Вăрмана шашлăка кайма юрамасть

17 Çу, 2018

Салам, редакци! Эсир пулăшнипе пĕр ыйту уçăмлатасшăн. Иртнĕ эрнере Атăл леш енне, Астраханка хĕррине, çемьепе канма каяс терĕм. Çул çинче вăрмана кĕме чаракан плакатсене асăрхамарăмăр. Вырăна çитрĕмĕр. Пĕр теçетке çăмăл автомашина тăратчĕ. Кăвайт чĕртрĕмĕр, шашлăк ăшалама хатĕрлентĕмĕр.
Таврана техĕмлĕ шăршă сарăлсан патшалăх пушар надзорĕн тата вăрман хуралĕн ĕçченĕсем çитсе тăчĕç. Тÿрех протоколпа, штрафпа хăратма пуçларĕç. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн режимĕ пуçланнă иккен. Унсăр пуçне типĕ çанталăк тăнăран кăвайт чĕртме мар, вăрмана кĕме те юрамасть имĕш. Эпĕ тавлашма пуçларăм. Çакăн пирки пĕлтерсе çырнине асăрхамарăм-çке! Инспектор протокол çырчĕ, ăна çÿллĕ шайра пăхса тухсан штраф тÿлеттерессипе хăратрĕ. 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таранах кăларса хума тивет иккен. Участковăй та çитрĕ. Кÿршĕлле вырнаçнă ушкăнри арçынна çавăтса илсе кайрĕç.
2010 çулта питĕ шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра çак вырăнта шашлăкпа сăйланнине аван ас тăватăп. Нимĕн те ăнланмарăм. Çапла çут çанталăк илемĕпе киленесси пулмарĕ. Ăшаланă какая çимесĕрех пуçтарăнтăмăр. Тухнă чухне çеç асăрхаттаракан плаката куртăмăр. Çул пăрăннă вырăнта вăл. Çавăнпах ăна никам курмасăр иртсе каять.
Тархасшăн, çак ыйтăва уçăмлатсамăр. Хула вăрманĕсенче шашлăк ăшалакансене, хăйсем хыççăн çÿп-çап купи хăваракансене явап тыттармаççĕ. Районсенче лару-тăру еплерех? Ял пуçĕнчи вăрманта та кăвайт чĕртсе пулă шÿрпи пĕçерме юрамасть-и?

ИГОРЬ

Штраф виçи — 4-5 пин тенкĕ!

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче пушарпа кĕрешмелли режим пуçланнă. Ăна кашни çул палăртаççĕ. Режим çуркунне, çулла пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне асăрханулăх пирки аса илтерет.
Лару-тăрăва ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Вăрман хуралĕнче» уçăмлартĕç. «Режим вăхăтĕнче кăвайт чĕртме, кĕл çинче апат янтăлама, хытă каяшсене çунтарма, вăрманта, ун çумĕнче çÿп-çап çунтармалла мар. Унсăр пуçне типĕ курăка чĕртме асăрханмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕн IV-V класĕ чухне вăрмана кĕме юрамасть», — палăртрĕ директор çумĕ Валерий Изекеев. Министерство тĕрĕслев пункчĕсем, хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсене çитме патруль ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Режима пăхăнманнисене, чăнах та, штрафлаççĕ. Йĕркене пăснăшăн — 4-5 пин тенкĕ таран. Ушкăнпа канатăр пулсан та кашнине явап тыттарĕç.
Атăл леш енчи çут çанталăк илемĕпе киленме кăмăллакансем çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех режима пула палăртнă вырăна çитеймен. Астраханка енне çаврăнас умĕн тăракан постра режим пирки асăрхаттару палли вырнаçтарнă. Хăшĕ- пĕри тÿрех каялла çаврăнса кайнă, теприсем… «Ĕнер çул çинче ÇÇХПИ тата вăрман хуралĕн ĕçченĕсем чарчĕç. Режим пирки, ăна пăхăнмасан штарфлассине асăрхаттарчĕç. Эпир шикленмерĕмĕр. Вăрман варринелле кĕрсе лартăмăр та лăпкăнах уçăлса çÿрерĕмĕр», — çырнă интернетри пĕр форумра. «Хула вăрманĕсене вараласа пĕтерчĕç те Атăл леш енне вирхĕнчĕç», — кăмăлсăрланаççĕ теприсем. Юр ирĕлсен, çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çак ыйту уйрăмах çивĕч. Ешĕл çулçă кăларакан çамрăк хунав çумĕнче чипс, канфетăн йăлтăркка хучĕсем, пластик савăт йăваланса выртаççĕ. Ăна камăн пуçтармалла? Шупашкар вăрманĕсенчи лару-тăрăва хакламашкăн çула тухрăмăр, канакансен республикăри чи кăмăлланă вырăнĕсене çитсе килтĕмĕр.

«Яланах ирсĕрленес марччĕ»

Шăматкун ир-ирех Опикасси урамĕ çывăхĕнчи пĕчĕк вăрмана çитрĕм. Унта кинемейсем мăнукĕсемпе уçăлса çÿретчĕç. Тĕлĕнмелле те, йĕри-тавра таса. Ешĕл курăкпа сукмак çинче пирус тĕпĕ те курăнмасть. Эрнекун çеç тахăш вĕренÿ учрежденийĕн студенчĕсем кунта ĕçленĕ. Шупашкар хула администрацийĕн экологи управленийĕ çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Опикассинче экологи акцийĕ иртни пирки хыпар çырнă. Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансем унта канма кăмăллаççĕ иккен. Çавна пулах пĕчĕк вăрман çÿп-çаппа тулнине палăртнă. Шупашкарти транспортпа строительство техникумĕн студенчĕсем Опикассинче çуркунне те, кĕркунне те тирпейлеççĕ. Хальхинче те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çанталăк ăшăтсанах вырăна çитнĕ, вăрмана çÿп-çапран тасатнă.
Хулан кăнтăр хĕвел анăç районĕ вăрман катипе пуян. «Байконур» микрорайон витĕр тухсанах йывăçсен хушшинче вырнаçнă ушкăнсем курăнчĕç. Хăрăк турат пухса тертленмелле мар — çывăхри лавккара йывăç кăмрăкне миххипех сутаççĕ. Хĕвел сăрт хыçне пытаннăччĕ. Йĕри-тавра ахăлтатса кулни, ÿсĕрĕлнĕ сасă... Харпăр хăй хыççăн пĕрре усă курмалли савăт-сапана, хутаçсене, кĕленчене пуçтарса хăварĕç-ши? Ушкăнсем каялла çÿп-çап тултарнă хутаçсемпе хă-парни савăнтарчĕ, анчах тирпейлĕх пирки шухăшламаннисем те пур. Унта та кунта йăваланса выртакан хутаçсене, сăра тата эрех кĕленчисене камăн пуçтармалла? Çут çанталăка юратакан, таса тавралăхра пурăнас кăмăллисем çине çеç шанмалла. Акă çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче хастар çамрăксем «Таса Атăл» экологи субботникне ирттерме палăртнă. Вĕсем Мускав çыранне çÿп-çапран хăтарасшăн. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Çавăнпа хастарсем волонтерсен, çут çанталăкшăн чунне ыраттаракансен пулăшăвне кĕтеççĕ.
«Канакансен хăйсен тирпейлесе хăвармалла», — чунне ыраттарса калаçрĕ Сăнав вăрман хуçалăхĕн директорĕ Анатолий Яковлев. «Вăрман хуралĕн» ĕçченĕсем сыхă тăраççĕ. Хĕлле, çут çанталăк тарăн ыйхăра пулнă чухне, халăх кăмăллакан вырăнсене палăртаççĕ, çуркуннене хатĕрленеççĕ. Муркаш районĕнчи Катькаспа Ильинка ялĕсем çывăхĕнчи вăрман катисенче кашни канмалли кун — «уяв». Кунта хула çыннисем иленнĕ. Вăрманçăсем канакансемпе тĕл пулаççĕ, асăрхаттараççĕ. «Муркаш районĕнче çÿп-çап йăваланса выртмалла мар. Вĕсен Ивановка çывăхĕнче полигон пур, — палăртрĕ Анатолий Петрович. — Ял тăрăхĕн ĕçченĕсен, ял старостисен те çак ыйтупа тимлемелле. Çÿп-çапа михĕсене пухаççĕ, ял пуçне кăларса лартаççĕ. Анчах вăхăтра илсе каймасан килсĕр йытăсем вĕсене сапалаççĕ. Çавăнпа йăлари каяшсем йăваланса выртаççĕ. Манăн шухăшпа, пропагандăпа çеç лав вырăнтан хускалмĕ. Тухăçлăрах мерăсем йышăнмалла. Калăпăр, пирус тĕпне çĕр çине ывăтакана явап тыттармалла. Хамăрăн та халăх йышлă çÿрекен вырăнсене çÿп-çап контейнерĕсемпе тивĕçтермелле. Акă Трактор тăвакансен керменĕ хыçĕнчи вăрман хĕрринче, халăх йышлă çÿрекен вырăнта, вĕсем темиçе сехетрех тулатчĕç. Талăкне виçшер хут çÿп-çап илсе тухатчĕç. Хамăрăн та халăх валли условисем туса памалла. Акатуйсене вăрман уçланкисенче ирттереççĕ. Уяв хыççăн тавралăха куççульленмесĕр сăнаймăн. Хамăр пурăннă вырăна, çут çанталăка юратмалла, хисеплемелле. Яланах ирсĕрленес марччĕ». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.