Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ

23 Авăн, 2014

...1941 çулхи çурла уйăхĕ. Фашист эшкерĕсем совет çарĕсем хирĕç тăнине сирсе Ленинград облаçне вирхĕнсе кĕнĕ, Ленинград хули çывăхне - Колпино хулине - ыткăннă. Тÿрех хулана хăйне те, паллă Ижорски заводне те ярса илме ĕмĕтленнĕ. Унта паха йышши хурçă, карапсемпе танксем валли броня туса кăларнă. Колпино оборонăн малти линийĕнчен 3-4 çухрăмра çеç пулнă. Оборона линине татмашкăн фашистсем совет окопĕсем çине пин-пин авиабомба, снаряд тăкнă. Взрывсене пула çĕр пусăрăнсан татти-сыпписĕр вут-хĕм сирпĕтекен Гитлер çыннисене хирĕç совет салтакĕсем тăнă, тăшмана Анăçалла хăваланă...

Колпино хули тата Кронштадт крепоçĕ - Ленинград çывăхĕнчи çак икĕ вырăна тăшман ярса илеймен. «Çар мухтавĕн хули» хисеплĕ ята ку хуласем тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.

1967 çулта Колпинăна хÿтĕленĕ паттăрсене асăнса мăнаçлă палăк туса лартрĕç. Юнашарах тупă вырнаçтарчĕç, вăл совет салтакĕсене фашист çын çиенĕсенчен хÿтĕленĕ, вĕсен танк бронине витĕр шăтарнă.

Ленинград облаçĕнчи Никольски хулинчи «Беркут» отряд шыравçисем /вĕсене Алексей Макаренко ертсе пырать/ облаçри тата Санкт-Петербургри ытти шырав отрячĕпе, РФ Оборона министерствин 90-мĕш уйрăм ятарлă батальонĕпе пĕрле çак палăкран инçех те мар, хаяр çапăçусем пынă вырăнта шырав ĕçĕсем ирттереççĕ. Вĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паллă япаласене, Ленинграда хÿтĕлесе пуç хунисене шыраççĕ.

«Ас тăвăмăн кĕрхи вахтине» ирттернĕ май шыравçăсем çурла уйăхĕн варринче ĕçе пуçăнчĕç, авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 104 хĕрлĕ армеецăн шăмми-шаккине тупрĕç. 9 паттăр кам пулнине палăртма май килнĕ. Вĕсен хушшинче - 1905 çулта çуралнă Андрей Лукич Мозаев, стрелоксен 268-мĕш дивизийĕн хĕрлĕ армеецĕ, 1942 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче вилнĕ. Чăваш АССРĕнчи Çĕмĕрле районĕнчен.

Вĕсене Никольски хулинчи тăванла масара чыслăн пытарма йышăнчĕç.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 12 сехетре Ленинграда хÿтĕлесе пуç хунă салтаксене хисеплесе пытарма Тăванла масар çине Никольски хулин ертÿлĕхĕ, унта пурăнакансем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, Ленинград облаçĕн саккунсем кăларакан Пухăвĕн тата хула канашĕн депутачĕсем пухăнчĕç. Çамрăксемпе шкул ачисем йышлăн пулчĕç.

Никольски хула канашĕн пуçлăхĕ Вера Юсина микрофон патне пырать:

- Паян эпир хамăрăн граждан тивĕçне пурнăçлама - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çĕр-шыва, Ленинграда, пирĕн тăван Никольски çĕрне хÿтĕленĕ салтаксене пытарма - Тăванла масар çине пухăнтăмăр. Эпĕ шыравçăсене, отряд командирне Алексей Макаренкăна тăван çĕре юратса çапла пысăк ĕç туса ирттернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çула яхăн иртрĕ. Анчах та вăрçă пуç хунă юлашки салтака пытармасăр вĕçленмест. Паттăрсене, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнар, ĕмĕр-ĕмĕр мухтав вĕсене.

Облаç саккунсем кăларакан Пухăвĕн депутачĕ Иван Хабаров сăмах илчĕ:

- Çак куна пирĕнтен кашниех асра тытĕ. Хĕрлĕ Çарăн вăрçăра пуç хунă 104 салтакне паян паттăрсене пытарнă пек сăваплă çĕре парăпăр. Вĕсенчен 9-шĕн ячĕ паллă пулни савăнтарать. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кунта пуç хунă паттăрсен тăванĕсем килессе шанатпăр.

- Вилнисене ĕмĕр-ĕмĕрех тивĕçлипе асра тытса пурăнăр, аслисене хисеплĕр, хамăрăн Тăван çĕр-шыва упрăр. Вăрçăра пуç хунисен чунĕсем Çÿлти Патшалăхра пулччăр, - терĕ çамрăксене Иван Филиппович.

Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕн, отставкăри подполковникăн, Никольски хулин хисеплĕ гражданинĕн Валерий Казаковăн сăмахĕсем пурин чунне те хускатрĕç:

- Эпир Ленинграда хÿтĕлесе вилнисемпе сыв пуллашатпăр. Никольски çĕрĕ çакăнта пуç хунисен юнĕпе пĕвеннĕ. Çапăçура вилнĕ пин-пин салтака тивĕçлипе пытарман-ха. Эпир, ветерансем, паянхи ăру пирĕн пекех Тăван çĕр-шыва юратнине, кирлĕ пулсан ăна хÿтĕлеме кар тăрасса шанатпăр.

Ленинград фрончĕн 55-мĕш çарĕн çапăçура пуç хунă салтакĕсен ячĕсене вулаççĕ, вĕсене медальонĕсем тата япалисем тăрăх палăртнă.

Тĕлĕнмелле ĕçсемпе палăрнă Микула Святитель чиркĕвĕн настоятелĕ Михаил молебен ирттерчĕ.

Пурте пĕр самант шăп тăраççĕ. Пăшалран пенĕ май салтаксене пытараççĕ. Тăванла масара тупăксене антараççĕ. Часах вил тăпри чечексемпе витĕнет. Никольски çыннисем палăк умне чечексем хураççĕ. 10 çулсенчи арçын ача куртки кĕсйинчен икĕ пан улми кăларчĕ те палăк умне чечек кăшăлĕсен хушшине хучĕ...

Леонид ЯКУШИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.