Вăрçа хатĕрленнĕ тейĕн

2 Пуш, 2015

Шалти ĕçсен министерствин Патăрьелĕнчи пайне Алманчăра пурăнакан пĕр çын хуçалăхĕнче вăрçă хатĕрĕсем упранни çинчен информаци çитнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче унта, чăн та, 900-е яхăн патрон тупнă. Вĕсен хуçи йĕркелĕх хуралçисене çавăн пекех хăйĕн ирĕкĕпе регистрацилемен сунар пăшалне те панă.

Шупашкарти техникумсенчен пĕринче вĕренекен йĕкĕтĕн гаражĕнче пĕчĕк калибрлă 879 патрон, сунар пăшалĕн тĕрлĕ калибрлă 20-е яхăн патронне тата 100-е яхăн гильза тупнă. Вĕсене тĕпчеме ЧР ШĔМĕн экспертизăпа криминалистика пайне ăсатнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх 4-мĕш курсра вĕренекен вунтăххăрти çамрăк тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Сунар пăшалне хăй ирĕкĕпе панине шута илсе ун тĕлĕшĕпе айăпламĕç ăна.

Вырăнти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Владимир Чурбанов пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк патронсене ăçтан тупнине тĕпчеççĕ. Айăпланакан вара вăрçă хатĕрĕсене Коми Республикине ĕçлеме кайсан илсе килнине çирĕплетет.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Рубрика: