Вăхăтра хута кайĕ

15 Çĕртме, 2018

Çĕртмен 13-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн строительствипе паллашнă.
Строительство площадкинче çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов, тĕрĕслевпе надзор органĕсен, çавăн пекех строительство фирмисен ертÿçисем пулнă. Маларах палăртнă тăрăх, Чăваш кадет корпусне 2018 çулхи авăн уйăхĕнче уçма палăртнă. Строительство ĕçĕсем кунта 2017 çулхи утă уйăхĕнче пуçланнă. Мĕн пур корпусра строительсем тăрă витме пуçланă ĕнтĕ, шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Михаил Игнатьев тĕп корпусри ĕç-хĕлпе паллашнă, вĕренÿ класĕсене, спортзала, столовăя, 250 вырăнлă общежитие кĕрсе курнă. Михаил Игнатьев строительсене графикпа палăртнă сроксене пăхăнма ыйтнă. «Пурин те сиксе тухакан ĕçлĕ ыйтусене татса пама хатĕр тăмалла. Чăрмавсем пулмалла мар», — палăртнă Михаил Игнатьев.
Аса илтеретпĕр: Чăваш кадет корпусне «КаДетство» проектпа килĕшÿллĕн хута яраççĕ. Атăлçи тăрăхĕнче шучĕпе 6-мĕш пулĕ вăл. Унта республикăри кăна мар, ытти регионти ачасем те пĕлÿ илме пултарĕç.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.