Вăл çынсене юратнă

29 Çу, 2015

Шăп та лăп Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнипе пĕр вăхăталла килчĕ Чăваш халăх писателĕн, «Хура çăкăр», «Тимĕр», «Эпир совет салтакĕсем», «Тăватă кун», «Вăрçăпа çĕнтерÿ» тата ытти кĕнеке авторĕн Илпек Микулайĕн 100 çулхи юбилейĕ. Вăл, Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕскер - 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршыв аслă вăрçин паттăрĕ. Тискер вут-çулăмра тухса тăнă «На разгром врага» хаçат редакторĕ пулнă. Çапăçусенчи паттăрлăхĕпе хăюлăхĕшĕн Тăван çĕршыв вăрçин 2-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.

Эпĕ ăна пурнăçăмра тăватă хутчен курнă. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн «Пионер сасси» хаçатра ĕçлеттĕм. Çĕнĕ пичет çуртне куçса килни нумаях мар-ха. Коридорпа пит вашават çын утса пырать. Ман тĕле çитсен тăп чарăнса тăчĕ те:

- Йăмăкăм, - терĕ утти пекех вашават сассипе. - Салам пултăр сана. - Литература пайĕ хăш пÿлĕмреччĕ-ши?

Эпĕ ăнлантартăм. Вăл тав турĕ. Уйрăлтăмăр.

«Ку - Илпек Микулайĕ-çке, - мĕлтлетрĕ пуçăмра.

Çавăнтах вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухнехи асăма килчĕ. 1969 çулхине çамрăк писательсен республикăри канашлăвĕ иртрĕ. Ку вăхăталла эпĕ, самаях çырма-пичетленме пуçласа кăштах ырă ят та илтнĕскер, хавхалану çунатне сĕртĕнме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Ĕçлес кăна килсе тăратчĕ. Краççын лампи çутинче ирчченех хутпа кăранташа алăран ямастăм. Манăн тăван ялăма электричество çути каярах кĕртрĕç. Патăрьелне, Шупашкара ăсататтăм çырусене. Пичетлесе кăларсан çав тери савăнаттăм. Тĕрĕссипе, пичетлеменни пулман та пулĕ. Кирек епле статья-тĕрленчĕке те хаваспа йышăнатчĕç редакцисем.

Асăннă 1969 çулхине Шупашкартан йыхрав килчĕ: çамрăк писательсен республикăри канашлăвне чĕнеççĕ. Вуннăмĕш класра вĕренекенскерех, ача-пăчана - канашлăва!

Нихăçан та асран тухмасть Алексей Талвир ырă сунса калани. «Патăрьелĕнчен килнĕ çамрăк авторăн калавĕсене уйрăм кĕнекен кăлармалла», - терĕ прозаиксен ушкăнне ертсе пыракан Алексей Филиппович. Вăтанса-хĕрелсе кăна ларатăп ĕнтĕ. Ăшра çĕнĕ калав тĕвĕленет...

Акă, трибуна умне вăтам çулсенчи арçын стайлăн утса тухрĕ. Çийĕнче унăн - чăваш тĕрриллĕ шурă кĕпе. Хура костюмпа. Васкарах кăна, анчах ăнланмалла, шухăшлăн пуплет. Ăна итленĕçем итлес килет. Ĕнтĕ пĕр сăмахне те сиктерместĕп. Çăтатăп пурне те. Маншăн пурте кăсăклă. Пĕлес, итлес килет ăна. Кашни сăмахне астуса юлас килет. Çакă чаплă тĕлпулу паян пулас-тăк, диктофон çине çырса пымалла. Çыннине палламастăп-ха. Никамран ыйтма хăяймасăр ларатăп. Кăштахран канашлăва ертсе пыракан пĕлтерчĕ - çакă çын «Хура çăкăр» роман авторĕ Илпек Микулайĕ пулчĕ иккен. Эпир библиотекăран ăмăртмалла илсе вулакан хайлав авторĕ. Килте сĕтел çинче вулама пуçланă «Тăватă кун» кĕнеке кĕтет мана...

Çав чаплă канашлу хыççăн темиçе çул иртсен, ав, кама куртăм иккен эпĕ! Николай Филиппович Илпек писателе. Çав кунах тепĕр хутчен те курнăçма тÿр килчĕ унпа. Эпĕ ĕçлесе ларакан пÿлĕм алăкне уçса пăхрĕ.

- Э, эс кунта ларатнам? Пĕлмен те, - тесе тепĕр хут алă тытрĕ. Ĕмĕрĕпех пĕр-пĕрне пĕлнĕн туйăнса кайрĕ, тупата. - Çыратна? Тăрăш, хĕрĕм, - терĕ. - Унтан «Çине тăрса ĕçлесен, çиме çăкăр пулатех», - тесе мана вăтантарса хăварчĕ.

Юлашки хутĕнче Шупашкарти Ленин проспектĕнчи тăваттăмĕш çуртра Чăваш Писательсен союзĕнче тĕл пулсаттăмăр...

Кун мар, ĕмĕр иртет тенĕ. 1981 çулта Илпек Микулайĕ пурнăçран уйрăлса кайнине илтрĕмĕр. Пирĕн хурланăвăн вĕçĕ те пулмарĕ. Халăх хисепĕ паян та, ыран та - нихăçан та иксĕлмест. Ытла ир кайрĕ пурнăçран. Вăрçă нуши-тертне мĕн таран тÿсме тивнĕ те, мăнтарăн çыннийĕн. Кăмăлĕпе тимĕр пекех çирĕп пулсан та, никама та тимĕртен туман, çав шутрах «Тимĕр» кĕнеке авторне те.

Тимĕрпе, Владимир Бараев сăвăçпа, иккĕшĕ пĕр ялтанах вĕсем. Пилĕк çул çеç уйăрса тăрать вĕсене, икĕ мăнаçлă юмана, икĕ пултаруллă чăваша. Владимир Бараев сăвăç, шел те, хăрушă вăрçă хирĕнчен хăтăлса тухайман, 1942 çулта Сталинград хулишĕн пынă вутлă çапăçура паттăрла пуçне хунă. Тусĕ-юлташĕ вара, талантлă Илпек Микулайĕ, ун çинчен «Тимĕр» ятлă кĕнеке çырса кăларнă. Повесть авторĕ хăйĕн геройне «çывăхран» курса вăрçă геройĕн чăн-чăн çынлăхне, паттăрлăхне уçса панă. Шухăшлатăн та - тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Вăрçă паттăрĕ çинчен вăрçă тертне тÿссе ирттернĕ çыннăмăр çырнă çак кĕнекене.

Çитмĕл çул çитрĕ, çитсе иртсе те кайрĕ иртнĕ вăрçă кĕрлевĕ-хăрушлăхĕ лăпланнăранпа. Анчах ахрăмĕ халĕ те чакман. Чакма-и? Националистсемпе çĕнĕ фашистсем аттесемпе аннесем, Илпексемпе Бараевсем, Раççей çĕрĕн çыннисем, пĕтĕм Совет Союзĕ çĕнсе илнĕ юнлă Çĕнтерĕве чакарасшăн е пачах чĕрсе пăрахасшăн мăкăлтатаççĕ. Ăна пиртен туртса илме хатĕр çавă нишлĕ чунсем. Сыхăлăха чакарма юрамасть. Тăнăçлăха упрамалла! Тăнăçлăх çулĕ çеç пире малалла аталантарĕ, пурнăçăмăра тивĕçлĕ шая хăпартĕ.

Çак шухăш-кăмăлпа пуçтарăнчĕ Илпек Микулайĕн вилтăприйĕ умне халăх çыравçи çуралнăранпа 100 çул çитнĕ кун халăхăмăр. Писательсемпе артистсем, художниксемпе композиторсем, Шăмăршă ен чăвашĕсем-ентешĕсем. Аслă çыравçăна пуç тайма, тав тума. Пирĕн ирĕклĕхе сыхласа хăварнăшăн, кĕнекисемшĕн.

- Тивĕçлипе мухтанатпăр пирĕн халăхăн Илпек Микулайĕ пуррипе. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра, - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев. - Эпĕ Владимир Бараев пекех Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕринче кайрăм мухтавлă ентешĕм патне. Писательсен союзĕ ун чухне Атăл хĕрринчеччĕ. Именсе уçса кĕтĕм алăка. Пит çамрăкчĕ ун чухне. Николай Филиппович унта ĕçлетчĕ. Ăшшăн йышăнчĕ, манпа калаçса ларма тарават пулчĕ. Çак тĕлпулу пире çывăхлатрĕ. «Хура çăкăр» романа чăваш театрĕнче лартнă эпир. Рольсене валеçсенех хĕрÿ ĕçе пуçăнтăмăр. Чуна ирĕке ярса, савăнса ĕçлерĕмĕр. Спектакль питĕ ăнăçлă пулса тухрĕ. Пĕр чарăнми 18 çул сцена çинчен каймарĕ. Ăна курас текенсем уйăх-икĕ уйăх маларах пырса çырăнатчĕç. Ялсенчен, хуласенчен килетчĕç автобуспа. Шерккей ролĕнче Алексей Ургалкин пулчĕ. Масар çинче те иккĕшĕ юнашар выртаççĕ. Ку, тен, шăпа та пулĕ, Турă çырни.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.В.Романова куçаруçă асаилĕвĕнчен:

- Николай Филиппович Илпекпе хăйĕнпе те, унăн çемйипе те туслă пулнă эпĕ. Хăюллăхăмпа чысăм çиттĕр ĕнтĕ - унăн «Хура çăкăр» романне куçарма шутларăм. Чĕлхи яка та çепĕç. Чăн-чăн чăвашла. Юрласа ĕçлерĕм темелле. «Юрласа» тени кунта ытарлăн калани-ха - пĕртте çăмăл пулмарĕ. Чи кирли - сюжет йĕрне çирĕп тытса пырса автор çырса кăтартнă чăнлăхран пăрăнма юраманниччĕ. Куçару вăл, чăн малтанах, шухăш вичкĕнлĕхне тытса пырасси-çке-ха. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне куçарса вулакан патне çитерни маншăн - чăн-чăн телей.

Патшалăх Канашĕн ĕçченĕ, юридици наукисен кандидачĕ А.И.Ухтияров:

- Илпек Микулайĕ писательпе эпир - пĕр ялтан, «Чăвашкасси» ятлă урамран. Манăн аттепе пĕр класра вĕреннĕ вĕсем. Пĕр парта хушшинче ларнă иккĕшĕ. Кĕнекисенчи геройсен ячĕсене те пирĕн ялтанах илнĕ çыравçă. Тĕне кĕмен чăвашсем пурăнатчĕç, çав ятсене илнĕ: Шерккей, Селиме, Тухтар... Мухтанатпăр хамăрăн ентешпе, вăл çырнисемпе. Ячĕ унăн - ĕмĕр-ĕмĕре!

И.А.Иванов, Митта Ваçлейĕ фончĕн директорĕ:

- Мухтанмалăх ячĕ пур! Вуламалăх, киленмелĕх ĕçĕ пур. Анчах ăна асăнса лартнă палăк çук хулара та. Тăван Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче те. Шухăшласчĕ çакăн пирки. Юрать-ха, Шупашкарти пĕр урама унăн ятне панă.

Илпек Микулайĕ çынсене юратнă. Шăп та лăп юратса çырнăран ĕнтĕ унăн кĕнекисем вилĕмсĕр. Таймапуç, Николай Филиппович!

Юлия СИЛЭМ, çыравçă

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.