Уявра та ĕç пиркиех

23 Çĕртме, 2018

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн пайташĕсем тĕрлĕ регионта пурăнаççĕ. Вĕсем хăçан пĕрле пуçтарăнса калаçма пултараççĕ-ха? 

Республика кунĕ — пур енĕпе те меллĕ самант. Çак кунсенче Шупашкар Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен чи çывăх хăнасене йышăнать. Кăçал та ЧНКан Мăн Канашĕн пайташĕсем чăвашсен тăван хулине пуçтарăнчĕç. Мероприяти çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче иртрĕ. Ун ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев та хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсене тăван республикăн чи сумлă уявĕсенчен пĕринче курма кăмăллине пĕлтерчĕ, чи-чи маттуррисене наградăсемпе чысларĕ. Чăваш наци конгресĕн членĕсем Анатолий Архипкин тата Татьяна Яжейкина ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç. Валерий Филимонов ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Михаил Краснова, Федор Кузьмина, Людмила Петровăна пачĕ.

Хальхинче мĕнле ыйтусем тавра калаçрĕç-ха? Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ЧНКан 10-мĕш Аслă пухăвĕ хыççăнхи, вăл иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕччĕ, тĕп ĕçсене тишкерсе тухрĕ.

Конгресс хастарĕсем кăçалхи ĕçсене Çутта кăларуçă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа йĕркелесе пыраççĕ. Пархатарлă çак пулăма пурнăçа кĕртме иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Раççей Президенчĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» грантне тивĕçни те пулăшса пырать.

Николай Федорович проектпа çыхăннă ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Мĕн тума мехел çитернĕ-ха?

Çулталăк пуçламăшĕнчи чи курăмлă мероприятисенчен пĕри — «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона Санкт-Петербургра уçни. Унта Чăваш Енĕн ÿнерпе культурин паллă ĕçченĕсем, Раççейĕн 12 регионĕнчи чăваш наци культура автономийĕсен пайташĕсем тата Эстонири чăваш культура обществин хастарĕсем хутшăннă.

Конгресс çамрăксемпе ĕçлессине тĕп вырăна хурать. Николай Угаслов çакна çирĕплетекен темиçе мероприятие аса илчĕ. Сăмахран, «Чăваш наци конгресĕн пуласлăхĕ — çамрăксенче» «çавра сĕтеле» Чăваш Енри, çавăн пекех Пушкăртстанпа Тутарстанри, Ленинград, Мурманск, Чулхула, Самар, Тюмень, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Мускавпа Санкт-Петербургри çамрăксем хутшăннă.

Ака уйăхĕн вĕçĕнче Тюмень облаçĕнче Чăваш культурин кунĕсем иртнĕ. Унтах «Иван Яковлев — Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăлараканĕ» ятпа «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Ун ĕçне Екатеринбург, Челябинск, Тюмень çамрăкĕсем хастар хутшăннă. Шупашкартан пырса çитнĕ хастарсем тăван культурăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăх класĕсем ирттернĕ.

ЧНК регионсенчи йăхташсене пĕрлештерес тĕлĕшпе пуçаруллă ĕçлет. Иртнĕ çул Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Байкал кÿлли хĕрринче йĕркеленĕччĕ, кăçал — Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганскра.

Николай Угаслов çавăн пекех чăвашлăх ĕçĕнчи хастар регионсене те палăртса хăварчĕ. Вĕсем — Тюмень, Иркутск, Чĕмпĕр, Тутарстан, Пенза, Красноярск, Чулхула хутлăхĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсем. Конгресăн хамăр республикăри уйрăмĕсенчен Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Муркаш, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Элĕк, Вăрмар тата Елчĕк организацийĕсене асăнчĕ.

Доклада сÿтсе явма ЧНК Мăн Канашĕн пайташĕсем хастар хутшăнчĕç.
 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме