Вăхăтлăх услам малашлăха тĕтрепе хупăрлать

5 Пуш, 2014

Сĕнтĕрвăрри районне юлашки вăхăтра пуçлăхсемпе ăнсах каймасть. Район администрацийĕн тилхепине юлашки çулсенче ертсе пынă çынна взятка илнĕ тесе суд умне тăратнă май Сĕнтĕрвăррисем çĕнĕ пуçлăх вăхăтлăх пулмасса шанаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, шăпах ертÿçĕсем вăхăтлăххи, «ют» çынсем район нуши-тĕллевне çывăха илменни çине-çинех такăнтарать.

Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Николай Шипулин пирки чăкăлтăш çын тееймĕн, политикăран та аякра, анчах шăпах вăл район влаçне темиçе уйăх ĕнтĕ пĕр ыйтупа канăç памасть - тĕпчет, хурав ыйтать, тĕрлĕ инстанцие çыру çырать.

Ку ĕç-пуç уншăн пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче пуçланнă. Çавăн чухне вăл район хаçатĕнче пĕлтерÿ асăрханă: район администрацийĕ Сĕнтĕрвăрри хулинчи Лазо урамĕнчи 64-мĕш çурта аукциона сутлăха кăларнă иккен. Пурăнмалли мар çурт, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 928,3 м2 танлашаканскер. Тăван хулана аван пĕлекенскер, Николай Михайлович шухăша кайнă: мĕнле çурт-ха ку? Ача сачĕ мар-и? Интересленнĕ те, чăннипех çавă иккен - «Ромашка» ача сачĕ!

«Хулара ача сачĕсенче ахаль те вырăн çитмест, администраци вара пур çурта сутлăха кăларать - тĕлĕнмелле вĕт!» - тет Н.Шипулин. Ку енĕпе хăйĕн интересĕ пуррине те пытармасть: мăнукĕ ÿсет, ун валли те садикре вырăн кирлĕ - «çав ача садне кĕçех уçаççĕ пуль-ха тесе шанса тăраттăм...» Пăшăрханăвĕ - унăн кăна та мар. Çав микрорайонта юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ темиçе çурт çĕкленнĕ, эппин, пĕчĕк ача та чылай - садик кирлех. Çавăнпа, Николай Михайлович шухăшĕпе, муниципалитет чиновникĕсем чееленнĕ: пĕлтерÿре сутлăха кăларакан лот ятне «Ромашка» ача сачĕ пулнă çурт» тесе кăтартман, «пурăнмалли мар çурт» тесе çеç палăртнă - çынсем курмĕç-асăрхамĕç, кăмăлсăрланмĕç тенĕ-тĕр. Анчах куракан-асăрхакан тупăннă ав.

Асăннă çурт историйĕ хăйне евĕрлĕ теме те пулать. 140 вырăнлăх «Ромашкăна» иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринче çĕкленĕ - предприятин ача сачĕ пулнă. Каярахпа, 1992 çулта, ăна муниципалитет харпăрлăхне панă. Самани, асрах-ха, пăтрашуллăччĕ, йывăрччĕ. Ача йышĕ те чакнă, тытса тăрасси тăкаклă - райадминистраци йышăнăвĕпе ача садне пĕтернĕ, унта çÿренĕ 76 ачана ытти садике куçарнă. Пушаннă икĕ хутлă çурта вара районăн тĕп больницине хирурги уйрăмĕ валли панă. Анчах медиксем кунта вырнаçса ĕлкĕреймен.

Район администрацийĕн черетлĕ хушăвĕпе 2000 çулта çурта хулари 1-мĕш гимназие панă - пуçламăш классем валли. 2012 çулхи юпа уйăхĕнче райцентрта гимназин çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă. Район влаçĕсем çавăн чухне Чăваш Ен ертÿçине, халăх умĕнче хавхаланса пĕлтернĕ: халĕ хулари ача сачĕн черечĕпе çыхăннă çивĕч ыйту та татăлĕ - шкул çулне çитменнисем каллех «Ромашка» ача садне çÿреме тытăнĕç. Анчах шантарни, куратпăр, тÿрре тухман - ача сачĕ тепĕр хут уçас вырăнне «Ромашкăна»... сутаççĕ иккен! Акă мĕншĕн Сĕнтĕрвăррисемшĕн ку пушшех кÿренмелле.

Ку ыйтупа Н.Шипулин район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Григорьевпа та курнăçнă. «Çапла, район хыснине укçа кирлĕ, анчах çак ыйтăва ача садне сутса татса памалла-и вара?» - тĕлĕнет Николай Михайлович. Унăн Владимир Иванович алă пуснă официаллă хурав та пур: «Муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха сутлăха кăларни саккунпа килĕшÿллĕ», - тенĕ унта. Ача сачĕн черетне пĕтерес тĕллевпе Сĕнтĕрвăрринче 60 вырăнлăх çĕнĕ садик тума палăртни пирки калама та манман. Çак тĕллевпе ЧР Вĕренÿ министерствинчен ача сачĕн строительствине 2014 çулта регионсен шкулчченхи вĕрентÿ тытăмне лайăхлатмалли меропрятисен шутне кĕртмешкĕн ыйтни пирки пĕлтернĕ.

Ыйтнă - лайăх, анчах кĕртĕç-и-ха, кĕртсен те - строительствăна хăçан вĕçлĕç? Халăха вара ача сачĕ темиçе çултан мар, халех кирлĕ. Çакна республика прокурорĕ Владимир Метелин Н.Шипулин ячĕпе /Николай Михайлович Чăваш Ен прокуратурине те çырнă/ янă çырура та палăртнă: «2013 çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри хулинчи ача садне вырнаçтармаллисен шучĕ 218 ачапа танлашнă. Çав шутра 1 çулталăк тултарманнисем - 98, 1-1,5 çулсенчисем - 79, 1,5-3 çулсенчисем - 41 ача. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çирĕплетнĕ нормативран ирттерсе йышăннисен шучĕ - 61 ача». Урăхла каласан 60 вырăнлăх çĕнĕ ача сачĕ тусан та вăл ыйтăва татса параймĕ.

Çавăнпах пуль район администрацийĕ хăй вăхăтĕнче гимназин пушаннă çурчĕн профильне каялла тавăрса унта 70 вырăнлăх «Ромашка» ача садне тепĕр хут уçма йышăннă. Реконструкци тума проектпа смета документацине те хатĕрленĕ. Анчах электричествăпа, шывпа, ăшăпа тивĕçтерес, пушар хăрушсăрлăхĕ, ытти енĕпе проект тĕлĕшпе асăрхаттару нумай пулнă иккен. Вырăнти влаçсем вара çăмăл çул суйласа илнĕн туйăнать: проектпа çыхăннă çитменлĕхсене пĕтерни ача сачĕн реконструкцине ытлашшипех хаклатса ярать, çавăнпа та çĕнĕ ача сачĕ тăвас. Прокуратура тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем, чăн та, кун пирки иккĕленÿ çуратаççĕ: киввине реконструкцилени ытла та хакла ларассине, ун вырăнне çĕннине туни вырăнлăраххине çирĕплетекен документсем çук... Тепĕр енчен, «Ромашка» çуртне реконструкцилесси тата приватизацилесси çинчен тунă йышăнусем саккун требованийĕсемпе килĕшсе тăмаççĕ иккен. Çавнашкал йышăнусем пурнăçпа ĕç-хĕле, ачасен вĕренĕвĕпе аталанăвне, канăвне, социаллă хÿтлĕхне мĕнлерех витĕм кÿрессине малтанах экспертиза ирттерсе хакламалла пулнă - çапла туман. Хулари демографи лару-тăрăвне те шута илмен.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса прокуратура тивĕçлĕ представлени тарăтнă, саккун требованийĕсене тивĕçтермен йышăнусене протестленĕ.

...Тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ тесе Н.Шипулин лăпланма пултарать пек ĕнтĕ. Иртерех-мĕн. Пăхать те - нимех те улшăнман: Лазо урамĕнчи 64-мĕш çурт - çав-çавах сутмаллисен шутĕнче. Кун пирки Николай Михайлович район прокуратуринчен муниципалитет пурлăхĕн реестрне кирлĕ пек тытса пыманни пирки администраци ячĕпе хушма представлени тăратма ыйтнă. Прокурор çумĕ В.Соловьев алă пуснă хурава ĕненес тĕк - «Ромашка» ача садне муниципалитет пурлăхĕн реестрне кĕртнĕ чух саккун требованийĕсене пăсман».

- Мĕншĕн пирĕн яланах ĕçе сутассинчен пуçлаççĕ?- ыйтать Н.Шипулин. - Самантлăх тупăш пултăр, строительство ыйтăвĕсемпе вара кайран урăххисем ĕçлеччĕр - çапла пулса тухать-çке. Хула варринчи çурт - 35% кăна кивелнĕ, 0,6 га ытла çĕр лаптăкĕ - илĕртÿллĕ вĕт. Вĕсемпе мĕн тумалли хулан депутатсен Пухăвне те, хула администрацийĕн пуçлăхне те шухăшлаттармасть пулас - вĕсем ача садне çĕнĕрен уçассишĕн чи малтан тăрăшмалла пек. Сутса ярĕç те - çĕнĕ садик валли каллех çĕр шырамалла, ĕç каллех тăсăлса кайĕ...

Шел те, апла пулмĕ тесе Сĕнтĕрвăррисене лăплантарма чĕлхе çаврăнмасть. Пăшăрханăвĕ чăннипех вырăнли вара - куç кĕрет.


Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.