Вăрмана каймасăрах...

27 Ака, 2015

Муркаш районĕнче мана Юнкă ял тăрăхĕнчи хĕллехи теплицăра вешенка çитĕнтерекен ăстапа паллаштарчĕç. Валерий Глушаков Брянск облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕклех шывра ишме юратнă. Бассейнра хăйĕн пултарулăхне çултан-çул туптанă çамрăк аслă классене çитсен пысăк спортра палăрма тытăннă, ăмăртусенчен çитĕнÿпе таврăннă. Физкультура учителĕ ăна çак енĕпе тренера вĕренме сĕннĕ. Валерий Санкт-Петербургра ятарлă пĕлÿ илнĕ. Кунта пулас мăшăрĕпе паллашнă. Чăваш хĕрĕ те, ăста йĕлтĕрçĕ, хăйĕн пурнăçне савнийĕ пекех спортпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Диплом илсен çамрăк тренер-ишевçе Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне янă. Ăна кунта бассейнра шыва кĕрекенсен инструкторĕ пулма сĕннĕ. Çапла лекнĕ Глушаковсем Чăваш Енĕн тĕп хулине.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи йывăр вăхăтсем. Çамрăк çемьене укçа çитми пулнă. Валерий Владимирович вара пĕр вăхăт суту-илÿре тăрăшать. Анчах вăл унăн ĕçĕ маррине ăнланса илет. Хăйне килĕшекен, чун-чĕрине килентерекен, çав вăхăтрах тупăш кÿрекен бизнес шырать.

В.Глушаков пĕррехинче «Деньги» журналта теплицăра кăмпа ÿстерме май пуррине вуласа пĕлет. Питех те кăсăклантарать ăна пархатарлă çак ĕç. Ара, халăх çулла тата кĕркунне çеç вăрманăн чĕрĕ çимĕçĕпе сăйланма пултарать-çке. Хĕлле вара тăварланипе кăна йăпанать. Вăл та пулин нумай вăхăта пымасть. Вешенка вара хăйне юравлă микроклимат туса парсан хĕлĕн-çăвĕн çитĕнет.

- Республикăра вăл çулсенче «Ольдеевская» агрофирмăра, «Агарикус» ОООра çеç çерем кăмпи /шампиньон/ туса илнĕ. Эпĕ вара пачах урăх йышшине ÿстерме тĕллев лартрăм. Вешенка пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăл юнри холестерин, сахăр шайне, кĕлетке йывăрăшне чакарать, иммунитета ÿстерет. 100 грамм çимĕçре мĕнпурĕ те 25-36 килокалори кăна. Çирĕп материалран хатĕрленĕ миххе йĕпе улăм е хĕвелçаврăнăш хуппи нăк чышса тултармалла та кăмпа тымарне ĕрчетмелле. Теплицăри нÿрĕлĕхе кирлĕ шайра тытса тăмалла. Пуçтарма та ансат. Çĕçĕпе касас çук. Тĕмĕленнĕ кăмпана пĕр еннелле çавăрса уйăрса илмелле, - паллаштарчĕ технологи вăрттăнлăхĕпе Валерий Владимирович. - 2001 çулта «АГРИКО» ООО /«Аграрно-грибоводческая компания» - В. Г./ йĕркелерĕм. Çĕршыври паллă кăмпаçăсемпе çыхăнтăм. Раççейре пирĕн профессие халалласа журнал тухма тытăнчĕ, ассоциаци чăмăртанчĕ. Шел те, ку енĕпе нихăш вĕренÿ заведенийĕнче те специалистсем хатĕрлемеççĕ.

Тулли мар яваплă обществăра вырăнти халăх икĕ сменăпа ĕçлет. Пĕрисем - ирхине, теприсем каç пулттипе кăмпа пуçтараççĕ. Вăрмана каймасăрах. Пĕрин те пăрахса каяс шухăш çук. Шалу вăхăтра та кăмăла тивĕçтермелле илеççĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: