Валентина Элпи: «Çырсан, тен, 100 çултан та иртĕп»
Ку статьяна 2006 çулхи çу уйăхĕнче çырнăччĕ. Ăна Валентина Элпие вуласа патăм. «Кунта çырни пурте тĕрĕс. Анчах эпĕ писатель, ман пултарулăх çинчен çырас пулать санăн, ку статьяра вара ман ватлăхăм çинчен кăна. Ăна пичете ан пар. Ку интереслĕ мар, кама кирлĕ эпĕ шыва кайса çăпанпа тертленни. Ун пекки такамăн та пулма пултарать. Ман вулакансен çырăвĕсем пур. Çавсене тĕпе хурса çыр», - терĕ. Итлерĕм, урăх статья - «Çыракан çын» - çыртăм. Вăл «Хыпар» хаçатра 2006 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче пичетленчĕ. Маларах çырнă хайлав пирки Валентина Андреевна çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче çапла каларĕ: «Ку статьяна эпĕ вилсен пичетле».
Шел те, çав самант çитрĕ... Чăн та, 100 çултан иртрĕ Валентина Элпи. Тен, çырни те пулăшрĕ. Иртнĕ эрнере вара эпир унпа яланлăхах уйрăлтăмăр. Анчах та унăн çутă сăнарĕ пирĕн асăмран тухмĕ.
Валентина Элпин çирĕм виççĕмĕш кĕнеки - «Пепке çуралсан...» - пичетленсе тухрĕ. Çапла, паянхи кун та çырать тăхăр вун виççĕри писатель. Ăна сывлăх кÿрекенсем - ырă кăмăлпа чăтăмлăх. Нумая хапсăнмасть, мĕн пуррипе çырлахма хăнăхнă. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕ пĕчĕк пулни те чăрмантармасть, сывлăх кăна ан хавшатăр. Вăл та хăйĕнчен килмест-и ара? Юнашарти стадион тавра темиçе хутлать. Пит çусан çемçе ал шăллипе çепĕççĕн пуса-пуса типĕтет, унтан Польшăра пурăнакан хĕрĕ Аза ярса панă креме сĕрет. Чечек ĕрчетет, пĕри тепринчен хитре. Кил-çуртне хăй тĕрленĕ минтер пичĕсемпе салфеткăсем илемлетеççĕ. Вырăнĕ чăлт шурă: çунă чухне япаласене çичĕ-сакăр хут, порошок тухса пĕтиччен чÿхет. Урайне ку таранччен çынна сĕртермен. Ваннăра та хăех çăвăнать. Виçĕ çул каялла апат та пĕçеретчĕ. Халь Шупашкарти аслă хĕрĕ Дина килсе янтăлать. «Хĕрĕм хăй те ватă ĕнтĕ, 70-тен иртрĕ», - тет ăна хĕрхенсе. Çапах та вĕри чейпе, канфет-пĕремĕкпе хăналамасăр ямасть. Тĕшмĕше, турра ĕненмест. Шикленесси йăлара çук унăн. Хăш-пĕр чухне палăртнă вăхăта çитейместĕп те мана кĕтсе питĕрĕнмесĕрех ларать. «Мĕн хăрамалли: карчăкăн мĕн вăрламалли пултăр. Пуян мар, ылтăн эпĕ нихăçан та туянман. Ылтăн вăчăра мар, шăрçа та çакман. Эпир çамрăк чухне мăйа шăрçа çакнине мещенлĕх тетчĕç. Шăрçа çакнине пĕлсен комсомол пухăвĕнче вăрçатчĕç», - хуравлать ыйтсан. Мухтанине юратмасть: 85 çул тултарнине уявланă чухне ырланине итлесе ывăнчĕ пулас та кĕрекере: «Эпĕ сирĕнтен кашни çинчен ырă сăмах калама пултаратăп», - тесе пурне те черетпе лайăх енчен хакласа тухрĕ.
Пур çĕре те çитме тăрăшать. Çакна пула пĕррехинче кулăшла лару-тăрăва лекрĕ. Çĕр улми пĕтнĕ. Литература музейĕнче писательсем пухăнаççĕ, Элпи унччен пасара каяс тенĕ. Васкакана арçын сутуçă аякранах асăрхарĕ, йÿнĕ хакпа хутаççипех парса ячĕ. Музейре чылайччен калаçрĕç. Часах Чăваш театрĕнче Нина Яковлевăна юбилей ячĕпе чыслама пуçлаççĕ. Пĕр ушкăн унта хыпаланчĕ. Валентина Андреевна юратнă артисткăн пултарулăх каçĕнчен юлмастех ĕнтĕ. Çĕклем вара? Пулăшакан тупăнчĕ: малта çĕр улми хутаççине çĕкленĕ Виталий Гордеев юрăç вирхĕнет, хыçалта пĕр-пĕрне хулран çаклатнă Элпипе Сарине вĕтĕртетеççĕ. Çитсе вырнаçрĕç кăна - уяв пуçланчĕ. Мĕн тĕрлĕ авкаланса-хуçкаланса кăтартмарĕ пуль Нина Михайловна: юрлать, ташлать, сикет, пĕççисене ик еннелле туса урайне ярт тăсăлса ларать. Савăнса курса ларнăçем Элпин сцена çине чупса хăпарса пĕрле спектакльте выляс килет: хăйĕн те çакăн пек вăй-хăват пуррине сисет. Каçхине чылай вăраха юлса çитрĕç килĕ умне Сарине çыравçăпа иккĕшĕ. Çамрăкки кашнинчех çапла аслине ăсатса ярать. Кĕрсе калаçса та лараканччĕ те, халĕ вăхăт нумая кайнă, çывăрмалла. Хваттерне кĕрсенех Элпи хутаçа пушатрĕ. Пĕр çĕр улмине тытса пăхрĕ, теприне. Ай, тамаша! Пурте çĕрĕк, пĕри лайăххи пулинччĕ! Ак сана ырă кăмăллă сутуçă! Ара, ма ăна вăрçас, унăн сутса пултăр, сыпкалама та юратать пулĕ-ха. Хăйĕн мĕншĕн тимлĕрех пулас мар: çынна шанать мар-и? Тепĕр тесен, çакăншăнах хуйхăрас-и, ыран лайăххине туянăп.
Виçĕ çул каялла çул урлă каçаканскере машина çапса хăварсан та водителе мар, хăйне ятларĕ. Авари хыççăн вунă кунран больницăна кайрăм. Тĕлĕретчĕ, калаçнине илтсе вăранчĕ, ятран чĕнчĕ. Сылтăм енчи пичĕ-куçĕ кăвакарса шыçнă, сулахай пĕçĕрен хытă аманнă-мĕн.
- Тăм пуç, ухмах хĕрарăм машина айне кĕнĕ, - ÿкĕнет хайхискер. - Ăслă çын хыçалтан машина кăшкăртнине илтетех.
- Çамрăксем шăна-пăван пекех катаччи чупаççĕ, - ăш пусарас тĕлĕшпе сăмах хушатăп.
- Темле çав. Яш-кĕрĕм çынна таптасчĕ-ха тесе çÿремест. Унăн хăйĕн шухăшĕ, хăйĕн пурнăçĕ. Çамрăксем çынна таптас марччĕ-ха тесе те çÿремеççĕ. Икĕ хут кунта килсе ларчĕ-ха вăл. Илемлĕ, çамрăк ача, питĕ хуйхăрать хăй.
Иртнĕ уйăхра Çеçпĕл Мишши музейĕн çуртне уçма кайни çинчен каласа пачĕ. Чылайăшĕ кĕрĕк тăхăнса пынă. Ку вара - çурхи пальтопа. Хытă ĕнтĕркерĕ, анчах аптрамарĕ. Тепĕр кунне пирĕн пата килчĕ. Герасим Харлампьев çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ уявра тантăшĕ çинчен тухса калаçрĕ. Çав сăн ÿкерчĕке патăм. «Эпĕ хитре мар», - тиркерĕ хăйне.
Нумайччен пуплерĕмĕр. Калаçăва пĕрле выртакансем хутшăнкалаççĕ. «Чĕрĕлсен кашнин çинчен çыратăп», - ĕмĕтленет вырăнпа выртаканскер.
Больницăран ăна хваттерĕнчи урайне пĕрене пек килсе пăрахнă. Тенкел шутарса ача пек çĕнĕрен утма вĕреннĕ вăл. Пурнăçа юратни ура çине тăма пулăшнă.
«Эпĕ пиçсе çитнĕ çынсенчен паттăр çуралнă. Икĕ ача çуратнă аннен организмĕ вăл вăхăталла çирĕпленсе çитнĕ», - патварлăхĕн тупсăмне пĕлтерет Валентина Андреевна.
Ашшĕ Энтÿк ятлă пулнă. Ялта ăна Трапхин Энтÿкĕ тенĕ. Хут çинче Андрей Трофимович тесе палăртнă. Унăн хушамат пулман: куштан, юрăхсăр çынсене кăна ял лĕкĕрчĕкĕсем /çынран кулакансем/ хушамат панă. Амăшĕ Униççе, Анисия Кирилловна, 7 çухрăмри Йăнтăрччă ялĕнчен качча килнĕ. Вăл ĕçре питĕ хастар пулнă. Ăна тăтăшах делегата суйланă. Пуху-канашлусенче хĕрлĕ косынка панă. Униççе ăна килте те, ялта та çыхса çÿренĕ. Унăн çĕвĕ машини пулнă. Ачисене унпа кĕпе çĕлесе тăхăнтартнă. Хĕрĕсене, Марьепе Валюша, уйрăмах хитре çÿретме тăрăшнă: çÿçĕсене çивĕтлесе бантик çыхнă, пуç çине пысăк çаврака тура лартнă. Ашшĕпе амăшĕ, хресченсем, хут пĕлнĕ. Вĕсен иккĕмĕш ачи, ывăл, пĕчĕклех вилнĕ. Икĕ хĕр те пилĕк ывăл çитĕннĕ.
- Пирĕн пĕчĕкки çуралчĕ. Ывăл. Мĕнле ят хурар? - ыйтнă Шупашкарти медицина техникумĕнче вĕренекен хĕрĕнчен хĕллехи каникула киле лашапа илсе каякан ашшĕ çул çинче.
- Ятне Евгений, хушаматне Онегин хур. Евгений Онегин питĕ илемлĕн илтĕнет, - нумай шухăшласа тăмасть Валюш, Пушкин произведенийĕсемпе паллашма пуçланăскер.
Çапла вара Энтÿкпа Униççен ывăлĕ Евгений Онегин пулса тăрать. Женьăн тăхăмĕсем Онегин хушаматпах çÿреççĕ, Йĕпреçре пурăнаççĕ.
Женя вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Шÿтлеме юратаканскер çилленме мар, тав тунă: «Тавтапуç мана çапла хушамат панăшăн. Пĕтĕм вăрман Онегин тесе чĕннипе янăраса тăрать».
9 çулта Валюш виçĕ çухрăмри кÿршĕ яла, Тăвайне, вĕренме каять. Кивĕ Пуянкассинчен вăл кăна шкула çÿрет. Пĕрле вылякан Наталипе Пăлакие килте ĕçлекен кирлĕ тесе ямаççĕ. Çĕнĕ Пуянкасси ачисем Тăвай шкулне вĕсен ялĕ витĕр çÿреççĕ. Валюша курсанах йĕкĕлтесе ашкăнма тытăнаççĕ, тутăртан, çивĕтрен туртаççĕ. Вĕсем иртсе кайиччен çырмара пытанса ларакан пулать хĕр ача. Тăвайне кĕриччен тепĕр чăрмав: пысăк мăнтăр ула йытă вĕрсе кĕтсе тăрать. Ирттерсе ямасть, çăкăр пăрахса парсан тин çул уçăлать.
Çулла тара кĕрĕшсе тырă вырнă. Уншăн темиçе кĕрепенкке тырă илсе килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна пасарта сутнă, укçипе тутăр, саппунлăх çитсă туяннă.
5-мĕш класс хыççăн ашшĕпе çирĕм çухрăмри Кавала пасара каять. Тăвайккинче кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă шкул асамлă кермен пек хĕр ачана илĕртет, хăй патне туртать. Çакăнта вĕренес! Ашшĕне ÿкĕте кĕртет, виçĕ çул кунта ăс пухать. Мал ĕмĕтлĕ пулнă çав, унсăрăн çирĕм çухрăмри Кавала мар, виçĕ çухрăмри Тăвайнех çÿренĕ пулĕччĕ.
Хĕлле çын патĕнче хваттерте пурăнать. Куллен Таиç ятлă хĕр тусĕпе шкула чупать. Пуян çемьерен тесе пăртакран лешне шкула кĕртмеççĕ, вĕренме ирĕк памаççĕ. Çакăншăн темччен хурланса пурăнать Валюш. «Пирĕн вăхăтра ачасем хăюсăр, именчĕк пулнă. Вăтанса шăпăр шăтăкĕнче лараттăм хваттерте, шăпăр шăтăкĕнчен, кăмака хыçĕнчен тухман. Урок хатĕрлеме ăçта унта, кил хуçисем маншăн краççын çунтарĕç-и?» - аса илет çыравçă. Хĕлле ашшĕ-амăшĕ пасара килекенсенчен çăкăр парса ярать. Шăннăскерĕн ним тути çук, кĕл пекех. Çурсерен ача «чĕп куçĕпе» аптрать. Çурхи каникулта тăван ялта канас тет. Çулĕ çăмăл мар, ейÿ илнĕ шыва кайса Валя чылайччен ÿпне çăпанпа тертленет. Çĕр типсен куллен киле хутлать. Кунсерен 40 çухрăм утать.
- Утман, чупман - вĕçнĕ, çавăнпа нумай пурăнатăп пуль. Кавала икĕ тĕрлĕ çулпа çитме пулатчĕ: е вăрманпа пыратăн, е питĕ тарăн çырма урлă каçса Улăп тăпри текен çÿллĕрех вырăна хăпаратăн. Икĕ çулĕпе те çÿреттĕм. Улăп тăприн тăрри тикĕсчĕ, унта хытăрах чупаттăм. Улăп тăпри çийĕпе çÿрекен нумай пурăнать теççĕ халăхра, - асĕнчен тухмасть телейлĕ ачалăх.
Хăш-пĕр чухне Энтÿк чи аслă ачине, Марьене, йăмăкне лаша кÿлсе леçме хушать. Виçĕ çухрăмри вăрман хĕрринчи хуралçă çурчĕ патне çитсен лаша чăхăмлать, тăп чарăнать, тем тусан та вырăнтан тапранмасть. Марье йĕрес патнех çитет. Ирĕксĕрех каялла çаврăнма тивет. Валюш урапа çинчен анса малалла çуран утать...
Ĕмĕр тăршшĕпех вăл пĕлÿшĕн çуннă. Шупашкарти медицина техникумĕнче, педагогика институчĕн хатĕрленÿ уйрăмĕнче, хаçат шкулĕнче вĕреннĕ. Сарă тури, Ленинградри медицина институчĕсене вĕренме кĕнĕ, анчах иккĕшĕнче те пĕр кун та вĕренме тÿр килмен. Малтанхинче аякри хулара пурăнма укçа-тенкĕ хĕсĕкки, кайранхинче ачи пĕчĕкки тухтăра тухас ĕмĕте татнă.
Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Элпи. Иккĕшне те Мускаври аслă шкултан вĕрентсе кăларнă.
Радиора, çыру ĕçĕнче тăрăшнă, пурнăçĕнчи йывăрлăхсене асăрхаман. Йывăрлăха йывăрлăх вырăнне хуман. Хваттер парсан пĕр писатель ахăлтатса кулнă: «Çын пенсие кайнă, тин хваттер пачĕç».
Литературăри çула та уçма çăмăл пулман. 1946 çулта «Ялав» журналта «Паруççи пукани» калав пичетлесе кăларать. Чăваш критикĕсем сĕнÿ, асăрхаттару параççĕ. Çамрăк автор хăраса ÿкет, çырма пăрахать. Икĕ çултан тин Георгий Ефимов сăвăç хавхалантарнипе ку ĕçе çĕнĕрен пикенет.
«Çырсан, тен, 100 çултан та иртĕп. Çырни пулăшать», - тет.
Çырать-ха Валентина Элпи, çырать. Эпир уншăн чунтан савăнатпăр.
Галина ЕЛИВАНОВА,
К.В.Иванов ячĕллĕ литература
музейĕн наука аслă сотрудникĕ
Комментари хушас