- Чăвашла верси
- Русская версия
Валерий МУРАВЬЕВ. Çулталăкри вун икĕ уйăх
Кĕçĕн мăнукăмсене халаллатăп
КĂРЛАЧ – ЯНВАРЬ
Кĕр те кĕр! кĕрлет кăрлач,
Шăнасран ташлать мулкач.
Тăр-тăр-тăр чĕтрет вăрман –
Кун пек сивĕ вăл курман.
Чăрăш ыйхине татасшăн,
Хурăна авса хуçасшăн
Тăвăл урнăн ахăрать.
Выçă тилĕ те хăрать
Йăвинчен тула тухма,
Тăвăл витĕрех чупма.
Вĕçтерет юр куç курми –
Кĕртпеле тулать çырми.
Упа çеç сисмест çакна:
Вăл халь тарăн ыйхăра.
Тилĕ вара хуйхăрать:
"Тăвăл чарăнĕ хăçан?"
Ир енне çил чарăнать.
Вăрмана пас укалать.
Эх, илемлĕ те тĕнче!
Юр пĕрчи халь чăн ĕнче!
Савăнать ача-пăча –
Тăвайкки ян! янăрать.
Тав тăвар-ха кăрлача –
Тек ан пултăр вăл кăра.
НАРĂС – ФЕВРАЛЬ
Иртрĕ шартлама кăрлач –
Нарăс çитрĕ урăм-сурăм.
Çук, халь ташламасть мулкач,
Шухăшĕ ун халĕ урăх:
Ялалла, тет, чупмалла,
Улмуççи кăшламалла.
Хыççăн ярăнать чакак,
Пĕр сăмах ун: чак та чак!
"Тытĕ, ак, садра вăрра
Хуралçи. Вăл – пит кăра".
Хирĕç кĕртсене ашса
Тулхăрса килет лаша:
"Пĕтрĕ вутă ман хуçан,
Пулăшсамччĕ, ват вăрман..."
Кранклатать çаплах çăхан:
Çу, тет, çитĕ-ши хăçан?
ПУШ – МАРТ
Пуш та çил-тăмансăр мар –
Юрпа тулчĕ Тарăн вар.
Пĕрех çăхан хĕпĕртет:
Кăнтăрла хĕвел хĕртет.
Чăн та, сивĕ каçхине,
Пас тытать-ха ирхине.
Тилли юртать ялаллах –
Чăх тытасшăн ăнтăлать.
Çĕн хыпарсăр мар чакак.
Хÿрине силле-силле
Пĕлтерет пурне чак-чак:
Иртрĕ, – тет, – хаяр хĕлле.
Килнĕ, – тет, – вĕçсе курак.
Тĕкĕ йăмăх хуп-хура!
Пулнă-мĕн вăл кăнтăрта!
Хĕл пулмасть та-мĕн унта.
АКА – АПРЕЛЬ
Пат-пат-пат тумлать тумла,
Шăтарать чи хыт чула.
Шăнкăрч юррине тăнла –
Савăнтарĕ вăл чуна.
Сассине вăл хуçкалать,
Шăхăрать те çат çапать
Çунатне юрланă май –
Тĕрлĕ юрă ун самай.
Çитрĕ, çитрĕ çуркунне!
Сарă хĕвелĕ хĕртет –
Ăшăтать кашнин чунне.
Ах епле чун хĕпĕртет!
Шăн юра, пăр шăтарса
Çеçпĕл тухнă-çке шăтса!
Эх, илемлĕ ку чечек,
Ман мăнукăн куçĕ пек.
Ака уйăхĕ – янрав.
Ян-янрать вăрман, уй-хир.
Акара – хресчен. Мухтав
Ырми ĕçшĕн каç та ир.
Курăк симĕс кавир пек,
Вырт та кан – вăл пит çемçе.
Куян çĕнĕ кĕрĕкпе,
Çури виççĕ – пĕр çемье.
Тилĕ тăлăххăн чупать,
Çĕтĕк кĕрĕкне сутать.
Çук, ăна никам илмест.
Кам-ши суеçе пĕлмест?..
ÇУ – МАЙ
Çут çанталăк ешерет –
Шурă, хĕрлĕ те кĕрен.
Пур чечек те çеçкере.
Пĕри тепринчен хитре.
Çут тĕнче – чечек пахчи.
Савăнать çерçи: чи-чи!
Савăнать ачи-пăчи,
Карчăк-кĕрчĕкĕ, мучи...
Çу çитсессĕн чĕнтĕрлет
Çут çанталăк тĕнчене.
Туй кĕпи пек эрешлет.
Эх, чипер-çке çуркунне!
Улăхра та пахчара
Шăпчăк юрă шăратать.
Юррăм ман, – тет, – чăвашла.
Ĕненместĕн-и? Тăнла.
ÇĔРТМЕ – ИЮНЬ
Сисĕнмерĕ – çиçĕм пек
Иртрĕ кайрĕ çуркунне.
Вылясассăн кунĕпе
Сисмĕн вăхăт иртнине.
Акă çитрĕ те çулла.
Урамра паян – çĕртме.
Чупăпăр пĕрле пулла
Пуçличчен хĕвел хĕртме.
Кайăксен халь ерçÿ çук –
Чĕпписем кĕтеç апат.
Кушак çеç – мăран Ваççук –
Кунĕпе ыйха çапать.
Акана вĕçлесенех
Уяв çитрĕ – Акатуй.
Улăх çийĕн ирчченех
Юхрĕ юрă – чăн-чăн туй.
Уяв иртсен ир çинче
Çĕртмене тухать хресчен.
Кунĕ вăрăм. Тăрăшсан
Тулăх пурнăç пулĕ сан...
УТĂ – ИЮЛЬ
Утă шăршинчен тутли,
Чи ырри те техĕмли
Тĕнчере тата пур-ши?
Чун эмелĕ – ун шăрши.
Утă уйăхĕ чипер.
Хыврĕ асамат кĕпер.
Çырлисем – тĕрли-тĕрли:
Кĕренни те хĕп-хĕрли.
Юратать хăмла çырли
Утаман – вăрман патши.
Чи-чи-чи пылак пырли
Ун пекки тата пур-ши?
Утăра ĕçчен хресчен:
Ян та ян çава сасси
Улăхра янрать темччен,
Ирхи сывлăм типичен.
ÇУРЛА – АВГУСТ
Тулă пиçнĕ уй-хирте,
Пулăшу ыйтать пиртен.
Эппин тыт алла çурла –
Тырра хăвăрт вырмалла.
Çурла уйăхĕн палли –
Кану çук хресчен валли.
Аслати кĕмсĕртетсе
Килĕ çумăр ислетсе,
Урнă çил çавăрттарса
Тыр-пула хуçса-ватса
Тухĕ шелсĕр вырттарса –
Ларăн вара макăрса.
Канăç çук халь чĕрчунсен:
Упасен те чĕрĕпсен...
Хĕллене шет хатĕрлен:
Ĕçченни – выçса вилмен.
Ав, упаçăм-утаман
Пыл вăрлать Пылтукасран.
Пăх та кур: ним хăраман
Хурчĕсем вăшт! сăхасран.
Кранклатать каллех çăхан:
"Çулла таврăнĕ хăçан?
Кĕр çитет кĕç. Хура кĕр.
Кун кĕскелчĕ, вăрăм çĕр.
Пуçланать йĕпе-сапа...
Ывăнтăм ку асаппа!"
Шăши çеç ак шăпăртах
Шуса тухрĕ шăтăкран.
Ун халь тырă туртмалла,
Кĕлете тултармалла.
"Пик-пик-пик, – тет хушăран, –
Хастар пулсан ыр куран".
Чĕрĕп те хăй йăвине
Йăтрĕ тĕрлĕ кăмпине,
Мăйăрне пухать пакша.
Тилĕ те пашка-пашка
Кунĕпе чупать ялах –
Таврăнать çав пушăллах.
Аш-какай хатĕрлеме,
Хĕлĕпе шăрттан çиме
Çук, пулмасть пуль ахăртнех,
Выç хĕл пулĕ-тĕр каллех.
АВĂН – СЕНТЯБРЬ
Уй-хир урлă эрешмен
Вĕçтерет тек çиппине.
Кĕмĕл-кĕмĕл çиппелен
Карталасшăн тĕнчене.
Çул çинче асам-кавир
Хĕрлĕ, сарă çулçăран.
Сивĕтет халь каç та ир.
Шăнать шыв та хушăран.
Кăнтăра вĕçет хур кайăк –
Хурлăн илтĕнет юрри.
Ял-ял çийĕн вĕçнĕ майăн
Ыр сунса ал сулар-и?
Шăрăх тарчĕ кăнтăра,
Вĕтĕ çумăр çукалать.
"Хресчен ĕнтĕ кантăрах", –
Çут çанталăк, тен, калать.
Пурпĕр парăнмасть çулла –
Пур-ха кукамай ăшши.
Çĕр улми кăлармалла.
Кăçал мĕнле? Шултра-ши?
Садра, авă, пан улми
Улмуççийĕ йăтайми.
Ту та ту пылак сĕткен,
Усси кая мар сĕтрен.
Шкул ачи васкать шкула,
Сумкки йывăр пулмалла.
Ан тив, йывăр вĕренме –
Çăмăл пулĕ ÿлĕмре.
ЮПА – ОКТЯБРЬ
Кĕрхи уйăх вăл – юпа,
Юратмасть ăна упа:
Сивĕ çумăрĕ лÿшкет,
Тÿпен çуккă пуль лÿшки.
Çап-çара халĕ вăрман –
Çил пĕр çулçă хăварман.
Хурлăн ĕсĕклесшĕн чун –
Пусса тăрать тейĕн чул.
Сивĕ çумăр ир те каç –
Чарăнассăн туйăнмасть.
Йывăç кутĕнчи мулкач
Йĕп-йĕпе – чĕтрет пулас.
Тунсăх вăрманта хуçа,
Ним те илĕртмест куçа.
Хăвăртрах яла тарас,
Чей ĕçес те ăшăнас.
ЧӲК – НОЯБРЬ
Чÿк та лăпкă уйăх мар.
Хушăран тухать тăман,
Пăрлă çумăр çукалать.
Хур та хурлă какалать.
Ишме çук вĕт – пĕвере
Шыв пăрланнă витĕрех.
Упа тарăн ыйхăра,
Чĕрĕп лăпкăн çывăрать.
Тăрантарĕ-и ура
Выçă куçлă кашкăра.
Тилĕ чăрăш хыçĕнчен
Ял çине пăхать темччен.
Чак-чакак унран кулать:
"Каймалла сан кÿл хĕрне,
Вакка чик те хÿрÿне,
Тен, çакланĕ те çăрттан
Тутă пулăн вара эс
Ытларах та кашкăртан.
Урăх сана мĕн сĕнес?".
Çăхан кранклатать çаплах:
"Хăçан çитĕ-ши çулла?"
Çулла часах çитес çук,
Ма тесессĕн халĕ – чÿк.
РАШТАВ – ДЕКАБРЬ
Çитрĕ шартлама раштав,
Йывăç çурăлать шартах.
Раштав, сана пурпĕр тав:
Илсе килен эс уяв.
Çăтмахри пек ăш пÿртрен
Чупса тухрăм эп ирех.
Сыртăм мăшăр йĕлтĕре,
Вĕçрĕм вăрмана тÿрех.
Кĕтсе илчĕ чак-чакак –
Ян-янратрĕ вăрмана.
Куяна тĕл пултăм, ак,
Тилĕ курăнчĕ мана.
Чак-чакак хыпар ярать:
"Çĕн Çул çитнĕ вĕт, ара!
Пуçтарăнса, тус-тăван,
Савăнар-ха кăмăлтан!"
Капăрлатсан чăрăша
Пурте ятăмăр ташша.
Тĕпĕр-тĕпĕр кашаман
Ташлама иккен ăста.
Мулкачĕ те ăшăнма
Тупса килчĕ купăс та.
Чăрăш тусăмăр, тÿссем!
Килĕр эсĕр те, туссем!
Хăналатпăр кăмăлтан.
Ыр курсамăр Çĕн çулта!