ĕçри, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме нумай пулăшнă. Вĕсем тăрăшнипех Герман Матвеев чертеж ăсталăхне алла илнĕ. 1945 çулхи августăн 1-мĕшĕнче ăна сăрт-ту ĕçĕсен мастерне лартнă.

"Артем хули те, шахти те, унăн çыннисем те маншăн çывăх тăван пекех, - çырнă вăл кун кĕнекинче. - Ертÿçĕсем, инженерсем пулăшнипе, çав вăхăтрах хам та теорипе практика енĕпе нумай пĕлÿ пухма пултарнипе Сучан хулинчи сăрт-ту техникумне вĕренме илчĕç. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрăм. Шахтăри хисеплĕ çынсен шутне кĕтĕм.

...Приморье крайне эпĕ тек лекеймерĕм. Анчах унти ырă çынсене, хамăн нихăçан манми воспитательсене паян та аса илетĕп. Яланах чунра тытатăп пысăк та илемлĕ Владивостока, хам ĕçлесе пурăннă çĕркăмрăк рудникĕсен хулине Артема. Йывăр вăхăт пурнăç тути-масине аванах туйтарчĕ, манран çирĕп шухăш-кăмăллă ĕç çынни турĕ".

1946 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнчен çуралнă яла таврăнсан хăй килĕштерекен ĕçе кÿлĕннĕ - районти "Хĕрлĕ ялав" хаçата заметка-статья çырма тытăннă. Материалĕсем республикăри "Чăваш коммуни", "Красная Чувашия" хаçатсенче те пичетленме пуçланă.

"Хĕрлĕ ялав" хаçатăн ун чухнехи редакторĕ Василий Алентей пултаруллă çамрăка асăрханă, 1948 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче редакцин ответлă секретарĕ пулма шаннă.

"Василий Степанович вĕрентсе-кăтартса пынипе пичетĕн чыслă та хисеплĕ çулĕ çине тăтăм. Тавтапуç çавăншăн Василий Алентее", - палăртнă Г.Матвеев каярахпа.

Çав çулсенче редакцин хăйĕн ятарлă çурт пулман. Журналистсем типографин кивĕ те пĕчĕк цехĕнче ĕçлесе пурăннă. Хаçат наборланă çĕртех выртса çывăрнă. Ĕç кунĕ пуçлансан çуран е лашапа ялсене çÿренĕ, çынсен пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашнă, çĕнĕ номер валли материал хатĕрленĕ. Çамрăк пулнă вĕсем ун чухне. Анчах иккĕшĕ те пурнăç тути-масине астивме ĕлкĕрнĕ. Çирĕм саккăрти Алентей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă, 22-ри Матвеев шахтăра ултă çул ĕçленĕ.

Пичет ĕçĕ çыхăнтарнă икĕ çын ĕмĕрлĕх çывăх туссем пулса тăнă.

1949 çулхи кĕркунне Василий Алентей партин Горький хулинчи аслă шкулне вĕренме кайнă, редакципе типографи ĕçĕсене Герман Матвеева парса хăварнă.

1952 çулхи августăн 17-мĕшĕнче Г.Матвеева "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторне çирĕплетнĕ. Вăл редакципе типографин çĕнĕ çуртне тăвас ĕçе пуçăннă.

1955 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Герман Матвеев Тăвай районĕнчи "Сталин ялавĕ" /каярахпа - "Ленинец"/ хаçатăн редакторĕнче ĕçлеме тытăннă. Ултă çул ытла вăй хунă унта. Коллектив çитĕнÿсен çулне такăрлатнă: республикăра социализм ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн Чăваш АССР Министрсен Совечĕпе облпрофсоветăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçнĕ.

Çав вăхăтра Герман Матве-евич Тăвай районĕн радиовещанине йĕркелесе янă, унăн пĕрремĕш редакторĕ пулнă. 1962 çулхи майăн 12-мĕшĕнче вăл Вăрмарта вырăнти радиовещанин пĕрремĕш редакторĕн тивĕçне пурнăçлама тытăннă.

Кăларăмсем эфира эрнере - 4, унтан - 6 , каярахпа кунне икĕ-виçĕ хут тухнă тĕслĕх те пулнă. Хыпарлав ирхине 5 сехет те 15 минутра пуçланнă. Кăларăмсенче Нурлатпа Теччĕ /Тутар АССРĕ/, Тăвайпа Йĕпреç районĕсен социализм ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Микрофон умĕнче района ертсе пыракансем, ялхуçалăх специалисчĕсем, производствăра малта пыракансем, вĕренÿпе медицина, культура ĕçченĕсем час-часах тухса калаçнă.

Тĕрлĕ çулсенче дикторта Г.Вазанова, Р.Алексеева, Л.Мясникова учительницăсем, П.Петровăпа Ю.Федорова культура ĕçченĕсем, Ю.Петров врач, А.Белова журналист тата ыттисем тăрăшнă.

18 çул ытла улшăнмасăр ĕçленĕ Герман Матвеев Вăрмар радиохыпарлавĕн редакторĕнче. Çав вăхăтрах колхоз-совхоз уй-хирĕнче, выльăх-чĕрлĕх ферминче, машина-трактор паркĕнче, промышленноç предприятийĕнче мĕн чухлĕ пулман пуль. Вăл республикăри хаçат-журналта, радиора ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытнă.

Опычĕпе паллашма Чăваш хутлăхĕн район-хулинчен делегацисем килсе тăнă.

"Шупашкарта парти обкомĕ çумĕнчи курсра пĕлĕве ÿстерекен радиокорреспондентсен ушкăнĕ Вăрмара килчĕ, пирĕн ĕçпе паллашрĕ, - çырнă вăл 1979 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче. - Çĕнĕ Шупашкарти радиовещани редакторĕ В.Келдыш тата ыттисем ĕçĕме пысăка хурса хакларĕç, мана чăн-чăн энтузиаст терĕç. Парти райкомĕнчи канашлура ку калаçу малалла тăсăлчĕ".

Унăн статйисем, очеркĕсем, фельетонĕсем районти "Хĕрлĕ ялав", республикăри "Коммунизм ялавĕ", "Советская Чувашия" хаçатсенче, "Капкăн" журналта /"Ухруль" псевдонимпа/ пичетленнĕ, "Советская Россия", "Сельская жизнь", "Правда" хаçатсенче, "Огонек" журналта кун çути курнă.

1975 çулта ăна СССР Журналистсен союзĕн членне илнĕ.

Пичете пуçаруллă хутшăннăшăн Г.Матвеева "Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" медальпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Вăл партин Вăрмарпа Тăвай райкомĕсемпе райсовет ĕçтăвкомĕсен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

"Вăрмар калаçать" радиокăларăм редакторĕпе, пултаруллă та талантлă Герман Матвеевич Матвеев журналистпа эпĕ ачасен искусство шкулĕн ертÿçи пулнă вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче, паллашнă, туслă çыхăну тытнă, пĕрле чылай кăларăм йĕркеленĕ.

Герман Матвеевич вĕсене тĕплĕн хатĕрлесе ирттеретчĕ, музыка пултарулăхне тивĕçлипе хаклатчĕ. Çамрăк музыкантсен клубĕн членĕсем, кĕвĕ ăстисем тĕрлĕ инструментпа кĕвĕ шăрантарнине радио итлекенсем яланах хапăлласа кĕтсе илнĕ. Чăваш, вырăс, ют çĕршыв композиторĕсен пултарулăхĕ çинчен те интереслĕ передачăсем йĕркеленĕ вăл. Пултарулăхĕ иксĕлми çăлкуç евĕр тапса тăнă май, хыпарсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа, çÿллĕ шайра пурнăçлатчĕ. Район пурнăçĕнчи паллă пулăмсемпе халăха чи малтан паллаштаратчĕ.

Вăл ырă, ăшă кăмăллă, шÿтлеме юратакан çынччĕ, ыттисене хавхалантарма пултарнипе тĕлĕнтеретчĕ. Юлташсемпе тĕлпулнă чух вĕсене сăвăласа саламлатчĕ.

Чăваш Енĕн паллă журналисчĕ-артисчĕ, сăвăç-писателĕ, композиторĕ, ытти паллă çынсем района килсен /вăл вăхăтра вĕсем республика тăрăх нумай çÿренĕ/ радио редакцине кĕмесĕр, редакторне курмасăр кайман. Ун патĕнче час-часах В.Алентей, П.Ялкир, Николай Сандров, Г.Мальцев çыравçăсем, Ефим Никитин артист пулнă. Ю.Кудаков композитор, Н.Виноградов юрăç хатĕрлесе ирттернĕ кăларăм та асрах.

Герман Матвеев общество ĕçне те пуçаруллă хутшăннă. Халăх контролĕн районти комитечĕн членĕ пулнă, нумай çул çыхăну узелĕнчи парти организацине ертсе пынă.

Пичетпе вăл тачă çыхăннă, кирек мĕнле жанрпа вырăсла та, чăвашла та çырма пултарнă.

Шел, пултарулăхĕ аталанса пынă вăхăтра йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ /30.08.80 ç./.

 

Николай ИВАНОВ-ПАРХАТАР,

РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.