Уявра хуламăр татах та илĕртÿллĕрех

23 Çурла, 2016

Вырсарникун тĕп хуламăр 547 çул тултарнине халалланă мероприятисем йышлă иртрĕç

«Шупашкар-Арена» пăр керменте Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн хоккеистсем ăмăртрĕç. Турнир финалĕнче «Шупашкар» тата «Мордови» командăсем тупăшрĕç. Чăваш Ен командишĕн ку — пĕрремĕш кĕрешÿ.

— Ачасем мĕн пултарнă таран тăрăшрĕç, çавăнпа пирĕншĕн иккĕмĕш вырăн та аван, — палăртрĕ хăйĕн шухăшне вăйă вĕçĕнче Шупашкар командин наставникĕ Сергей Нуржанов.

Стадионсем спорта кăмăллакансене пухнă хушăра Шупашкарăн тĕп урамĕсенче «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хута кайрĕ. Гагарин урамĕнчен тытăнса Хĕрлĕ тÿрем таранах — маçтăрсен ушкăнĕсем. Кунта юрă-ташă коллективĕсем кăна хутшăнман. Сăмахран, Республика тÿремĕнче Чăваш Енĕн сад ăстисем ял хуçалăх продукцийĕн çĕнĕ сорчĕсемпе паллаштарчĕç. Арт-проектра аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан студентсем те пуçаруллă пулчĕç.

«Пултарулăх бульварĕпе» сумлă хăнасем йышлăн утса тухрĕç. Ушкăнра — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата хĕрĕпе Марийăпа, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ыттисем.

Хĕрлĕ тÿремри «Шупашкар — санăн çитĕнĕвÿсен хули» театрализациленĕ уява темиçе пин çын пухăнчĕ. Ентешĕмĕрсене Чăваш Ен тĕп хулин кунĕпе саламланă май Михаил Игнатьев çапла палăртрĕ:

— Пирĕн Шупашкар ĕмĕрсем тăршшĕ упраннă историйĕпе пуян. Тĕп хаклăхсем ăруран ăрăва куçса пынă. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерме пултарнă хула çыннисен умĕнче пуçăма таятăп. Хальхи вăхăтра ача-пăча çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне те тав тăватăп — пепкисене патриотлăх туйăмĕпе çунатланса çитĕнтернĕшĕн. Тăван, çуралнă кĕтесе юрататпăр, уншăн тăрăшса ĕçлетпĕр пулсан — вăл татах та хăтлăланĕ.

Шупашкар халăхне уявпа саламлама паллă артист Олег Газманов килсе çитрĕ. Хăйне тата «Эскадрон» ушкăна чăваш çĕрĕ çинче ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн Раççей халăх артисчĕ чунтан тав турĕ.

Фейерверксăр Хула кунĕ епле ирттĕр-ха? Каçхи Шупашкар тÿпенелле сирпĕннĕ хĕмсен çутинче тата илемлĕрех курăнчĕ.

Алина КУПРИЯНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.