Вăхăта усăсăр ирттермеççĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнчи ачасем каникула усăллă ирттереççĕ. Пушă вăхăтра вĕсем эмел курăкĕ пухаççĕ. Хаклă чĕр тавара Октябрьски райповĕн Карапашри лавккине леçеççĕ.
Ку тăрăхра темĕн тĕрлĕ сиплĕ курăк ÿсет. Анчах ăна пухса тирпейлесси пĕрре те çăмăл ĕç мар. Кашнин ятне, пухма юрăхлă вăхăта, типĕтмелли ĕç-хĕл вăрттăнлăхне пĕлмелле. Акă Наташа Федотова, Таньăпа Саша Треповсем сиплĕ тавар шыраса кунне вун-вун çухрăм утаççĕ. Ачасем çăка чечекне, пилеш курăкне, сар çип утине, ама хупаххине, армутие, чăрăш тăррине, чĕре курăкне нумай хатĕрленĕ. «Çуллахи вăхăтра укçа ĕçлесе илни кăна мар çакă, - тет Карапашри лавкка ертÿçи С.Агатеева. - Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхни те. Çапла майпах ачасем тăван тавралăха юратма, çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене уçма вĕренеççĕ».
И.ВАСИЛЬЕВА.