Уй-хирте ĕç вĕрет

Çанталăкăн кашни ырă саманчĕпе усă курма тăрăшаççĕ Патăрьелсем. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем вырма ĕçĕсене малалла тăсаççĕ, çавăн пекех выльăх апачĕ те, кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хăшĕ-пĕри вырмана вĕçленĕ май пахча çимĕç, çĕр улми уйĕсене куçма та ĕлкĕрнĕ.

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсене 16919 гектар çинчен (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 92 проценчĕ) пухса кĕртнĕ. 39664 тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç районĕпе – гектартан 23,4 центнер. Хăш-пĕр хуçалăхсенче 30 центнертан та ытларах. Сăмахран, «Исток» агрофирмăра – 34,7, «Батыревский» пĕрлешÿре – 30,4 центнер. Е.Мартышкинпа Ф.Чабатов фермерсем те уйрăлса тăраççĕ. Пĕри – гектартан 34,3, тепри 32,0 центнер тыр-пул пухса илнĕ.

«Батыревский» пĕрлешÿпе «Красное знамя» хуçалăх тата И.Куликов фермер вырма ĕçĕсене вĕçлесе çĕр улми кăларма тытăннă. «Иккĕмĕш çăкăра» кăçал районĕпе 1808 гектар çинчен пухса илмелле. «Красное знамя» хуçалăхра вăл 230 гектар йышăнать. Тухăçа ÿстерес тĕллевпе кунта вăрлăха çĕнетнĕ. Районти «Малалла» хуçалăхран тымар çимĕçĕн «рябинушка», Тутарстанран «невский» супер элита сорчĕсене илсе килнĕ. Вĕсемсĕр пуçне «жуковский», «удача», «розаро» сортсене лартнă.

– Ир пулакан «жуковский» сорт 15 гектар йышăнатчĕ, çак шутран вуннăшне кăларса сутрăмăр. Вăл гектартан 180 центнер тухрĕ. Ăна Самартан, Саратовран килсе илчĕç. Пушаннă анасем çине – тен, чылайăшĕ ĕненмеççĕ те пулĕ – çумăр пĕр тумлам ÿкменнине шута илсен тухăç аван теес килет. Технологие пăхăнни усă кÿретех, – тет В. Красников тĕп агроном.

Паллах, ĕç ÿсĕмĕ çанталăкран килет. Уяр тăрсан яваплă çак ĕçе виçĕ эрнере вĕçлеме палăртать асăннă хуçалăх.

Районти хуçалăхсем хĕле валли 3700 тонна утă, 16540 тонна сенаж, 1570 тонна силос хатĕрленĕ.

Кĕрхисене те вăхăтра акса хăварма тăрăшаççĕ. Асăннă вăхăт тĕлне «Исток» – 183, «Малалла» – 150, «Тойсинская» – 150, «Дуслык» хуçалăхсем 140 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварнă. Ку тĕлĕшпе Н.Федоров, И.Чемеров фермерсем пуçаруллă пулни палăрать.

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсем пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсене 210 727 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç – гектартан 21,8 центнер. Пĕтĕмĕшле 10514 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Унăн тухăçĕ – 180,7 центнер.

Ольга ПАВЛОВА.

Ольга ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.