Вăрманпа мĕншĕн начар усă куратпăр?

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче вăрман промышленноçне аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта отрасле кĕрекен предприятисен, вăрман учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин вăрман промышленноçĕнчи предприятисен 2016 çулхи ĕçне малтанласа пĕтĕмлетрĕ. Кăрлач-чÿк уйăхĕсенче производство индексĕ вăрман касса стройматериалсем, йывăçран тавар тăвассипе — 100,7, целлюлоза-хут, издательствăпа полиграфи продукцийĕ хатĕрлессипе 101,3 процентпа танлашнă. Йывăçа касса-якатса производствăра усă курма сĕнекен предприятисем 3386,9 млн тенкĕлĕх — 2015 çулхи çав хушăринчен 19,1 процент нумайрах — тиесе янă. Ку — республикăри предприятисем чĕртавартан туса кăларакан пĕтĕм продукцин 2,3 проценчĕ.

Целлюлоза-хут, издательствăпа полиграфи таварĕ 2307,7 млн /104 процент/ тенкĕлĕх хатĕрлесе ăсатнă. Çакă тĕрлĕ чĕртавартан продукци тăвакан Чăваш Енри предприятисен мĕнпур калăпăшĕнче 1,6 процент шутланать. Йывăçа касса-çурса тирпейлессипе, ăна препаратпа витерессипе, тара, стройматериалсем, хут хатĕрлессипе кăтартусене лайăхлатнă. Çапах та профильленĕ стройматериалсем, картон тăвассипе начарлатнă.

— Йывăçа тирпейлекен, унран продукци тăвакан производствăра 3037 çын — 2015 çулхи асăннă хушăринчен 17,9 процент йышлăрах — вăй хунă, — терĕ министр. — Целлюлоза-хут, издательствăпа полиграфи продукцийĕ хатĕрлекенсен шучĕ 10,1 процент чакнă.

Йывăçа касса якатакан, унран тавар ăсталакан предприятисенче тăрăшакансем кашни уйăхра вăтамран — 13585, целлюлоза-хут, издательствăпа полиграфи продукцийĕ туса кăларакансем 18793 тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

В.Аврелькин отрасле аталантарас тĕллевпе вăрман промышленноçне инвестици хальхинчен палăрмаллах ытларах хывма, йывăçран тавар хатĕрлекен предприятисене чĕртаварпа çителĕклĕн тивĕçтерме сĕнчĕ. Çулталăкра вĕсене 200 пин кубла метр кирлĕ. Чăннипе вара чылай сахалрах ĕçе кĕртеççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра вăрман касса производство конвейерĕпе якатнă йывăçа малалла ямалли инвестицин пĕр проектне те пурнăçа кĕртмеççĕ. Хулăн кĕсьеллĕ инвесторсем çак бизнеспа çыхăнасшăн мар. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Республикăри вăрмансен 61 проценчĕ çамрăккисен тата вăтам çултисен, 64 проценчĕ çемçе çулçăллă йывăçсен шутне кĕрет. Ку чĕртавара вăрман промышленноçĕ илесшĕнех мар. Лăсăллă йывăç вăрманĕ — 28,8, хытă çулçăллă ешĕллĕх 7,5 процент çеç шутланать.

Инвестицин пысăк тупăш кÿрекен проекчĕсене пурнăçланă хыççăн рентабельлĕ ĕçлес тесен вăрмантан чĕртавар нумай илсе тăмалла. Тирпейлекенсем хальлĕхе кирлĕ чухлĕ туянаймаççĕ. Республикăн вăрман планĕпе килĕшÿллĕн çулталăкра 490,7 пин кубла метр касма ирĕк параççĕ. Анчах çуллен 60-70 процентне çеç ĕçе кĕртееççĕ. Предприятисемпе уйрăм çынсем республика тулашĕнчен йывăç турттарса производствăна хамăр патăмăрта каснинчен чылай ытларах кĕртеççĕ.

Пĕлтĕр вăрманпа усă курма аукциона 45 пин кубла метр кăна тăратнă. 2016 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 11,2 пин кубла метр /24,9 процент/ йывăç çеç хатĕрленĕ.

ЧР Пуçлăхне вăрман промышленноçĕн производство калăпăшĕ пĕчĕкки, аукционсене чĕртавар сахал тăратни, отрасльте инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеменни пăшăрхантарчĕ.

— Йывăçран стройматериал тата тĕрлĕ продукци тăвакансен кашни уйăхри шалăвĕ 13585 тенкĕ çеç, — терĕ. — Хальхи вăхăтра çак ĕç укçипе çамрăксене предприятире тытса тăраймастăр. Производствăна модернизацилесе, тавар ытларах сутса тупăш нумайрах тумалла — çапла майпа шалăва ÿстермелле.

Михаил Игнатьев Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине Атăл леш енче купаланса выртакан çунчăка вăрмантан тиесе тухма, хунавсем кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах лартма, вăрмансене хăрăк-турат куписенчен тасатма хушрĕ.

Александр Коршунов министр вăрман фончĕпе пĕлтĕр еплерех усă курни çинчен пĕлтерчĕ. Асăннă министерствăн «Лесцентр» бюджет учрежденийĕ иртнĕ çул 56 пин кубла метр каснă. Ку — ун умне лартнă тĕллевĕн 69 проценчĕ. Арендаторсен кăтартăвĕ — 18,1 пин кубла метр /33,3 процент/. Район-хула муниципалитечĕсем ыйтнипе уйрăм çынсене 182,3 пин кубла метр касма ирĕк панă. Вĕсем вăрмантан 99,5 пин çеç тиесе тухнă.

Юридици сăпачĕллĕ тытăмсем тата уйрăм предпринимательсемпе аукционсем ирттернĕ хыççăн 71,4 пин кубла метр пама килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула вĕсем те 12,8 пинпе çеç усă курнă.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн докладне пĕтĕмлетсе вăрман промышленноçĕн производствине ÿстерессишĕн кăçал çине тăрсах ĕçлемеллине палăртсах каларĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.