Вăрмана пăчăкăпа кĕреймĕн

27 Чÿк, 2013

Вăрманта йывăç касмалли хатĕрпе çÿрекене малашне административлă майпа явап тыттарĕç. Вăрман хуçалăхĕн федераци агентстви кодекса çакнашкал улшăнусем кĕртнĕ.

Саккуна пăсакана вырăнта тытса чарма çăмăл мар. Раççей вăрман хуçалăхĕ палăртнă тăрăх - хальлĕхе йĕркене пăсакансен 39 процентне çеç уçăмлатма май пур. Çĕнĕ улшăнусем вара çак киревсĕр йĕркепе кĕрешме пулăшасса шанать ведомство.

- Вăрманта йывăç касмалли ятарлă хатĕрсемпе, турттарса каймалли машинăпа тата ытти техникăпа çÿрекен граждансене çеç пырса тивет ку улшăну, - тет Раççей вăрман хуçалăхĕн пресс-службин ертÿçи Владимир Дмитриев.

Ведомство представителĕ пĕлтернĕ тăрăх - вăрманта йывăç касмалли хатĕрпе çÿренишĕн ăна каснипе танах айăплаççĕ. Уйрăм çыншăн штраф виçи - 3,5-4,5 пин тенкĕ, должноçри çыншăн - 30-40 пин, предприяти-организацишĕн - 100-150 пин. Унсăр пуçне ĕç хатĕрне тата саккунсăр каснă йывăçа туртса илеççĕ.

Айăплисем хальлĕхе хăйсен киревсĕр ĕçне саккуна пĕлменнипе сăлтавлаççĕ. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн ятарлă ирĕк илмесĕр вăрмана кĕме юраман техника хатĕрĕсен списокне федераци влаç органĕн правительство уполномоченнăйĕ йышăнать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.