Уй-хир карапĕсем тырпул пухаççĕ

27 Утă, 2015

Июлĕн 24-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, республикăн апат-çимĕç рынокĕн конъюнктурине сăнакан, вăл улшăннине хăвăрт тĕпчекен правительство комиссийĕн тата Ялхуçалăх коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Унта хутшăннисем уйра, йĕтем çинче пулса "Красное Сормово" тата "Таябинка" хуçалăхсенче тĕштырă культурисене пухса кĕртессине, вĕсене типĕтсе кĕлете хывассине еплерех йĕркеленипе паллашрĕç.

"Красное Сормовăра" тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем - 1520, вăл шутра тĕшĕлĕх куккурус 100 га акнă. Уйра 3 комбайн тырпул пухатчĕ. Ăна типĕтмелли агрегат витĕр кăлараççĕ. Совет саманинче тунăскерне тĕпрен юсаса ĕçе кĕртнĕ. Çавăн пеккине тепре хута яма хатĕрлесе çитернĕ. Тырă хума çĕнĕ кĕлет хăпартнă. Хуçалăх юлашки çулсенче техника хатĕрĕ темиçе те туяннă.

"Таябинка" агрофирма вырмана районта иккĕмĕш тухнă. Темиçе ял тăрăхĕнчи, вăл шутра Çĕньял çумĕнчи ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курма тара илнĕ. Унта çитрĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр: уйра - тырпул пуçтармалли 6 комбайн! Кун пеккине нумай çул курманччĕ. Кĕрхи тулла вырса çапатчĕç.

- Чун-чĕре савăнчĕ, - терĕç ЧР Агропромышленноç ветеранĕсен организацийĕн председателĕн заместителĕ Петр Ивантаев тата Чăваш ялхуçалăх академийĕн ректорĕ пулнă Николай Кириллов.

Агрофирмăра пĕтĕм тырпула типĕтмелли комплекс витĕр кăлараççĕ. Ун пеккине элеваторсем хапăл тусах йышăнаççĕ. Ялхуçалăх специалисчĕсем икĕ предприяти ĕç-хĕлĕнчен ырă тĕслĕх чылай илчĕç.

 

Сергей МИХЕЕВ

Рубрика: