Вăрçăран таврăннисене халалласа - стела

13 Утă, 2016

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакансем çапăçу хирĕсенче тăшманпа хăюллăн кĕрешнисене асра тытаççĕ. Ку ял тăрăхĕнчен вăрçа 600 ытла çын кайнă, вĕсенчен 228-шĕ тăван кĕтесе таврăнайман.

Паттăррăн пуç хунисене халалласа 1960 çулта палăк уçнă. Кăçал вара унпа юнашар Аслă Елчĕкрех пурăнакан Вадимпа Елена Черновсем тăрăшнипе вăрçăран таврăнса халăх хуçалăхне çĕклес ĕçе хутшăннă çынсен ят-хушаматне çырнă стела тунă.

«Стела тăвас шухăш тах-çанах çуралнă. Манăн кукаçи Михаил Кантеев, асатте Николай Чернов, куккасем килес ăрусене ирĕклĕх парнелес тесе фашистсемпе çапăçнă, вăрçă вĕçленсен каялла таврăнса ырми-канми ĕçленĕ. Вĕсене тав тăвас тесе палăк лартас терĕм. Малтан, паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Афанасьевпа канашларăм», — аса илчĕ Вадим Владимирович.

«Эпир хамăр пата ырă шухăшсемпе килекенсене яланах тимлĕн итлетпĕр, вĕсен пуçарăвĕсене çул пама тăрăшатпăр. Çак çулсенче эпир темиçе палăк та лартрăмăр. Акă паллă ентешĕмĕрĕн — Геннадий Волков ăсчахăн — бюстне пĕлтĕр ял уявĕнче, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Вадим Черновăн сĕнĕвне те ырласа йышăнтăмăр. Пирĕн ялта вăрçăра пулнă пĕр ветеран çеç юлчĕ, ыттисем çут тĕнчерен уйрăлчĕç. 70 çул каяллахине астăвакан та сахал халь: вĕсенчен, 90 çултан иртнĕскерсенчен, фронтран кам тата хăçан таврăннине ыйтса пĕлме кансĕртерех. Çавăнпа стела тăвас ыйтусемпе ĕçлекен ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр, унăн йышне ял историне пĕлекенсене кĕртрĕмĕр. Çар комиссариачĕпе, ЗАГС органĕсемпе çыхăнтăмăр. Хаçатра хамăрăн шухăша пĕлтерсе икĕ статья çыртăмăр, несĕлсене асра тытма чĕнсе каларăмăр. Çак материалсенче тата Интернетри социаллă сетьсем урлă ентешсене вăрçăра пулнă тăванĕсем пирки информаци пама сĕнтĕмĕр. Вăрçă мĕн иккенне хăй куçĕпе курнă çынсенчен пĕри те сиксе ан юлтăр тесе ветерансен списокне питĕ тĕплĕн хатĕрлерĕмĕр. Мĕншĕн тесен пирĕн ялта Астăвăм кĕнекине кĕмен çынсем те пур. Стела çинче пĕтĕмпе 302 хушамат вырнаçтартăмăр.

 

ЦИТАТА

 «Пирĕн ăру тивĕçлĕ тĕслĕхсене ăша хывса çитĕннĕ: эпир вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене чăтса ирттернĕ, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе хăварнă, халăх хуçалăхне чĕртсе тăратнă çынсене сăнран пĕлетпĕр. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине уявланă вăхăтра, пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, утнă чухне Вилĕмсĕр полк колонни чи пысăкки пулчĕ, çакă — пире хальхи вăхăтра пурăнма тата ĕçлеме майсем туса парассишĕн хăйсен пурнăçне панă çынсене тивĕçлипе асра тытнин ырă тĕслĕхĕ».

Чăваш Республикин Пуçлăх. Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Вадим Чернов предприниматель питĕ пысăк та хăватлă ĕç пурнăçларĕ. Хура мрамортан тунă стелăн пĕтĕм тăкакне хăй саплаштарчĕ. Ыркăмăллăх ĕçне яланах хутшăнать вăл. Виçĕмçул акă масарти çурта юсарĕ. Чиркÿ тунă чухне те нумай пулăшрĕ. Ытти предприниматель те унран тĕслĕх илсен аванччĕ. Вадим Владимировича хам енчен тата Аслă Елчĕк халăхĕнчен тав сăмахĕ калас килет», — каласа кăтартрĕ Валерий Афанасьев.

Çак стелăна кăçал çу уйăхĕнче, Çĕнтерÿ кунне халалланă савăнăçлă уявра, уçнă. Ку чыса ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата Петр Краснов депутат, Елчĕк райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Петр Печков, палăк авторĕ Вадим Чернов тивĕçнĕ. Вадим Владимировича сумлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн, район тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕсен Тав çырăвĕсемпе чысланă.

«Стелăна уçнă хыççăн чунра çăмăл пулса кайрĕ. Вăл халĕ те мана вăй-хал парса тăнăн туйăнать. Пирĕн пурин те ялшăн тата халăхшăн ырă ĕçсем туса хăвармалла, çамрăксене те çапла пулма хăнăхтармалла. Ку — пирĕн тивĕç», — пĕтĕмлетрĕ Аслă Елчĕкĕн чăн-чăн патриочĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.