Уй-хир пушанать

12 Çурла, 2014

Республикăра кĕрхи тырăсене вырса пĕтернипе пĕрех, хăш-пĕр хуçалăх вырма техникине çурхисен уйсене куçарнă. Эрне пуçламăшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем гектартан вăтамран 20,4 центнер тухнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту – 19,2 центнер).

Тухăç кăтартăвĕпе иртнĕ эрнери пекех Çĕрпÿсем, Вăрнарсем, Красноармейскисем, Шупашкарсем, Муркашсем малта пыраççĕ.

Уйсенче пуç пулса тăнă тулă тухăçĕ Красноармейски (гектартан вăтамран 27,5 центнер), Вăрнар (26,5 ц), Çĕрпÿ (25,9 ц) районĕсенче уйрăмах пысăк.

Вырма ĕçĕ хĕрсе пырать. Тĕш тырă тата пăрçа культурисене вырма лаптăкĕн 27,9 проценчĕ çинче çулнă, 154658 тонна тырă çапса илнĕ.

Ир пулакан çĕр улмине вăхăтра пухса кĕртесси çинчен те манмаççĕ хуçалăхсем. Хальлĕхе ăна Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Елчĕк, Красноармейски тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пĕчĕк лаптăксенче кăларнă. "Иккĕмĕш çăкăр" гектартан вăтамран 185,3 центнер тухнă.

Пахча çимĕçне республикăра 608 тонна пуçтарса кĕртнĕ.

Рубрика: