Вăрманта пурте пултăр

«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР Чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин Вăрнар районĕнчи инспекторĕ Юрий Григорьев хуравлать.

- Вăрнар агротехникумĕн преподавателĕ Николай Васильев пĕлтĕр хăнтăрсен пĕр çемйи 2011 çулта Кайри Тукай ялĕн çывăхĕнче, Сунар юхан шывĕ çинче, йăва çавăрнине «Хыпарта» хавхаланса çырса кăтартрĕ. Шел те, иртнĕ çуркунне Çĕрпел ял тăрăхĕнчен урăх вырăна куçнине пĕлтерчĕ. Халĕ урăх çĕрте-ши е ашĕ тахçанах браконьер хуранне лекнĕ-ши?

- Хăнтăра çуллен юпа-чÿк уйăхĕсенче шутлатпăр, - терĕ Юрий Прокопьевич. - Кайри Тукайри çемье Сунар юхан шывĕпе е çÿлелле хăпарнине, е аялалла аннине тĕпчесе пĕлĕпĕр. Ушкăн йăх тăснă лаптăка мĕншĕн улăштарнине калама йывăр. Тен, çывăхра апат пĕтнĕ. Хăнтăрсем таврари пур йывăçа та тÿнтерсен урăх çĕре каяççĕ.

- Вĕсем районта чылай-и?

- Çуллен хушăнаççĕ. Иртнĕ çул - 73, кăçал 78 шута илнĕ. Йыш ÿснин пĕрремĕш сăлтавĕ - юлашки çулсенче кайăкçăсем вĕсене сахалрах тытнинче. Предпринимательсем тирне пуçтармаççĕ, сунарçăсем ăна сутса укçа тăваймаççĕ. Иккĕмĕшĕ - совет тапхăрĕнчипе танлаштарсан çырма-çатрара, айлăм-тайлăмра йывăç-тĕм /хăнтăр апачĕ/ ытларах çитĕнни.

- Вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунĕн хисепĕ улшăнать-и?

- Çулсем иртнĕçемĕн е ÿсет, е чакать. Ăна палăртасси - манăн тивĕçсенчен пĕри. Ку ĕçе тума çут çанталăк тусĕсене явăçтаратăп. Кăçал ондатра - 237, сăвăр - 18, ахаль ăсан - 212, пăчăр - 95, симĕс йĕрлĕ шăркалчăпа шурă йĕрлĕ шăркалчă /кайăк кăвакалсем/ - 1015, кăвакал хăй 561 шутларăмăр. 2013 тата 2014 çулсем: пăши - 21 тата 19, хир сысни - 21 тата 32, ахаль тилĕ - 143 тата 51, ăтăр - 3 тата 0, шашкă - 9 тата 10, вăрман сăсарĕ - 43 тата 17, вăрман пăсари - 11 тата 2, шурă мулкач - 400 тата 63, хир мулкачĕ - 91 тата 66, пакша - 354 тата 120.

- Хăш тĕс лайăхрах хунать?

- Ахаль ăсан. Вăрман е вăрман тăрăхĕ çумĕнчи улăх-çаранра. Ăна чылай ял тăрăхĕнче куратăп. Хурăн папакĕпе тăранса хĕл каçать. Вĕсем валли апат çителĕклĕ. Юлашки çулсенче хурăн чылай уй хĕрринче шăтса çитĕнчĕ. Хир сыснисемшĕн çут çанталăкăн республика шайĕнчи уйрăмах сыхлакан Калинино саккаслăхĕ - сунар тапхăрĕ пынă вăхăтра та хÿтлĕх. Унта никамăн та пăшалпа кĕме, чĕр чуна хăвалама, суранлатма, вĕлерме юрамасть. Чăн та, шăрăх та типĕ 2010 çул хыççăн хир сиснисем хухрĕç. Мĕншĕн тесен типĕ çанталăка пула юман йĕкел тăваймарĕ. Пăши сахалрах тесе районта темиçе çул тытма чарнă.

- Халĕ кашкăр пур-и?

- Пĕлтĕр Вăрнартан виçĕ çухрăмра - 1, кăçал Калинино саккаслăхĕн çумĕнче 3 тытрăмăр. Районта вăл пĕрре те пулмасан сĕтпе тăрантаракан чĕр чуна ĕрчеме çăмăлрах. Вĕсене тукмак хÿре нумай пĕтерет. Çакна çирĕплетме - тĕслĕх. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче вăрманта кашкăр йĕрĕсене асăрхарăм. «Кунта мĕн шыраççĕ-ши?» - тетĕп. Тупсăмне тÿрех ăнкартăм. Çав вăрманта 5 хир качакиччĕ. 6 кашаман вĕсене хăваласа тытассишĕн çĕрĕпех чăтлăхра кумнă. 3 качака Йĕпреç вăрманне кĕрсе тарнă, 2-шĕ пирĕн патра юлнă.

Тукмак хÿресем вĕсен йĕрĕ çине ÿксен тытичченех хăвалаççĕ. Тарса хăтăлайрĕç-ши? Калаймастăп. Нумаях пулмасть мана вăрманта темиçе кашкăра курнине пĕлтерчĕç. Çак хыпар чăнлăхпа килĕшсе тăрать-ши? Ыйтăва çывăх вăхăтрах уçăмлатма тăрăшăпăр. Тен, темиçе çура çитĕнтереççĕ. Куллен аш йăтаççĕ. Кашкăрсене пĕтерсех тăмалла. Иртĕхме парсан чĕр чунсене пысăк сиен кÿреççĕ.

- Вĕсене тытма камсем пулăшаççĕ?

- Сунарçăсемпе пулăçсен Вăрнар районĕн обществин председателĕ Александр Иванов, поселокри тырă йышăнакан предприяти директорĕ Яков Григорьев, аш-какай завочĕн директорĕ Николай Аливанов тата ытти сунарçă. Вĕсем хир сыснисем валли фураж туянма, вăрмана турттарса çитерме пулăшаççĕ.

- 2009-2013 çулсенче çав обществăн районта тара илнĕ лаптăкĕ 33,7 пин гектар шутланнă. А.Иванов ертсе пынипе унта чĕр чуна браконьерсенчен хуралланă, тăрантарнă. Пăхнине пула йыш ÿснĕ. Общество хастарĕсем Санарпуç ялĕн пĕвине йĕркене кĕртсе пулă ĕрчетнĕ. Ял-йыш ăна вăлтапа тытса савăннă. ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн лаптăка обществăран туртса илнĕ. Вăл саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлени пирки иккĕленместĕп. Анчах асăннă лаптăкри ырă ĕç путланни - куç умĕнче. Арендаторсен чĕр чун йышне ÿстерес ĕçри пĕлтерĕшне мĕнле хаклатăр?

- Саккунпа килĕшÿллĕн предпринимательсене чĕрлĕхе пăхма, ĕрчемешкĕн май тума, браконьерсенчен хÿтĕлеме, сунар объекчĕпе усă курма вăрман лаптăкĕ уйăрса панине ырлатăп çеç. Вĕсем шута ÿстерме пулăшаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.