Вăрмана - кăмпана

27 Çурла, 2015

Ăста кăмпаçăсем çуркуннерен пуçласа мĕн хĕллечченех кăмпана çÿреççĕ. Çуркуннехи кăмпасем - ака кăмпи, кăтра кăмпа. Çуллахи вăхăтра - сыроежка, çуллă кăмпа, хурăн кăмпи. Тунката кăмпипе сар кăмпа, кăрăç вара кĕр еннелле савăнтараççĕ. Лайăх кăмпаçă ăçта, хăçан тата кăмпана мĕнлерех пуçтармаллине аван пĕлет-тĕк, пуçласа çÿрекенĕн нумай вăрттăнлăха уçма тивет. Мĕншĕн кăмпа чылайăшне килĕшет-ха? Кăмпана çÿресси çутçанталăк ытамĕнче уçă сывлăшпа киленесси çеç мар. Чи малтанах кăмпаçă тутлă, усăллă çимĕç пуçтарса çемьене апат-çимĕçпе тивĕçтерет, укçа-тенке перекетлет. Вăрманта кăмпа пуçтарнăшăн никама та тÿлемелле мар. Вăхăт вара, паллах, иртет. Çутçанталăк илемĕпе киленни те, кăмăл çĕкленни те, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Пурак-карçинкка кăмпапа тулсан - пушшех те. Ăнсассăн кăмпаçă хĕл каçмалăх кăмпа хатĕрлеме пултарать. Ăна тăварлама, маринадлама, типĕтме, шăнтса хума пулать.

Кăмпана час-часах какайпа танлаштараççĕ. Тытăмĕпе вăл аша çывăх. Унта белок, углевод, çу, тĕрлĕ витаминсемпе минералсем нумай.

Кăмпапа чи пуян вăхăт - август-сентябрь. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кăмпа тапса тухать ку тапхăрта. Сентябрь вĕçнелле çанталăк сивĕтнĕçемĕн кăмпа ÿсесси вăрахланать, йышĕ сахалланать. Кăмпа пуçтармалли тапхăр паллах çутçанталăк условийĕсенчен те килет. Хăшпĕр çул кăмпа иртерех тухать, хăшпĕр çул - каярах.

Кăмпа пуçтарнă чухнехи тĕп йĕрке - лайăх пĕлекеннисене çеç пуçтармалла. Ватăлнă, хуртлă кăмпана, промышленноç завочĕсем, автомагистральсем çывăхĕнче пуçтарма юрамасть.

Наркăмăшлисене çимелли кăмпасенчен еплерех уйăрса илмелле-ха? Чи малтанах кăмпасемпе паллаштаракан справочниксене тĕпчемелле. Пуçласа кăмпана çÿрекенĕн ăста кăмпаçăсемпе пĕрле çÿремелле. Иккĕленÿллĕ кăмпасене татса тÿрех карçинккана хума юрамасть, малтан пĕлекене кăтартмалла.

Кăмпана каяканăн пекĕ, карçинкка илмелле. Рюкзакра, полиэтилен хутаçра кăмпа ванать, тасатасси, ăна ĕçе кĕртесси йывăрланать. Паллах, тумтир пирки те манмалла мар. Вăл питĕ тата çăмăл пултăр.

Татнă кăмпана тăпраран, лăсă-çулçăран тасатмалла, туни сĕре тăпраллă пулсан касмалла. Карçинккана кăмпана шĕлепкипе аялалла туса хумалла - вара вăл тĕпренмĕ.

Кăмпана çĕртен туртса кăлармалла мар. Кăштах тунине çĕр çумне хăварса çĕçĕпе касмалла. Вăл кăмпана малашне ĕрчеме май парать.

Татнă кăмпа хуртлă, аван мар шăршăллă пулсан ан илĕр. Унта наркăмăш пуçтарăнать.

Августра йышлă тухакан кăмпасем: шурă кăмпа, хурăн кăмпи, çерем кăмпи, така кăмпи, сар кăмпа, çуллă кăмпа /масленок/, тунката кăмпи, кăрăç, хыр кăмпи /рыжик/, кăвак кăмпа, çемçе кăмпа /валуй/, мăк кăмпи /моховик/.

Кăмпаран тĕрлĕ тутлă апат хатĕрлеме пулать. Хăна-вĕрле килсессĕн те сĕтел çинче вырăн тупатех вăл. Кăмпа хатĕрлесси çинчен тепĕр номерте пичетлĕпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.