Уявра та ĕç пиркиех
26 Jun, 2018 | Хыпар | Культура | Уяв

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн пайташĕсем тĕрлĕ регионта пурăнаççĕ. Вĕсем хăçан пĕрле пуçтарăнса калаçма пултараççĕ-ха? Республика пĕлтерĕшлĕ, ЧНКпа çыхăннă мероприятисенче.
Республика кунĕ — пур енĕпе те меллĕ самант. Çак кунсенче Шупашкар Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен чи çывăх хăнасене йышăнчĕ. Кăçал та ЧНКн Мăн Канашĕн пайташĕсем чăвашсен тăван хулине пуçтарăнчĕç. Мероприяти çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртрĕ. Ун ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин канашĕн председателĕ Лев Кураков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, регионсенчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш наци конгресĕ патшалăх влаçĕн органĕсемпе çыхăну тытса ĕçленине ырларĕ, республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсене манманшăн, тăван халăх культурине, йăли-йĕркине, унăн хăйне евĕрлĕхне упраса хăварса аталантарма пулăшнăшăн тав турĕ. Унтан чăваш наци культурине аталантарас тĕлĕшпе хывнă пархатарлă ĕçсемшĕн Анатолий Архипкина /Пенза облаçĕ/ тата Татьяна Яжейкинăна /Етĕрне/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе наградăларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Валерий Филимонов аллинчен Михаил Краснов, Федор Кузьмин, Людмила Петрова илчĕç.
Мĕнле ыйтусем тавра калаçрĕç-ха хальхинче? Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ЧНКн 10-мĕш Аслă пухăвĕ хыççăнхи, вăл иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕччĕ, тĕп ĕçсене тишкерчĕ. Конгресс хастарĕсем кăçалхи ĕ第се¬не Çутта кăларуçă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа йĕркелесе пыраççĕ. Пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» грантне тивĕçни чылай пулăшса пырать.
Мĕн тума мехел çитернĕ-ха? Çулталăк пуçламăшĕнчи чи курăмлă мероприятисенчен пĕри — «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона Санкт-Петербургра уçни. Унта Чăваш Енĕн ÿнерпе культурин паллă ĕçченĕсем, Раççейĕн 12 регионĕнчи чăваш наци культура автономийĕсен пайташĕсем тата Эстонири чăвашсен культура обществин хастарĕсем хутшăннă. Шăпах çавăн чухне ЧНКпа Ленинград облаçĕн Туслăх çурчĕ килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿ алă пуснă. Николай Угаслов конгресс çамрăксемпе ĕçлессине тĕп вырăна хунине те палăртрĕ. Çакна çирĕплетсе темиçе мероприятие аса илчĕ. Сăмахран, «Чăваш наци конгресĕн пуласлăхĕ — çамрăксенче» «çавра сĕтеле» илер. Унта Чăваш Енри, çавăн пекех Пушкăртстанпа Тутарстанри, Ленинград, Мурманск, Чулхула, Самар, Тюмень, Ульяновск облаçĕсемпе Мускавпа Санкт-Петербургри çамрăксем хутшăннă. Каласа хăвармалла: «çавра сĕтелте» конгресс çумĕнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнĕ çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Раççейри чăваш çамрăкĕсен форумне ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Тюмень облаçĕнче Чăваш культурин кунĕсем иртнĕ. Унтах «Иван Яковлев — Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăлараканĕ» ятпа «çавра сĕтел» пулнă. Ун ĕçне Екатеринбург, Челябинск, Тюмень çамрăкĕсем хастар хутшăннă. Шупашкартан çитнĕ хастарсем тăван культурăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Иван Яковлев ячĕпе унăн тăван кĕтесĕнче — Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче — уяв йĕркеленĕ. Чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестивалĕ кăçал пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче 19-мĕш хут иртнĕ.
ЧНК регионсенчи йăхташсене пĕрлештерес тĕлĕшпе пуçаруллă ĕçлет. Иртнĕ çул Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Байкал кÿлли хĕрринче йĕркеленĕччĕ, кăçал ăна Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганскра ирттернĕ.
Николай Угаслов чăвашлăх ĕçĕнчи хастар регионсене уйрăммăн палăртрĕ. Вĕсем — Тюмень, Иркутск, Чĕмпĕр, Тутарстан, Пенза, Красноярск, Чулхула хутлăхĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсем. Конгресăн хамăр республикăри уйрăмĕсенчен Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Муркаш, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Элĕк, Вăрмар тата Елчĕк организацийĕсене асăнчĕ. Доклада сÿтсе явма ЧНК Мăн Канашĕн пайташĕсем хастар хутшăнчĕç. Мăн Канашăн анлă ларăвĕнче çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿ алă пусрĕç.
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.