Уява сумлăн ирттернĕ

18 Чÿк, 2014

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарта Самбо кунне паллă тунă. 76 çул каялла никĕсленнĕ спорт çак тĕсĕн кунне Раççейре 2008 çултанпа уявлаççĕ. Самбон çавра çулне кăçал Чăваш Енре те сумлăн ирттернĕ.

Самбо керменĕнче ?Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче% йĕркеленĕ пысăк уявра ентешсене Пĕтĕм Раççейри тата Европăри федерацийĕн ертÿçи Сергей Елисеев, «Самбо-70» спортпа вĕренÿ центрĕн директорĕ Ренат Лайшев, ЧР самбо федерацийĕн президенчĕ Евгений Селиванов тата ыттисем саламланă, чи пултаруллисене парнесемпе чысланă. Уяв хыççăн хăнасем республикăри спорт шкулĕсен тата пĕлÿ çурчĕсен ертÿçисемпе вĕренÿ учрежденийĕсенче ятарлă секцисем уçасси çинчен калаçнă. Çав кунах çамрăк самбистсем ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирта вăй виçнĕĕ Ăмăртура Чăваш Ен спортсменĕсем пухмача 10 медальпе пуянлатса тĕп парнене тивĕçнĕ. Хăйсен виçисенче Олег Петров, Кирилл Маркин, Дмитрий Петров, Кирилл Михайлов тата ыттисем уйрăмах маттур пулнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.