Вăрçă паттăрĕсене... вĕлтрен

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă палăк çинчен, шел те, çулталăкра пĕрре - Çĕнтерÿ кунĕ умĕн - çеç аса илеççĕ хăш-пĕр ялта. Сăваплă вырăна яланах таса та тирпейлĕ тытса тăрассине манать халăх.

Çак ÿкерчĕке Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте асăрхарăмăр. Тăнăç пурнăçшăн пуç хунă салтаксене асăнса лартнă монумента... вĕлтĕрен, çум-курăк «пуç тайни» чуна çÿçентерчĕ. Ял варринче, пурте иртсе çÿрекен уçă вырăнта вырнаçнăскере кун каçиччен миçе çын асăрхамасть-ши? Анчах çава йăтса тухса курăка çуласси çинчен кăна никам та шухăшламасть. Е Шупашкарти пуçлăхсем килсе палăк умне тасатасса кĕтеççĕ-ши? Ял тăрăх администрацийĕн субботник йĕркелемешкĕн вăхăт та, укçа та çук пулас...

Урамри ирсĕрлĕх администраци чÿречинчен ал лаппи çинчи пекех курăнать пулин те асăрхамăш тăваççĕ-ши? Сăмах май, çурт умĕнчи хăрнă чăрăшсене çулталăк каялла çак тăрăха килнĕ чухнех асăрханăччĕ. Вĕсене касма та алă çитеймест Патăрьелсен. Вак-тĕвек çакнашкал ĕçсене пурнăçлаймасан капаш ыйтусене вырăнти влаç мĕнлерех татса парать-ши?

Палăк çумĕнчех - общество транспорчĕн чарăнăвĕ. Вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă чăрăшсен сулхăнĕнче автобус кĕтеççĕ çынсем. Йĕри-тавра каллех çÿп-çап хуçаланать. Çапах та тирпейсĕрлĕхшĕн хăшĕ-пĕрин чунĕ ыратни сисĕнет. Йывăçсем çумне хут листи чĕркенине асăрхамасăр май çук.

«Пурне те, пурне те, питĕ ыйтса калатпăр! Ан варалăр тăван таврана, хамăр урама!»

«Тăван тавралăха упрама, юратма пире пĕчĕкренех вĕрентеççĕ. Эрех-сăра сиенĕ пирки те эпир пĕрре çеç мар илтнĕ, вуланă. Хамăр пурăнакан вырăна çÿп-çаппа варалани те - япăх. Анчах пурнăçра пачах урăхла пулса тухать».

«Эпир, шкул ачисем, çак вырăнта эрех-сăра кĕленчи пăрахакансене ыйтса калатпăр. Ан пăрахăр çак вырăна кĕленчесем, çÿп-çап!!! Таврара таса пулсан епле аван!»

«Юнашарах - вăрçăра вилнĕ асаттесене, пиччесене, тăвансене асăнса лартнă палăк. Вĕсем мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Эпир вара палăк умне варалатпăр».

Çапла çырнă хутсем çине. Кĕçĕн ăру пăшăрханăвĕ манăн чуна витерчĕ-ха, анчах кунта пурăнакансемшĕн - ик айкки те тăвайкки пулас, çаплах çÿп-çаппа тавралăха ирсĕрлетеççĕ. Шкул практикине çÿрекен ачасене палăк умĕнчи çум курăка тасатма мĕншĕн илсе тухас мар? Паттăрсем умĕнчи хисепе сăмахпа кăна мар, ĕçпе çирĕплетме вĕрентмелле. Хăйсен аллипе тирпей-илем кÿнĕ вырăна кайран та, ÿссе çитсен, варалас килмĕ ачасен.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.