Уявра парад та пулĕ

5 Ака, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пирĕн халăхăн Çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ кунĕ историре аяккарах кайса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ. Рейхстаг çинче хĕрлĕ ялав çĕкленĕренпе кăçал 69 çул çитет. Пысăк çухатупа килчĕ çу уйăхĕнчи хĕвеллĕ çав кун. Аслă ăрусен паттăрлăхĕ, вилĕмсĕрлĕхĕ çитес ăрусен асĕнче яланах упранĕ. Республика уява чыслăн палăртма хатĕрленет. Йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă анлă ларăвĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне, унăн кăçалхи уявне кĕтсе илме хатĕрленнĕ мероприятисен планне тĕплĕ тишкерчĕç.

Канашлура чи малтан сăмах илнĕ ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - ведомство Çĕнтерÿ уявне çĕнĕ çул пуçлансанах хатĕрленме тытăннă. Çак тапхăрта вăрçă тата çар тематикине халалланă 2 пин ытла мероприяти иртĕ, вĕсене йĕркелеме кăна 170 пин çын хутшăнĕ. Чăваш Республикин патшалăх академи симфони капелли, Чăваш патшалăх филармони коллективĕ, акă, «Çав çулсене пирĕн манма юрамасть», «Çĕнтерĕвĕн савăк кĕввисем», «Аслă Çĕнтерÿшĕн тав туса» ятарлă программăсем хатĕрленĕ. Театрсем аякра юлмаççĕ, вĕсен хăйсен репертуарĕ пулĕ. Хула-район центрĕсенче республикăри «Мухтав ахрăмĕ» фестивалĕн зонăри тапхăрĕсене пĕтĕмлетĕç, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсен «Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм» фестиваль-конкурсĕ, çар-патриот юррисен «Салтак яланах салтак» смотр-конкурсĕ тата ытти вун тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Улатăр, Муркаш, Пăрачкав, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенче «Ырăлăх парнеле», «Халăх хăйĕн паттăрĕсене манмĕ», «Çĕнтерÿ çемйи», «Тав сана, асатте, Çĕнтерÿшĕн», тĕп хулара «Вилĕмсĕр полк» акци пулĕç. Юлашкине кăна 1,5 пин çамрăк хутшăнĕ, вĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тĕрлĕ фронтĕнче Çĕнтерĕве туптанă тата çав куна çывхартассишĕн пурнăçне шеллемен тăванĕсен сăнĕсене йăтса иртĕç.

Музейсем, вулавăшсем, канупа культура учрежденийĕсем, архивсем çак сăваплă пулăма хăйсен тÿпине хывĕç. Çĕнтерĕве халалланă уйăхлăхра вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем, Паттăрлăх урокĕсем, куравсем, класс сехечĕсем, экспозицисем, «Ас тăвăм çурти», «Çулсем витĕр «Çĕнтерÿ!» янăрать» акцисем йĕркелеме палăртнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина: «Кăçалхи Çĕнтерÿ уявне пирĕн республикăри халăхпа пĕрле иртнĕ вăрçăн 2 пин ветеранĕпе инваличĕ, тылăн 25 пин ĕçченĕ, пуç хунă çар çыннисен 6 пин тăлăх арăмĕ, ачалăхне фашистсен концентраци лагерĕсенче ирттернĕ 91 çын кĕтсе илĕç. Социаллă хÿтлĕх органĕсем вĕсен кун-çулĕпе, пурнăç условийĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ, тĕрлĕ пулăшу кÿреççĕ. Пĕлтĕр кăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пур ветеранĕпе инваличĕ, тыл ĕçченĕсен - 87, пуç хунă паттăрсен тăлăх мăшăрĕсен 95 проценчĕ диспансеризаци тухнă. Кăçал вăрçăн 674 ветеранĕн, 1024 тыл ĕçченĕн, 751 тăлăх мăшăрăн тата концлагерьте асапланнă 12 çыннăн сывлăхне тепĕр хут тĕрĕсленĕ. Хăш-пĕр категорири ватăсене интернат çуртсене, социаллă сиплев центрĕсене вырнаçтарнă. Ун пек çуртсенче халĕ вăрçăн 24 ветеранĕпе инваличĕ, 330 тыл ĕçченĕ, пуç хунă çар çыннисен çемйинчи 58 çын хÿтлĕх тупнă. Федераци тата республика саккунĕсемпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра 2 пин ветеранпа инвалида, 6 пин тăлăх арăма федераци хыснинчен пенси çумне хушса тÿлеççĕ, ЖКХ пулăшăвĕн тăкакĕсене саплаштараççĕ. Республикăри 4 пин тыл ĕçченĕ республика бюджетĕнчен хушма укçа - 1027 тенкĕрен пуçласа, категорие кура - илсе тăраççĕ. Чылай ветерана хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Черетре тăракансенчен чылайăшĕ кĕçех, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, çĕнĕ хваттер е пурăнмалли çуртăн уççине илĕ».

Наиля Хайрлисламовна çирĕплетнĕ тăрăх - сывлăхпа сиплев учрежденийĕсем ветерансен сывлăхне тĕрĕслесех тăрассине кун йĕркинчен кăлармасть. 2010 çулхи ака уйăхĕнче госпиталĕн çĕнĕ поликлиникине хута янă. Унта - хальхи оборудованипе тивĕçтернĕ диагностика пÿлĕмĕсем, ветерансемпе инвалидсене йышăнмалли хăтлă кабинетсем, ятарлă пулăшу кÿмелли реанимаци уйрăмĕ тата ытти те. Кунсерен 300 çынна йышăнаççĕ. Врачсем хăйсем те ватăсем патне тăтăш тухса çÿреççĕ. Кăрлачпа нарăсра кăна 200 яхăн ветеран сывлăхне килте тĕрĕслеттернĕ. Районсенче те çак ĕç кал-кал пырать.

Çĕнтерÿ уявĕнче йăлана кĕнĕ парад хальхинче те пулĕ. Республика çар комиссариачĕ ку ыйтупа ĕçлеме тытăннă. Александр Мокрушин полковник сăмахĕсене тĕпе хурса çакна калама пултаратпăр: «Вăл пĕлтĕрхинчен сумлăрах иртĕ!»

Уяв каçĕ Çĕнтерÿ салючĕпе вĕçленĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.