Вăрçă паттăрĕн А.Кочетов ентешĕмĕрĕн мăнукĕн хĕрĕ Аделина Сотникова - Олимп чемпионки!

Сочире иртекен хĕллехи XXII Олимп вăййисем вĕçленсе пыраççĕ. Унăн программипе олимпиецсем паян тата ыран юлашки стартсене тухĕç.

Шăмат кунхи кĕрешÿре çичĕ ылтăн медаль хăйсен "хуçисене” тупĕ, тепĕр кун унтан та сахалтарах - виççĕ кăна. Олимпиада хупăннă кун, нарăсăн 23-мĕшĕнче, арçын йĕлтĕрçĕсем 50 километрлă марафонта тупăшĕç, бобслеистсем тăватшарăн пĕр экипажра ăмăртĕç. Тата тĕнчери миллион-миллион çын кăмăллакан вăйăра - хоккейра - финалистсем тĕл пулĕç. Вĕсем ĕнер каçхине кăна палăрнă, çурма финалта Финлянди команди Швеци командипе вылянă, АПШ хоккеисчĕсем - канадецсемпе. Шел, Раççей командисем - хĕрарăмсемпе арçынсен - вăйлисемпе пĕр тан кĕрешеймерĕç.

Юрать-ха фигуристсем, шорт-трекра ăмăртакансем, бобслеистсем тата ытти хăш-пĕр çĕнтерÿçĕ пурсăмăр та шаннине тÿрре кăларма вăй-хăват çитерчĕç. Еплерех маттур та ăста пулчĕ кĕçнерни кун фигурăсем туса ярăнакан Аделина Сотникова! Вун çиччĕри "ылтăн” хĕре куракансем чун-чĕререн, ăшшăн саламласа чысларĕç. Сотниковăн ылтăн медалĕ Раççей олимпиецĕсемшĕн - çиччĕмĕш.

Сăмах май, А.Сотникова - Улатăрта çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ А.Кочетовăн мăнукĕн хĕрĕ. Паянхи кун унăн иккĕмĕш сыпăкри мăн аккăшĕ - Любовь Федотова - Улатăрта пурăнать.

Çак кăтартупа пирĕн çĕр-шыв пĕтĕмĕшле таблицăра тăваттăмĕш вырăна тухрĕ. Малтисем - Норвеги /10 ылтăн медаль/, АПШ /8/, Германи /8/. Тен, ăнăçлă финиш Раççее кăшт çÿлерех хăпарма май парĕ.


Юрий ПЛОТНИКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.