Вăхăта васкатмăпăр. Çапах...
Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ тăван республикăмăр историйĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен суйлавĕпе палăрса юлĕ. Паллах, унăн «шăпи» паянах кăсăклантарать. Халăх шухăш-кăмăлне тĕпчесе пĕлекен институтсемпе центрсем вăл мĕнлерех пĕтĕмлетÿпе вĕçленессе халех пĕлме тăрăшаççĕ. «Социс» центр ĕçченĕсем, акă, июль уйăхĕнче телефонпа шăнкăравласа виçĕ пин ытларах суйлавçăна темиçе ыйту панă. Калаçма кăмăл тунисенчен ыйтса пĕлнисен статистика йăнăшĕ 2 процентран пысăках мар.
«Эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнатăр-и?» ыйтăва суйлавçăсен 58% çирĕппĕн хуравланă: «Хутшăнатăп».
- Кандидатсенчен хăшĕшĕн сассăра панă пулăттăр?
Суйлава хутшăнма çирĕп шухăш тытнă суйлавçăсен хуравĕ çапла:
М.Игнатьевшăн - 53%, В.Шурчановшăн - 7%, О.Николаевшăн - 6%, К.Субботинпа В.Сапожниковшăн - 2-шер%. Пурне те хирĕç - 2%.
Хуравлама тăхтаса тăнисенчен /вĕсем - 28%/
«Хăш кандидатшăн эсир пачах та сасăламан пулăттăр?» тесе ыйтсан М.Игнатьевшăн - 5% сасăламасса пĕлтернĕ. Апла-тăк М.Игнатьевшăн 23% сасăлатех. Ку - чи çÿллĕ рейтинг.
«Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче кам çĕнтерет?» ыйтăва респондентсем çапла хуравланă:
М.Игнатьев - 56%, О.Николаев - 3%, В.Шурчанов - 2%, К.Субботин - 1%, В.Сапожников - 1%. Хуравлама тăхтаса тăнисем - 37%.
Статистика М.Игнатьевăн шанăç пысăккине çирĕплетет. Ытти кандидатсен шаннă çыннисем çĕнтерĕве питех ĕненмеççĕ.
Камшăн сасăлассине çирĕп палăртнă респондентсенчен «Эсир çак йышăнăва улăштармастăр-и?» тесе ыйтсан респондентсем «Ку - тĕрĕс йышăну, вăл улшăнмасть» тесе хуравланă:
М.Игнатьевшăн - 72%, В.Шурчановшăн - 56%, О.Николаевшăн - 50%, К.Субботиншăн - 52%, В.Сапожниковшăн - 32%. Пĕтĕмлетÿ: М.Игнатьевăн - чи çирĕп шухăшлă электорат.
Политика партийĕсен - хăйсен рейтингĕ. Вĕсем çапла вырнаçнă: «Единая Россия» - 61%, КПРФ - 8%, «Справедливая Россия» - 7%, ЛДПР - 4%, «Партия пенсионеров России» - 2%. Хуравлама килĕшменнисем - 15%, пур кандидата хирĕç - 3%.
Тĕп пĕтĕмлетÿ: суйлав пĕр турпа иртет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев суйлав кампанийĕнче 55-65% сасă пухать. Иккĕмĕш вырăнта - В.Шурчанов /15-20%/, виççĕмĕшĕнче - О.Николаев /7-15%/, К.Субботинпа В.Сапожниковăн - 5% яхăн. Ку - июль уйăхĕнчи тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ. «Социс» центрăн август уйăхĕнчи тĕпчевĕпе кăшт каярах паллаштарăпăр.
Юрий СТЕПАНОВ кăсăкланнă