Вар-хырăм пăсăлнăран...

21 Çĕртме, 2016

Çĕнĕ Шупашкарти 40-мĕш ача садĕнче çак кунсенче ачасене вăхăтлăх йышăнма чарăннă. Сăлтавĕ — темиçе ача вар-хырăм пăсăлнипе аптăранăран больницăна лекни. Ĕç-пуç çĕртме уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче пулнă. Хальхи вăхăтра 13 ача хула больницин инфекци уйрăмĕнче сипленет.

Асăннă сыватмăшăн специалисчĕсем çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ачасен сывлăх тăрăмĕ вăтам шая çывăх тесе хаклаççĕ. Вĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — клиника-диагностика тата сиплев мероприятийĕсем Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалисчĕсем хутшăннипе туллин иртеççĕ. Чирлисемпе хутшăннă, садике çÿрекен ытти ачана ку яхăнта сăнасах тăраççĕ.

Ача сачĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Иванова пĕлтернĕ тăрăх — ку ыйтăва тĕпчессипе йĕркеленĕ комисси лару-тăрăва тĕплĕ тишкерет. Унăн йышĕнче — Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн вĕренÿ пайĕн, хула поликлиникин, 40-мĕш садикăн ĕçченĕсем, ыттисем.

— Анализсем панă, халĕ вĕсен кăтартăвĕсене кĕтетпĕр. Пилĕк кунран лару-тăру мĕнле сăлтава пула сиксе тухни уçăмланасса шанатпăр. Хальлĕхе ашшĕ-амăшне килте ларакан ачасене те тимлĕрех сăнама ыйтатпăр, — терĕ Людмила Сергеевна.

Ирина ПУШКИНА

 

Рубрика: