Вăрман ÿстересси - çĕрулми лартасси мар

23 Пуш, 2017

Вăрмана çитсе курман çын пур-ши? Епле илемлĕ унта, сывлăш уçă. Хăвна урăх тĕнчене лекнĕн, утăм тумассерен кулленхи пурнăçран аяккалла тарнăн туятăн. Çÿллĕ йывăçсем пĕлĕтелле кармашаççĕ, пĕчĕк хунавсем вĕсенчен юлас мар тесе тапаçланаççĕ. Ача чухне çак илемлĕх çут çанталăк асамĕ тесе шухăшлаттăм. Ку ĕçре этемĕн тÿпи те пур. Вăл асамçă пекех: йывăçсене пурнăç парать, хунав лартсан ăна хăйĕн ачине пăхнă пекех ÿстерет, вăл симĕсленсе ешерме тытăнсан савăнать, вăй илеймесен пăшăрханать... Сăмахăм — вăрман ĕçченĕ пирки. Çĕрпÿри участок лесничествин участок ертÿçи Александр Егоров хăйĕн ĕçĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Вăрман уншăн тахçанах тупмалли юмах евĕр мар.

Канмалли кун та — постра. Вăрманçăсем, чылай çын пекех, ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 5-чен ĕçлеççĕ. Çуллахи вăхăтра ĕç кунĕ миçере вĕçленесси паллă мар. Вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансен канмалли кунсенче те постра тăма тивет. Уйрăмах çынсем йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупăнсан, çут çанталăк пулăмĕсемпе кĕрешмелле чухне ахаль лараймастăн. Тепĕр чухне вĕсем тавралăх тĕттĕмленсен çеç киле çитеççĕ. Çапах çак ĕçĕн питĕ лайăх ен пур: вăрманçăсем сахалрах чирлеççĕ. Çуран çÿрени, уçă сывлăшпа сывлани организмшăн усăллă. Анчах вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕн çанталăкăн кирек мĕнле вăхăтĕнче те çула тухмалла. Лесничествăра тăрăшакансем «Волга» машинăпа вăрмана пăхса çаврăнаççĕ. Кĕрхи йĕпе-сапаллă çанталăкра «тимĕр ут» лачакара путса ларсан тĕкме те тивет. Çу уйăхĕн пуçламăшĕ — хĕрÿ тапхăр. Çынсем темиçе кун каннă тапхăрта вăрманçăсем тимлĕхне пĕр самантлăха та çухатмаççĕ. Ара, шăпах çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çынсем шашлăк ăшалас тĕллевпе вăрмана çул тытаççĕ, каннă май «çуттине» ăша яраççĕ. Çăмăлттайлăха пула пушар тухма пултарать. Вăрман ĕçне парăннă çынсем хĕлле ытларах пÿлĕмре лараççĕ. Хĕвел хытă хĕртме, юр ирĕлме тытăнсан вĕсем пушар сезонне хатĕрленме пуçлаççĕ. Вăл кĕркуннеччен тăсăлать. Çак тапхăрта вăрманçăсем халăхпа курса калаçаççĕ, шкул ачисемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ.

Пĕтĕм пурнăçне халаллаççĕ. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи вăрмансем 7977 гектар çĕр йышăнаççĕ. Ку район территорийĕн — 10 проценчĕ. Çак пысăк лаптăка лесничествăра тăрăшакан 4 çын/!/ пăхса тăрать. Унччен 29 çын ĕçленĕ. 2006 çулта Раççейре çĕнĕ вăрман кодексне йышăннă хыççăн чылайăшĕ ĕç вырăнне çухатнă. Совет Союзĕнче преступлени тунă çынна вăрман касма янă. Вĕсем унта пĕр вăхăт çеç тар тăкнă-ха. Лесничествăра тăрăшакансем вара пĕтĕм пурнăçне вăрмана халаллаççĕ. Александр Алексеевич ку ĕçре 24 çул тăрăшать. Малтанах вăл — мастер, кайран лесничи пулăшуçи пулнă. Пурăна киле ăна лесничи пуканне шаннă. Халĕ вăл — участок ертÿçи. Александр Алексеевич ĕçе вырнаçнă куна паянхи пекех астăвать. Опыт çукки чылай çамрăка ура хурать. Ун чухне ăна вăрман ĕçне чунпа парăннă ĕçтешĕсем пулăшнă. Вĕсенчен пĕри, Александр Трофимов, тивĕçлĕ канăва тухсан та пурнăçне вăрмансăр курман, 5 çул каялла çеç ĕçрен кайнă.

Пĕр çын ĕçĕ мар. Вăрманçăсен ĕçĕ, ыттисемпе танлаштарсан, тÿрех курăнмасть. Агроном, сăмахран, хирте тыр-пул аксан çулла тухăçа пуçтарса илессине пĕлет. Вăрманçă вара пĕчĕк хунавсем лартсан тепĕр çулхине каш! кашлакан йывăçсен умĕнчен иртсе вĕсемпе киленеймест. Вăл мĕнле ĕçлени 15-20 çултан çеç курăнать. Тепĕр чухне кун валли тата ытларах вăхăт кирлĕ. Йывăç лартасси — пĕр çын ĕçĕ мар. Вăрманçăсем çак ĕçе халăха, шкул ачисене явăçтараççĕ. Вĕсем юман йĕкелĕсене пухаççĕ. Кун хыççăн вĕсене питомнике илсе каяççĕ. Сушилкăра типĕтнĕ хыççăн йĕкел хунав ярасса кĕтеççĕ. Çапла çулталăка яхăн вăхăт иртет. Ăна çĕр çине лартиччен вăрманçăсем лаптăк уйăрса вырăн хатĕрлеççĕ, йĕрсем тăваççĕ. Юманпа çумăн çăка лартни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене «спутниксем» теççĕ. Халăх сăмахлăхĕнче те юмана — аттепе, çăкана аннепе танлаштарни ахальтен мар пулĕ. Çак йывăçсем пĕр-пĕрне ÿсме пулăшаççĕ иккен. Хыр йĕкелĕн вăррине кăлармашкăн та ятарлă техника пур. Вĕсем параппанпа конвейер урлă тухаççĕ. Унтан тин акма вăхăт çитет. Кашни йывăçăн — хăйĕн тапхăрĕ. Ăна вăрман шутне кĕртес тесен вăхăт самаях кирлĕ. Сăмахран, юмана — 7 çул. Лиственницăпа хыр хăвăрт ÿснине кура вĕсене 5-6 çултан вăрман шутне кĕртеççĕ. Чăваш вăрманĕсенче экзотика йывăçĕсене ÿстерме май пур-и? Шел, вĕсене тăпра пахалăхĕ тивĕçтермесен те пултарать.

Çын — чи хăрушă чĕрчун. Çут çанталăк пулăмĕсенчен иртеймĕн. 2010 çулта, шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра, çĕршыври чылай тăрăхра йывăçсем çунчĕç. Ку инкек Çĕрпÿ районĕнчи вăрмансене те пырса тивнĕ. 5 гектар çĕр çинче çитĕннĕ хырсем çуннă. Халĕ вĕсен вырăнĕнче çамрăк хунавсем ешереççĕ. Йывăçсем лартиччен вăрманçăсем лаптăка халăхпа пĕрле тасатнă. 2014 çулта вара тепĕр инкек пырса çапнă: пăрлă çумăр çунă хыççăн чылай çул ешернĕ çамрăк хырсем хуçăлнă. Пĕлтĕр лесничество ĕçченĕсем 4 гектар çĕр çинче хырсем лартнă. Хурт-кăпшанкă йывăçа тапăнни те кулянтарать. Çут çанталăк вăраннă вăхăтра вĕсем те тĕлĕрмеççĕ: çулçă тухнă-тухман ăна çиме тытăнаççĕ. Симĕс çулçăпăран лĕпĕш /листовертка/ уйрăмах сиен кÿрет. Çавна пула йывăç япăх ÿсме тытăнать. Вăрманçăсем унпа кашни çулах кĕрешеççĕ: çулçăсене ятарлă химикатпа сирпĕтеççĕ. Вăл çынна та, йывăçа та сиен кÿмест. Апла-и, капла-и, анчах вăрманшăн чи хăрушши — çын. Вăл саккуна пăсса йывăç касать, вăрмана çÿп-çап килсе пăрахса тавралăха варалать. Çĕрпÿри участок лесничествин ĕçченĕсем кунашкаллисемпе кашни çулах кĕрешеççĕ. Пĕлтĕр районта çавнашкал 5 тĕслĕхе тупса палăртнă. Александр Алексеевич йывăç каснă çынсене пĕрре мар хăй курнă. Вăрман хуçалăхне кÿнĕ тăкак пысăккине пула пĕрин тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăрмана сăтăр кÿнĕ çынна йĕр тăрăх шыраймăн, айăпа кăтартакан япаласем те çук. Юрать, полици ĕçченĕсем тĕлĕрмеççĕ. Лесничество ĕçченĕсем йĕрке хуралçисемпе пĕрле тăрăшса саккуна хирĕç кайнă çынсене тупнă тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Районта свалка пур. Çапах çынсем вăрмана çÿп-çап пырса пăрахаççĕ, канма килсен хăйсем хыççăн пуçтармаççĕ. Лесничество ĕçченĕсем çапла тума юраманнине çынсене ăнлантарма тăрăшаççĕ. Çак тĕлĕшпе ятарлă акцисем ирттереççĕ, çÿп-çап пуçтарас ĕçе халăха та явăçтараççĕ. Çапах 4 çын кашни кĕтесе пăхса тăраймасть. Çыннăн тавралăха варалама юраманнине хăйĕнех пĕлмелле. Вăрман — патшалăх пуянлăхĕ-çке.

Хăрăк турат пуçтараймăн. Делянка /касма уйăрнă вăрман участокĕ/ туянас тесен килĕшÿ хатĕрлемелле. Саккунра палăртнă тăрăх, вăрманçăсен çынна çакнашкал лаптăкпа 45 кунра тивĕçтермелле. Унтан ăна хăйсемех йышăнаççĕ, пурăна киле хунавсем лартма пуçлаççĕ. Тĕрĕссипе, вăрман касаканăн хăйне мĕн кирлине илнипе çеç çырлахмалла мар, хăйĕн хыççăн лаптăка тирпейлесе хăвармалла. Туратсене пĕр купана пуçтарсан аван. Вĕсем çĕрсе вăрманти тăпрана тутлăхлă япаласемпе пуянлатаççĕ. Александр Алексеевич йывăçа тĕрĕс касма пĕлни те пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Анчах çакна пурте чухламаççĕ. Йывăç касасси — курăк çуласси мар. Йывăç касма çеç мар, хăрăк турат пуçтармашкăн та ятарлă хут кирлĕ. Килĕшÿ çырнă хыççăн вырăн уйăрса параççĕ. Вăрманта хăрăк турат выртманни вĕсен ĕçне çăмăллатать çеç. Анчах ирĕк памасăр турат пуçтарни йĕркене пăсни шутланать. Мунчара милĕкпе çапăнса чуна кантарма кам юратмасть-ши? Анчах вăрмана милĕк хуçма кайсан явап тытма тивет. Вăрманçăшăн йывăç — ача пекех. Хуçăлнă хунавсене курсан Александр Алексеевичăн чунĕ ыратать. Вĕсене чуна парса, тăрăшса лартаççĕ вĕт. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май лесничество ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри — «Вăрман лартатпăр» акци. Унпа килĕшÿллĕн, çĕнĕ хунавсене пурнăç парĕç. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Кайăксен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, шкул ачисемпе пĕрле вăрманта шăнкăрч вĕллисем çакасси йăлана кĕнĕ. Çакă çитĕнекен ăрăва ачаранпах çут çанталăка юратма, ăна упрама вĕрентессе шанаççĕ вăрманçăсем.

Ирина КОШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.