Вăрçа каякан атте тарăн пĕлÿ илме пиллерĕ

Хăйĕн ĕç каçалăкне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă, шкулта 38 çул вăй хунă педагогпа тĕл пулма инçе çула кĕскетсе Комсомольски тăрăхĕнчи Тукай ялне çитрĕм. Темиçе кун каялла кăна 90 тултарнă Софья Казакова мĕнлерех çĕкленÿллĕ кăмăллине, вăр-вар калаçнине кура вăл пурнăçра çавăн пек вăрăм сукмака хыçа хăварнине ĕненес те килмерĕ.

Çав сукмакăн кашни юппи-пăрăнчăкне паянхилле лайăх астуни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Мĕн тĕрлĕ хура-шур курма пÿрмен-ши — йывăр чухне çĕклекен шÿт туйăмне халĕ те çухатман.

Сăнаса пăхрăмăр та — кашкăр

— Софья Трофимовна, тăхăр теçетке çул урлă каçма Турă пурне те телей пиллемест. Шăпа сирĕн тĕле йывăрлăх пайтах кăларса тăратнă пулĕ — хуçăлман. Хуçăлман çеç-и? Шкул хыççăн малалла вĕренсе аслă пĕлÿ илме мехел çитернĕ.

— Кирек кам пурнăç çинчен сăмах хускаттăр — куç умне тÿрех ачалăх, çамрăклăх, вăй питти çулсем черетленсе тухма тытăнаççĕ. Йышлă çемьере çуралнă, аттепе аннен 8 ача пулнă. Аслисем иккĕшĕ пĕчĕк чухнех чирлесе вилнĕ. Вăрçă тухсан аслă тетесене — Виталипе Николая — çапăçу хирне ăсатрăмăр. Коля шкулта 10 класс пĕтерме ĕлкĕрнĕччĕ кăна. Çулталăкран аттен те фронта кайма ят тухрĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче килтен кайрĕ те... таврăнаймарĕ. Кил-йышпа сывпуллашнă чухне калани халĕ те асрах. «Ачасем, темĕнле йывăр пулсан та вĕренме тăрăшăр. Аннÿне итлĕр, асаннÿне пулăшăр», — терĕ. Тăватă уйăх иртрĕ-и, иртеймерĕ те-и — атте хыпарсăр çухални пирки хут килчĕ.

Атте каланине хамшăн çирĕп картса хунăран вĕренме тăрăшаттăм. Тăватă класс таран — ялтах, кайран Çĕнĕ Мăратра вĕрентĕм. Саккăрмĕш класа Аслă Чурачăка кайрăм.

— Ют яла пĕччен хăрамасăрах çÿреттĕрччĕ-и?

— Тăр пĕччен мар, манран аслăрах хĕрпе — Глафира Павловăпа — çÿреттĕмĕр. Тÿрĕлле хирпе утсан ултă çухрăм пулать. Хĕллехи вăхăтра кашни кун çÿреместĕмĕр. Çуран утнă чухне хăрамалли те пулкалатчĕ. Кашкăра пĕрре мар курнă. Çапла пĕррехинче, пуш уйăхĕнче, уроксем хыççăн киле кайма тухрăмăр. Пирĕн ялпа Чурачăк хушшинче пĕчĕк вăрман пур — саккас теççĕ ăна халăхра. Çавăн хĕрринче пĕр тĕмеске асăрхарăмăр. Сăнасарах пăхрăмăр та — кашкăр! Чарăнса тăтăмăр. Тепĕртакран иккĕмĕш «тукмак хÿре» курăнчĕ, унтан — тата тепре... Кĕçех пĕр кĕтÿ пухăнчĕ — вунсакăр кашкăр! Хăранипе ура вăйне туйма пăрахнăччĕ ĕнтĕ — аслă класра вĕренекен Çĕнĕ Мăрат ачи хăваласа çитрĕ. «Эсĕ йывăç çине хăпарса кайса çăлăнăн-ха, эпир кашкăр çăварне лекес пулсан пирĕн пирки ялта пĕлтер вара», — калас килмен сăмаха куççуль витĕр каларăмăр эпир. Пире шеллес терĕç пулĕ тискер чĕрчунсем — Шур çырми еннелле танкăлтатрĕç. Вĕсем утса кайнă тĕлелле çитсен пăхрăмăр та — тап-такăр сукмак юлнă. Пирĕн ял вĕçĕнче лаша витиччĕ. Унăн çывăхне те кашкăрсем апат шыраса пыратчĕç. Ирсерен шкула кайма тухсан вите патĕнче чарăнса тăраттăмăр: конюхсем витене пырсан тăватă ураллисем сас-чĕве илтсе саланатчĕç.

— Хăвăрпа пĕрле тăван ялта вĕреннĕ ачасенчен тарăнрах пĕлÿ илес текен пулман-и?

— Аслă классенче вĕренмешкĕн укçа тÿлемеллеччĕ. Манăн, йышлă çемьере çитĕннĕрен, çурма тăлăха юлнăран, тÿлевсĕр пĕлÿ илме ирĕк пулчĕ. Аттестат илсен вĕренме каяс кăмăл пуррине килтисенчен пытармарăм. Гриша шăллăм та шкулта лайăх вĕренетчĕ. Учительсем ун çине пысăк шанăçпа пăхатчĕç. Анчах пурне те вĕрентме аннен мĕнле май тупмалла? «Аслă шкула пĕрне янипе çырлахма тивĕ», — терĕ. Асли пулнăран çак телей ман тĕле ÿкрĕ.

Çĕрулми типĕтсе парса яратчĕ

— Мĕншĕн шăпах учитель пулас терĕр?

— Пĕрремĕш вĕрентекене кура. Варвара Печникова пире, шăпăрлансене, пĕлÿ тĕнчине илентерме пултарчĕ. Уроксенче Варвара Константиновна хăйне мĕнле тытнине сăнаттăм — манăн та ун пек пулас килетчĕ. 42-ĕн лараттăмăр класра — шăна вĕçни илтĕнесле шăпчĕ. Çапла, юратнă учитель сăнар илĕртнипех Шупашкарти учительсен институтне вĕренме çул тытрăм. Чăн наукăсемпе географи факультетĕнче ăс пухрăм. Хĕрсемпе тара тытнă хваттерте пурăнаттăмăр. Тăван ялтан кайнă чухне анне улмана /çĕрулмине кунта çапла калаççĕ. — Авт./ кăмакара типĕтсе парса яратчĕ. Çапла выçăллă-тутăллă вĕренсе тухрăм-тухрăмах. Кÿршĕ хĕрарăмĕ çулсем иртсен те мана шеллесе куççуль кăларни асра.

— Малтан — çиччĕмĕш класс таран вĕрентме, унтан вăтам шкулта пĕлÿ пама ирĕк паракан дипломсене алла илнĕ. Ĕçлеме ăçта каяссине хăвăрăн кăмăлпах суйларăр-и?

— Иккĕмĕш документне алла иличчен качча кайрăм. Хамăр ял каччипе Александр Казаковпа пĕрлешрĕмĕр. Мăшăр вунçиччĕрех вăрçа кайнă. Унта взвод командирĕ пулнă. Сăмах май, манăн пиччесем те вăрçăран сывах таврăнчĕç. Шел, асли нумай пурăнаймарĕ: тыткăнра та пулнăскерĕн хаяр çулсенче сывлăхĕ самаях хавшанă.

Тăван яла таврăнсан мăшăрăм Александр пединститутăн истори-филологи факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Çапла учительсен çемйи пулса тăтăмăр. Пире Аслă Чурачăкри вăтам шкула ĕçлеме ячĕç. Ку вăхăт тĕлне пирĕн пĕрремĕш пепке Александр çуралнăччĕ те ĕнтĕ.

— Мĕнле йышăнчĕç сире коллективра?

— Аслă Чурачăк тесен паян та чĕрере чи ăшă туйăмсем хуçаланма тытăнаççĕ. Çав тери ăслă педагогсемччĕ ĕçтешĕмĕрсем! Ачасем йĕркене çирĕп пăхăнатчĕç. Шкул директорĕ Юрген Сокольников каярахпа Мускавра профессор ятне илчĕ! Вăл ушкăна çирĕп чăмăрта тытнипех ытти шкулпа танлаштарсан Аслă Чурачăкри — чăн тĕслĕхчĕ. Ара, ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ «пупĕ мĕнле — прихучĕ çапла» тесе. Ют ялтан çÿретпĕр тесе кая юлман — директор умĕнче намăс курасран аванмарланнă. Пĕр çемьере хваттере те кĕтĕмĕр. Каярахпа шкул хваттерĕнче пурăнтăмăр. 11 çул ĕçлерĕмĕр Аслă Чурачăкра, професси ăсталăхне илмелли шкул пулчĕ çав пĕлÿ çурчĕ. Мăшăр военрукра ĕçлетчĕ те — шкул умĕнче аслă класри ачасем баян каласа салтакла утма хăнăхни куç умĕнчех. Ĕнтĕ миçе çул хыçа юлчĕ унтанпа — вĕренекенĕмсем саламсем паян та яраççĕ. Халĕ тухсах çÿрейместĕп те — малтан тесен кирек ăçта та палласа илсе ăшшăн калаçатчĕç. Çулсем иртнĕ хыççăнхи тав сăмахĕ темрен паха.

— Тукай шкулĕнче ĕçленĕ тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

— Тăван яла ĕçлеме куçсанах шкул çумĕнче сад ĕрчетме пуçларăмăр. Вĕренекенсене йывăç сыпма вĕрентеттĕмĕр. Йăрансем çинче темĕн те пĕр лартса çитĕнтерме тытăнтăмăр. Чечек енчен уйрăмах пуянччĕ пирĕн шкул пахчи. Çуллахи каникул вĕçленеспе шкулсен хушшинче смотр иртетчĕ те — районта малти вырăна тухаттăмăр. «Патша садĕнчи пек», — тетчĕç РОНОран килнĕ комисси членĕсем.

Нушасăр пулман кулач çиесси

— Халĕ самани те урăх — ачасем улшăннине сисетĕр-и?

— Тавçăрулăх, хăвăрт ăсласа илес енчен паянхи ачасем малта — пурнăç çапла çаврăнăçуллă, вичкĕн пулма ыйтать ĕнтĕ. Анчах эпир вăй питти чухнехи вĕренекенсем йĕркене çирĕпрех пăхăннă. Ун чухне ĕç те харпăр хăйне çирĕп тытма хăнăхтарнă. Эпир вĕрентекен пулнине пăхмасăр хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче колхозра ĕçлекенсемпе тан пай илсе уй-хирте тăрмашнă. Пĕррехинче, вырма вăхăтĕнче, çумăр çине-çинех çурĕ. Çĕр шÿсе кайрĕ тейĕн. Пулса çитнĕ тырра вырса пуçтармалла вĕт. Ывăлăм Саша, улттăмĕш класра вĕренетчĕ пулас, путса ларчĕ. Таçтан кивĕ хăма тупрăмăр, тăпра çине пăрахрăмăр — вырса пынă май ăна шутарса пытăмăр. Нушасăр пулман ĕнтĕ кулач çиесси.

— Ачăрсем виççĕшĕ те хăйсем мăнуклă пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тăванăрсем хисепленине туятăр-и?

— Паллах! Мăнуксем çиччĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ — педагог та, врач та, экономист та пур вĕсен йышĕнче. Ман сывлăхшăн пăшăрханаççĕ, кирлĕ канашсем параççĕ, эмелсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Хама пуян та телейлĕ çын тесе шухăшлатăп. Юратнă мăшăрпа пĕр-пĕрне ăнланса-юратса пурăнма, килĕшнĕ ĕçре вăй хума пÿрни темрен хаклă. Шел, Александр Макарович мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе йăпанса пурăнмалли кунсене утса çитеймерĕ, ватлăхра ман тĕрек пулаймарĕ. Эпĕ ав тăхăр теçетке çул урлă та ярса пусрăм ĕнтĕ — каллех çурхи хĕвеллĕ те ăшă кунсене чунтан кĕтетĕп. Çак тапхăрта пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет — пурнăç вĕресе тăнине кура чир-чĕр çинчен манатăп. Йывăç сĕтекпе тулнă пек чун та ырă туйăмсемпе тулать. Пурăнас килет!

— Софья Трофимовна, яланах çапла оптимист пулма сунатăп.

— Ырă сăмахăршăн тав.

Ирина ИВАНОВА

Ирина ИВАНОВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.