Уява манас марччĕ

17 Утă, 2014

Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассипе Мамликасси ялĕсенче Питрав кунĕ ĕлĕкренпех пысăк уяв шутланнă. Халĕ те халăх ăна чăтăмсăррăн кĕтет.

Ача чухне уява юнашар ялсенчен те чылаййăн пухăнатчĕç, лашапа килекен те нумайччĕ. Эпир, пĕчĕкскерсем, вĕсене курса тĕлĕнеттĕмĕр. Çамрăксем вăйă картине тăратчĕç, юрă-кĕвĕ шăрантаратчĕç, ташă ăстисем ура хуçса ташлатчĕç. Анчах та каярахпа ял халăхĕ Питрав кунне паллă тума пăрахрĕ. Телее, ял чиркĕвне çĕклесе лартсан уяв йăли тепĕр хут чĕрĕлчĕ. Халĕ унта ĕлĕкхи пек лашапа мар, машина-автобуспа çÿреççĕ. Çын та йышлăн пухăнать, уяв та хаваслă иртет.

Пирĕншĕн, Виçикасси шкулĕнчен 50 çул каялла вĕренсе тухнисемшĕн, уйрăмах пысăк уяв пулчĕ. Шел те, пĕлÿ çурчĕ тахçанах хупăннă. Ачасем Апакасси, Патăрьел, Сăнав тата Çĕрпÿ шкулĕсене вĕренме çÿреççĕ. Ĕлĕк Виçикасси шкулĕнче чылай ача пĕлÿ илнĕ. Эпир, Елашри сакăр класлă шкул хыççăн 9-мĕш класа килнĕскерсем, 52 ачаччĕ /икĕ ушкăн/. Унта темиçе ялтан çÿретчĕç. Çур ĕмĕр каялла Виçикасси вăтам шкулĕнчен 29-ăн вĕренсе тухрăмăр, тĕл пулăва вара 10 кăна килчĕç, çапах та пĕр-пĕрне курнишĕн питĕ савăнтăмăр. Шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Геннадий Еронов та килчĕ, вăл пĕлÿ çурчĕн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

Кăçал тăван ялăм /Мамликасси/ уявĕнче те пулса курма тÿр килчĕ. Унта та пысăк концерт иртрĕ: Шупашкартан килнĕ артистсем халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Тăван ялăма халалланă юрра çынсем уйрăмах ăшшăн йышăнчĕç, ăна темиçе хут та шăрантарчĕç. Николай Ишентейĕн аппăшĕ, 81 çулти Мария Павлова сăвăçăн хайлавĕсене вуласа тĕлĕнтерчĕ, "Чăваш хĕрарăмĕн нуши" сăвăпа та пурне те тыткăнларĕ. 70-ти Ольга Васильева хăйĕн ывăлĕпе уява пухăннисене техĕмлĕ сăрапа хăналарĕ. Ял-йыш тĕттĕмчченех савăнчĕ, кĕрлерĕ.

Питрав кунне паллă тунипе уйрăмах ватăсем кăмăллă, вĕсем мăн асатте-асаннен йăли-йĕркине чĕртсе тăратнишĕн хĕпĕртенĕ. Ырă ĕçшĕн халăх ял старостине Вячеслав Бардасова тав тăвать, маттур çын тăрăшнипе кăçал Мамликассин çуралнă кунне те паллă тăвасшăн.

Валерий ГАВРИЛОВ,

ĕç тата спорт ветеранĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.