- Чăвашла верси
- Русская версия
Уяв сĕтелĕ çинче — гуакамоле, «Пэнэчикен»…
Паллă çынсем мĕн тăхăнни, мĕнле пурăнни кăна мар, мĕн çини те кăсăклă. Кун пирки ыйтса пĕлмешкĕн сăлтав пур: кĕçех Çĕнĕ çул çывхарать. Уяв сĕтелĕ çине лартма мĕн хатĕрлеççĕ «çăлтăрсем»?
«Сыр айĕнчи шăшисем»
Вероника ПИНЕСЛУ, чăваш эстрада юрăçи:
— Çĕнĕ çул — çемье уявĕ. Çавăнпа ăна атте-анне çĕр çинче пурăннă чухне вĕсемпе пĕрле тăван килте кĕтсе илме тăрăшатăп. Çывăх çынсем Тутарстанра пурăннăран унта час-часах пулаймастăп, Çĕнĕ çула каятăпах. Киле çитсен тÿрех кухньăра ăшталанма тытăнатăп. Эпĕ тăван кил алăкне уçнă тĕле аттепе анне веçех хатĕрлесе хума васкаççĕ. Маларах шăнкăравласа эпĕ мĕн янтăлассине ыйтса пĕлеççĕ. Çитес çул ăнăçлă ирттĕр тесе Йĕкехÿрене юрама тăрăшăп, «Сыр ăшĕнчи шăшисем» салат янтăлама палăртрăм. Ун валли чăх какайĕ, пĕçернĕ 5 çăмарта, 150 грамм консервланă ананас, 100 грамм хытă сыр, кăштах ыхра, майонез тата çаврака 6 пăрăç кирлĕ. Малтан тăвар хушнă шывра чăх какайне пĕçермелле, сивĕнсен тăваткал турамалла. Сĕткенне сăрăхтарнă ананаса та тăваткал вакламалла. Çăмарта шуррине сарринчен уйăрса вĕтетмелле. Салата илемлĕ турилккене сийĕн-сийĕн хурăр: какай, ананас, çăмарта шурри, теркăланă сырпа вĕтетнĕ ыхра. Кашни сие майонез сĕрме ан манăр. Çиеле çăмарта сарри сапмалла. Салат çине чăх е путене çăмартинчен шăши кÿлеписене ăсталаса хурсан вăл тата илемлĕрех курăнĕ.
Çĕнĕ çул йăлисем пирки сăмах хускатнă май çакна та каласа хăварам: уявра яланах çĕнĕ тумтир тăхăнатпăр. Унсăр пуçне манăн пÿлĕмре ĕмĕтсен картти пур. Çĕнĕ çул умĕн пĕр- пĕр журналтан ĕмĕтленнĕ япалан ÿкерчĕкне касса кăларатăп. Анчах куç умне мĕн лекнĕ, çавна мар. Тĕслĕхрен, хĕрлĕ машина пирки ĕмĕтленетĕн тĕк çавнашкал тĕслĕ автомобиле çеç касса картта çине вырнаçтармалла. Ку меслет чăнах та ĕçлет. Чылай вăрттăн ĕмĕт пурнăçланчĕ.
Авокадăран
Татьяна РАЕВСКАЯ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн редакторĕ:
— Çĕнĕ çул уявĕ тесен куç умне калама çук пуян та тулăх сĕтел тухать. Вăл çавнашкал пулмалла та. Сĕтел çине лартмашкăн нимĕн те хĕрхенмелле мар. Çитес çулталăк хуçи Йĕкехÿре пулнăран кăçал сĕтел çинче мандаринпа «Оливье» салатсăр пуçне тĕрлĕ сыр касса хурăпăр. Уяв кĕрекине çывăх çынсемпе, тăвансемпе пуçтарăнатпăр, сĕтеле те пĕрле хатĕрлетпĕр. Анне тутлă кукăль, хуплу пĕçерет, атте какай тавраш янтăлать. Уйрăмах пан улмипе пĕçернĕ хур-кăвакал чĕлхе çăтмалла тутлă пулса тухать. Çулсеренех сĕтел варринче пирĕн çак çимĕç ларать. Кăçал та ку йăларан пăрăнмăпăр. Пысăкскер виçĕ кун сăйланмалăх çитет. Эпĕ салатсем хатĕрлеме кă-мăллатăп, виçĕ-тăватă тĕрлине лартатпăрах сĕтел çине. Авокадо юратнăран унран соус евĕр блюдо — гуакамоле — янтăлатăп. Хăнасене пурне те килĕшмест вăл, эпĕ вара юрататăп. Ăна хатĕрлес текенсене пиçнĕ авокадо суйлама сĕнетĕп. Кăнтăр çимĕçне хуппинчен тасатса лапчăтмалла, лимон е лайм сокĕ, помидор, хĕрлĕ пăрăç, кăвак сухан тата ешĕл çимĕç вĕтетсе хушмалла. Йăлтах пăтратмалла. Соуса чипс таврашĕпе пуçса е çăкăр çине сĕрсе çисен тутлă. Пĕрре хăналарĕç те кăмăла кайрĕ, çавăнтанпа хам хатĕрлетĕп. Пирĕн лавккасенче ытларах чухне хытă авокадо сутаççĕ, ăна килте темиçе кун çемçеличчен тытмалла. Нимĕрлемешкĕн юрăхлă пулмалла вĕт. Экзотика çимĕçĕ сире те килĕшессе шанатăп.
«Купăс» какай
Ольга СЕРЕГИНА, ЧР тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балерини:
— Çĕнĕ çул — юратнă уяв. Чи çывăх тăвансемпе пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнатпăр. Икĕ хĕрĕм упăшкисемпе, ачисемпе çитеççĕ. Кашни çул хăйне евĕрлĕх кĕртме тăрăшатăп: вăйăсем вылятпăр, ташлатпăр, кулатпăр. Ăш пиллĕ кил хуçи пулнă май сĕтел çине чи тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç лартатăп. Çемье какайран хатĕрленĕ блюдăсене кăмăллать. Пĕлтĕр какая — французла, виçĕм çул Строгановла пĕçертĕм. Кăçал «Купăс» какай пăшăхласа тĕлĕнтересшĕн.
Çакăн валли 1,5 килограмм сысна какайĕ туянатăп. Ыхра, помидор, лимон сĕткенĕ, тип çу, Пармезан сыр, шампиньон кирлĕ. Малтанах маринад хатĕрлетĕп. Соя соусне лимон сĕткенĕпе тип çупа хутăштаратăп. Какая çуса тасататăп, купăс евĕр урлăлла касатăп. Пăрăçласа, ыхра сапса хушса маринадпа сĕретĕп. Тăварласа пĕр каçлăха холодильнике лартатăп. Ирхине помидор, сыр тураса какай касăкĕсен ăшне хуратăп. Фольгапа çавăрса 200 градус таран хĕртнĕ духовкăра пĕр сехет пĕçеретĕп.
Хваттерте калама çук техĕмлĕ шăршă сарăлать. «Ольга Витальевна, эсир каллех пĕр рота салтак тăранмалăх апат- çимĕç хатĕрленĕ», — тет хăнана çитнĕ кĕрÿ. Эпĕ ятарласа ытларах пĕçеретĕп. Кĕтмен хăна килсен сĕтел хушшине лартатăпах.
«Хĕллехи» салат
Елена ИОВЛЕВА, Чăваш халăх артистки:
— Ай, Турах! Пирĕн, эстрада артисчĕсен, сахалрах çимелле. Атту сцена çине хырăмсене каçăртса тухатпăр! Çĕнĕ çула кĕтсе сĕтел çине чи юратнă апат-çимĕç лартатпăр. Упăшкапа иксĕмĕр какай кукăлĕ явăнтаратпăр çеç. Ăна пĕçермешкĕн сыснан çусăртарах какайне туянатăп, вĕттĕн тураса вакланă суханпа çатмара пăшăхлатăп. Асăрхăр, ăна виткĕчпе хупламашкăн ан манăр. Çĕр улмине шуратса вĕттĕн туратăп та шыва яратăп. Ăна темиçе хут чÿхентеретĕп. Противене тип çу сĕретĕп, чуста якатса хуратăп. Унăн сийĕ питĕ çÿхе пултăр. Çĕр улмипе пăшăхланă какай хутăшне хуратăп та чустапа витетĕп. Варрине шăтармалла — пиçнĕ вăхăтра вĕресе пăсланĕ.
Кукăльсĕр пуçне «Кĕрĕк айĕнчи сельдь» салат хатĕрлетĕп. Унсăрăн Çĕнĕ çула паллă тумастăп. Тата эпир «Хĕллехи» салат кăмăллатпăр. Унта икĕ тĕрлĕ хăяр яратăп: тăварланине тата чĕррине. Пĕр пысăк савăта хатĕрлетĕп те майонезпа е хăймапа пăтратмасăрах сĕтел çине лартатăп. Кама мĕнле килĕшет — çавăнпа хутăштарса çиеççĕ. «Хĕллехине» 2-3 кун та çиетпĕр вара. Мана ăннă: тĕпелте пĕччен мар, мăшăрпа пĕрле тăрмашатпăр. Вăл какай кукăлĕ те янтăлать, чăх та пĕçерет.
Чăхпа кăмпаран
Арсентий ДИМИТРИЕВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ:
— «Пэнэчикен», тепĕр майлă каласан, чăхпа кăмпа. Ăна эпĕ Мускавра М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ чухне, ресторанта официант пулăшуçинче ĕçленĕ чухне, пĕçерме вĕрентĕм. Питĕ тутлă пулнăран килĕшсе кайрĕ вăл мана. Каярахпа унăн рецептне интернетра та шырарăм. Тĕрлĕ вариант пур, анчах ун пекки çук. Эпĕ вара çапла хатĕрлетĕп: хытă сортлă макарон /эпĕ «Перья» текеннине илетĕп/ пĕçерсе сăрăхтармалла. Шампиньона, чăхăн кăкăр тĕлĕнчи какайне уйрăмшарăн пĕçермелле. Пысăк çатмана тип çу ямалла, унта сухан ăшаламалла. Кайран тăрăхла туранă чăх какайне хушмалла, кайран — кăмпа. Ун хыççăн вара 40-50 грамм шурă эрех /вино/ ямалла. Спирчĕ тухса пĕтет, техĕмлĕ те чаплă тути вара юлать. Тăрăхла туранă хĕрлĕ /сарă/ пăрăç, помидор хушмалла. Кăштахран ыхра ямалла, тăвар сапмалла. Унтан черетре — 20% сливки. Çатмари çимĕçсем сĕткенленсе пиçнĕ хыççăн макарон ямалла. Тепĕртак çулăм çинче тытмалла та — вуаля! Блюдо хатĕр! Эпĕ ăна эрехсĕр те туса пăхнăччĕ, тути пачах урăхла. Çĕнĕ çулта «Пэнэчикен» янтăлассине хăйне евĕр йăла пулса тăчĕ тесен те юрать. Рецепчĕ ансат. Тутлă пуласси вара чунпа хатĕрленинчен те нумай килет. Мăшăрăм Марина ку ĕçе хутшăнмасть. Малалла вулас...
Комментари хушас