Вăл паян та пирĕнпе

Район хаçачĕн 1970 çулхи пĕрремĕш номерне кăларнă хыççăнах эпир - тĕп редактор, унăн çумĕ, яваплă секретарь - университет-института экзамен тытма тухса кайрăмăр. Комсомольски районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçат редакторĕ Лаврентий Таллеров "Коммунизм ялавĕнче" ĕçлеме Шупашкара куçнă хыççăнах редактор тивĕçĕсене пурнăçлама Горький /халĕ Чул хула/ хулинчи партин аслă шкулĕнче тăваттăмĕш курсра куçăнлă майпа вĕренекен Никандр Якимова чĕнсе илнĕччĕ.

Çĕнĕ çул иртсе кăрлач уйăхĕ пуçланнă хыççăнах вăл юлашки курсра куçăнсăр майпа вĕренме пуçăнчĕ. Яваплă секретарьте ĕçлекен Виталий Шемекеев та 1969 çулхи çулла Хусан университечĕн журналистика факультетĕнче куçăнсăр майпа вĕренме тытăннăччĕ. Эпĕ, райхаçат редакторĕн çумĕ, Чăваш патшалăх университечĕн "заочникĕ" шутланаттăм.

Ик-виç эрнерен Комсомольскине таврăнса ĕçе тухрăмăр. Вĕренÿ, аслă шкулсенчи ĕç-пуç пирки пĕр-пĕрне кала-кала паратпăр.

Виталий Шемекеев Хусан университетĕнче сочиненисене чăвашла çыратăп тесе сăмахлать. Мана çакă суя пекех туйăнчĕ. "Ан тыттарса тăр, Виталий! Хусан университечĕн журналистика факультетĕнче чăвашла пĕлекен миçе профессор ĕçлет?" - ыйтрăм эпĕ. Виталий çилленсе кайрĕ, хăйне хирĕçлесен вăл питĕ хăвăрт вĕриленетчĕ.

"Миçе профессор ĕçленине пĕлместĕп. Пирĕн кафедрăра преподавательте Петров хушаматлă чăваш ĕçлет, чăвашла çырнă материалсене вăл тĕрĕслет, - терĕ Шемекеев.

Хусан университетĕнче Пăва хутлăхĕнчи Константин Константинович Петров чăваш ĕçлет тенине илтнĕччĕ-ха эпĕ. Вăл çырнă "Лина", "Çĕкленÿ", "Тайăр Тимкки - поэт-революционер", "Юратсан" кĕнекесене те вуланăччĕ. Шемеккевпа калаçнă хыççăн библиотекăна кайса çав кĕнекесене тепĕр хут тытса уçса хупкаларăм. Константин Петров пурнăçĕ пирки çырни унта питĕ сахал. Вăл Тутарстана кĕрекен Пăва районĕнчи Пимĕрсел чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ-мĕн. 1941 çулта Ульяновскри чăваш педагогика техникумне пĕтернĕ, пĕр вĕренÿ çулĕ ялти шкулта учительте ĕçленĕ, 1942-1945 çулсенче хĕсметре пулнă, 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа 1963 çулччен Хусанта чăвашла тухакан "Ленин ялавĕ" хаçатра корреспондентра, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнче, яваплă секретарьте ĕçленĕ, 1958 çулта компартин Тĕп комитечĕ çумĕнчи аслă шкултан вĕренсе тухнă, 1963 çулта ăна Хусан университетне чĕнсе илнĕ. Вăл кунта журналистсем пулма хатĕрленекен студентсене вĕрентнĕ, филологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă.

Çав тапхăртан Константин Петров пурнăçĕпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçларăм, вăл çырнă кĕнекесене тухнă хыççăнах тупса вулама тытăнтăм. 1972 çулта унăн "Юратупа наркăмăш" романĕ пичетленчĕ /иккĕмĕш кăларăмĕ 1984 çулта çапăннă/. Романра суя тĕнлĕ ИПЦ сектинче тăракан çынсен сăнарне уçса панă. Ку кĕнекепе çыхăннă пĕр кăсăклă пулăма час-часах аса илетĕп. Кĕнеке ял тата шкулсен библиотекисенче алран-алла çÿретчĕ, вулакан нумай пулнипе часах çĕтĕлсе пĕтетчĕ. Райхаçат редакторĕ пулнă май пĕррехинче парти райкомĕн пропаганда пайĕн инструкторĕпе аякри шкула тухса кайрăмăр. Унта уроксем пĕтнĕ вăхăталла çитрĕмĕр. Директор пире улттăмĕш класа илсе кайрĕ. Кунта ачасем Константин Петровăн "Юратупа наркăмăш" романне сÿтсе яваççĕ-мĕн. Эпир пырса кĕнĕ чухне конференци вĕçленсе пыратчĕ. Ачасем килĕсене хăвăрт тухса кайрĕç. Райком инструкторĕ директорпа учительницăна кăштах тăхтама хушрĕ. "Кирлĕ-и улттăмĕш класра юрату çинчен çырнă кĕнекене сÿтсе явма?" - ыйтрĕ хайхискер вĕсенчен. Лешсем нимех те шарламарĕç. "Сирĕн сĕнĕвĕре шута илĕпĕр", - тенипех çырлахрĕç.

Киле таврăннă чухне эпĕ инструктортан вăл çак кĕнекене вуланипе вуламанни çинчен ыйтрăм. "Вуламан, анчах ячĕ хăех ăнлантарса парать", - терĕ вăл. Эпĕ ăна кĕнеке юрату ыйтăвĕсене мар, суя тĕн сектинчи çынсем ултав аллине кĕрсе ÿкнине уçса пани çинчен каласа ăнлантартăм. Инструктор вăтанса хĕрелчĕ, нимĕнех те шарламарĕ, унччен учитель пулнăскер вĕренÿ çулĕ пуçланичченех ĕçлеме шкула куçрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен варринелле Константин Петров писатель-ăсчахăн пурнăçĕнче те улшăнусем пулса иртрĕç. 1984 çулта, пенсие тухнă-тухманах, вăл пурăнма Шупашкара куçса килчĕ, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш литература кафедринче ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл, "Хыпар" хаçатăн никĕслевçипе Н.В.Никольский профессорпа çывăх пулнă çын, журналистика ыйтăвĕсемпе те кăсăклансах тăчĕ, тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче çак темăпа "Асамлă сăмах", "Чăваш журналистикинчи жанрсем", "Хыпар" никĕслевçи" кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ. Константин Константинович роман-повеç, калавсем çырма та вăхăт тупатчĕ.

Сакăр вуннăмĕш çулсен варринче вăл икĕ-виçĕ хутчен те Комсомольскине килсе кайрĕ. Района ун чухне Пăва тăрăхĕнчи Пÿркел ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Иванович Мужиков ертсе пыратчĕ. Пÿркелпе Константин Петровăн тăван ялĕ Пимĕрсел - кÿршĕ ялсем. Константин Константинович райцентра килмессеренех Петр Ивановичпа тĕл пулатчĕ, вăл райхаçат редакцийĕнче те, манăн хваттерте те темиçе хутчен пулчĕ.

1991 çул вĕçĕнче эпĕ те Шупашкара куçса килсе "Хресчен сасси" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Константин Петров ăсчах-çыравçă та университетра ĕçлеме пăрахманччĕ-ха. Повеç-калав çырас енĕпе те ун аллинчи калем нихăçан та мăкалман. Шупашкарта час-час тĕл пулнă самантсенче вăл мана хăй çырнă "Сенкер çăлтăр" тата "Айăплисем" кĕнекисене алă пусса парнелерĕ.

Икĕ пинмĕш çулсем те çитсе перĕнчĕç. Константин Константинович Гагарин урамĕнчи вăтăрмĕш çуртра пурăнатчĕ, вăл университета çÿреме пăрахрĕ, пуçĕпех пултарулăх ĕçне кÿлĕнчĕ. Шел те, ăна такăнтаракан пулăмсем те тупăнсах пычĕç. Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕр пуçланичченхи çирĕм çула Константин Петров Çеçпĕл Мишши çинчен каласа паракан "Пурнăçпа вилĕм" романĕпе ларнă. Роман 1999-2000 çулсенче "Тăван Атăл" журналта пичетленчĕ. Произведение вулакансем те, общественноç та тивĕçлипех лайăх хак пачĕç. Тахăш çул /халĕ лайăх ас тумастăп/ ăна издательствăн тематика планне те кĕртрĕç. Кирлĕ чухлĕ тираж пухайман тесе романа кĕнекелесе кăлармарĕç. Çакăншăн автор питĕ пăшăрханатчĕ. Константин Константинович Петров 2007 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Ăна Шупашкар районĕнчи Явăш ялĕ çывăхĕнчи çĕнĕ масара пытарнă.

Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче чăвашсен паллă прозаикĕ, ăсчахĕ Константин Константинович Петров çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Паян та К.Петров çырнă кĕнекесем библиотекăсен сентрисем çинче тусанланса выртмаççĕ. Вĕсем - чи вуланакан кĕнекесен йышĕнче, апла пулсан Константин Петров çыравçă паян та халăх асĕнче.

 

Раççей Писательсен союзĕн членĕ,

Геннадий УТКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.