Вăрманта, çăтмахра...

4 Утă, 2015

Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман варринче - пысăк уçланкă. Унăн пĕр кĕтессинче Ясная Поляна поселок вырнаçнă. Ку тăрăхри ялсем те çаплах калаççĕ ăна, Чăваш Республикин картти çинче те, словарьте те çавнашкалах палăртнă. Вырăнта пурăнакансем, Вăрманхĕрри тата Нăрваш Шăхальсем, тата çепĕçрех те хитререх ят панă - Апрушнай ялĕ. Ăçтан илнĕ ăна кунта пурăнакансем - никамах та лайăх пĕлмест. Апăрша уйĕ тесе шутлакан та пур-мĕн. Пыллăх ĕшнипе, çырма-çатрапа, улăх-çаранпа çыхăнтарнă-и тен? Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тĕлĕнмелле илемлĕ кунта. Акă ăçта вăл чăн-чăн çăтмах! Ял мар, чăн-чăн кану вырăнĕ тейĕн. Асфальт çул Апрушнайнех çитет. Кунта клуб та, лавкка та пур. 2008 çулта поселок «Районти чи лайăх ял» ята ахальтен çĕнсе илмен иккен.

Апрушнай ялĕ 1928 çулта пуçланса кайнă. Нăрваш Шăхалĕнчен çичĕ пĕртăван куçса ларнă теççĕ. Малтан çĕр пÿртсенче пурăннă, кайран вăрман касса пĕрин хыççăн тепри йăва çавăрма тытăннă. Ялта чи малтанхи пураллă çурт паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Çĕнĕ вырăна Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеçри Суяргинсем те килсе тĕпленнĕ. Кирпĕч çапса пурăннă теççĕ вĕсем пирки. Батановсем /ирçесем/ хурăнтан тикĕт, йывăç тымарĕсенчен кăмрăк хатĕрленĕ. Паян вĕсен тăван-пĕтенĕ ялта юлман та ĕнтĕ. Хĕрĕсем виçĕ çухрăмра вырнаçнă Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăрша качча тухнă.

 

Тус-тăванлăхпа юрату çинче...

Эпир çитнĕ кун ял старости Геннадий Федоров вăрмана вутă хатĕрлеме кайнăччĕ. Пире унăн мăшăрĕ Раиса Ильинична кĕтсе илчĕ.

Федоровсем çамрăк чухне Шупашкарта пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ачаран ÿссе вăй илнĕ ялах килме тĕв тунă. Хăйсем çуралса ÿснĕ вырăнта мăшăрĕпе хитре çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрнă. «Тăван тăрăха ытараймасăр хуларан каялла таврăнтăмăр çав. 26 çуртран 17-шĕнче пурнăç кĕрлет паян. Пĕр-пĕринпе калама çук туслă пурăнатпăр. Туй-çуйне, Мăнкунне, Çĕнĕ çулне тата ытти мĕнпур уявне пĕрле ирттеретпĕр. Салтака та ăсататпăр, тĕне те кĕртетпĕр, ача та çăватпăр... Сурăх çăмне те эртелпе илетпĕр. Эпир кунта тăвансем пек. Кама та пулин пулăшмалла тăк урамĕпех тухаççĕ - никам та итлемесĕр тăмасть, айккинче тăрса юлакан та çук. Çак кунсенче пĕри çырлана кайма тесе трактор тапратнăччĕ, мĕнпур ял тиенсе кайрĕ вĕт вăрмана. Пур - пĕрле, çук - çурмалла. Туслăх пĕрлештерсе тăрать пире. Ырлăх курса пурăнатпăр çак уçланкăра», - хавхаланса каласа кăтартать Раиса Ильинична. Ĕçчен те тарават Рая аппа пире те вăрман кучченеçĕпе - хура çырлапа - хăналарĕ. Хăйсем валли çеç мар, хăнана килекене парса яма та татса хураççĕ ăшă та ырă кăмăллăскерсем.

Шел те, кил хуçине Геннадий Павловича вăрмантан таврăнасса кĕтсе илеймерĕмĕр. Ара, кăвак çулăм паян та çитеймен-ха Апрушнайне. «Тăван еншĕн, унăн малашлăхĕшĕн чунне пама хатĕр вăл. Поселок историйĕпе аталанăвĕ пирки ял старостинчен тĕплĕнрех пĕлекен çын çук та пулĕ. Пĕчĕк клуба та сÿнме памасть», - терĕç ун пирки Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, пахчаçимĕç ÿстерсе пурăнаççĕ Апрушнайсем. Кашни килтех вĕлле хурчĕ тытаççĕ. Çĕрпе пĕлсе усă кураççĕ, ăна пушă вырттармаççĕ кунта тĕпленнисем. Сад-пахчинче темĕн тĕрлĕ груша-панулми, чие-слива, иçĕм çырли ÿсет. Пахчаçимĕçне сутмалăх та туса илеççĕ. Кашнин килĕ умĕнчех - чăх-чĕп, хур-кăвакал. Шăнкăртам тутарĕсене те илĕртет çак уçланкă. Вĕсем те поселока килсе çурт туяннă. Çамрăксем те ашшĕ-амăшĕн çуртне сутма тăрăшмаççĕ, çуллахи вăхăтра дача вырăнне усă кураççĕ.

 

Çулне кура мар

87 çулти Зина аппа Федоровсене хирĕçех пурăнать. Пĕччен кинеми пахчинче çум çумланă хыççăн сулхăна канма ларнăччĕ. Эпир маларах кĕртсе панă хаçат-журнала вуласа тухма та ĕлкĕрнĕ вăл. Çывăхрине те, аякрине те лайăх кураканскер куçлăх та тăхăнса курман ватă. Çĕрулмипе сухан-ыхра йăранĕсем тап-таса. Пÿртĕнче пĕр-пĕр çамрăкăннинчен те типтерлĕ, кашни япали хăй вырăнĕнче. Кÿршисем пăхса тăраççĕ ăна, лавккаран апат-çимĕç кÿрсе параççĕ. Зина аппа ку тăрăха Карапай Шăмăршăран качча килнĕ. Мăшăрĕсĕр юлнă виçĕ ачаллă арçынна тиркемен хĕр. Пĕчĕкскерсене питĕ хĕрхеннĕ, кашнине юратса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Аякри çула пăхмасăр Зина аппа патне килсех çÿреççĕ тĕпренчĕкĕсем. Амăшне хулана илсе каясси пирки сăмах хускатсан яхăнне те ямасть ватă. Кил вучахне сÿнтересшĕн мар кинеми, хăй ĕмĕрне çакăнтах пурăнса ирттересшĕн.

 

Аптраман таврашсем

Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ку таврари çынсем кирпĕч çапнине, тикĕт, кăмрăк хатĕрленине маларах та асăнтăм-ха. Паянхи кун та пурнăçа саплаштарса пымалли мелсене алăран вĕçертмеççĕ вĕсем. Çавăнпа тулăх пурăнаççĕ те Апрушнайсем. Ĕмĕр вăрман хуçалăхĕнче, колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Дмитрий Николаевичпа Елена Фоминична Хмелевсем сад-пахча ĕçне кăмăллаççĕ. Алексей Шалтынов сурăхсем ĕрчетет. Петр Тукмаков кашни çулах паха пыл нумай туса илет. Çĕрпÿ тăрăхĕнчен качча килнĕ Анна Софронова Апрушнайсене хăйĕн харсăрлăхĕпе тĕлĕнтерет. Анна Ивановна ку тăрăха качча килсенех мăшăрне кăçатă ĕçне явăçтарнă. Халь вĕсем çак таварпа таврари мĕнпур яла тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне Анна чăваш кĕписем çĕлет. Тĕрĕллĕ пир кĕпесене Мускавсем те саккас параççĕ. Ĕлкĕреймен чухне çĕрĕпе куç хупмасăр çĕлет. Вăрлăх сухан туса илессипе те вĕсене çитекенни çук пулĕ ку тăрăхра.

Геннадий Александровичпа Зоя Ивановна Шалтыновсем пĕрле пурăнма тытăннăранпа 55 çул çитнĕ. Тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем. Зоя Ивановна çур ĕмĕр ытла ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшнă. «Начар пурăнман эпир. Мăшăр тирпейлĕ ман, ĕçсе-туртса тарăхтарман, аллинчен нихăçан ĕç кайман. Ĕмĕр мĕнле иртнине те сисмерĕм. Вăл пулăшмасан, ăнланмасан 66 çулччен медсестрара ĕçлеес те çукчĕ», - каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ. Ыран 77 çул тултаракан Геннадий Александрович та тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пиçĕхнĕ. Вăрман каснă, бригадирта, сутуçăра тăрăшнă. Çулĕсем пур пулин те килти хуçалăхра йышлă выльăх тытаççĕ, вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ. Хур чĕппийĕсем кил умĕнче симĕс курăк чĕпĕтетчĕç. Аякра мар качака кĕтĕвĕ çÿретчĕ, вăл та вĕсенех.

 

Авкаланса юхать Хырла

Чăвашсем ĕлĕкрен шыв хĕррине вырнаçма тăрăшнă. Ку пысăк уçланкăра та поселок юханшыв çумнерех, пĕр кĕтесе хĕсĕнсе ларнă. Шăп Хырла айккине. Ун чухне вăл питĕ таса пулнă, шывĕ вара витĕр курăнса тăнă теççĕ. Çак тăрăхран пуçланать вăл юхма. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсем тăрăх авкаланса малалла каять. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ - 91,5 çухрăм. Юханшыв Сĕве гидрологи районне кĕрет. Хырлан сылтăмри пысăк юпписем - Аслă Хырла тата Кĕçĕн Хырла. Палтиел ялĕ çывăхĕнче, юханшывăн икĕ турачĕ пĕрлешнĕ вырăнта, республикăн кăнтăр районĕсене пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерме управ вырăнĕ тăваççĕ. 2010 çул питĕ шăрăх пулнăран Хырлара шыв типсех ларнă-мĕн. Ялти ĕнесем çав çул чутах типсе вилмен. Ялти пĕр пусă çеç сыхласа хăварнă мăйракаллă шултра выльăха. Кĕтÿрен типсе таврăннăскерсене каçсерен валашкасенчен шыв ĕçтернĕ. Хырлана кайран тепĕр хут чавтарнă. «Хур-кăвакал ÿстерме лайăх халь», - теççĕ ял çыннисем. Юлашки вăхăтра шыв палăрмаллах чакнăран Апрушнайсен кашни килтех ик-виç пусă. Пĕри типсен тепринчен шыв ăсаççĕ.

 

Хăйсен вăйĕпе - часавай

Ку уçланка Нăрваш Шăхаль ялĕнчен çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче, шăп çĕнĕ çĕрулми çитĕнсен, куçса ларнă теççĕ. Çавăнпа та Илия пророка асăнса хăпартнă часавая ятарласа çурлан 2-мĕшĕнче, Илия кунĕнче уçасшăн. Çак ялта çуралса ÿснĕ Петр Николаев, Олег Хмелев, Владимир Симуков, Петр Симуков спонсорсем тăрăшнипе çĕкленĕ çурта.

- Эпир тĕлĕнмелле туслă пулни çакăнтан та курăнать. Пĕр урамлă пĕчĕк поселок тепĕр пысăк ялтан уйрăлса тăрать. Çулталăк хушшинче хăпартса лартрĕç часавая. Инженер-строителе вĕреннĕ Олег Хмелев проекчĕпе çĕкленчĕ вăл. Алли ылтăн унăн. Никама та патне пыртармасăр пăти таранах пĕччен çапрĕ. Сывлăхĕ пултăр ĕнтĕ. Малашне эпир те тĕн уявĕсенче таçта аякка утмăпăр», - хĕпĕртесе калаçаççĕ ялти хĕрарăмсем.

Пурнăç кĕрлесе кăна тăрать Апрушнайра. Кам çырлара, кам вăрманта вутă-шанкă хатĕрлет паян. Хĕл валли вăрман утти çулаççĕ. Урам тулли - чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăркка таврашĕ. Кашни килтех хура çырларан калама çук тутлă хуран кукли пĕçереççĕ. Ял çыннисене тата телейлĕрех пулма çутçанталăк газĕ çеç çитмест поселокра. Чи пысăк та çутă ĕмĕчĕ çитес вăхăтра пурнăçлансан тем пекехчĕ те.

 

Елена АТАМАНОВА.

Патăрьел районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.