Уй хaнкaли: ăна мĕнле пĕтермелле

26 Пуш, 2015

Юлашки çулсенче çĕрулми ани çинче хăнкăласем асăрхатăп. Хăнкăла чĕпписем пĕчĕккĕ чухне питĕ хитре, кăвак, симĕс, ылтăн тĕслĕн йăлтăртатаççĕ. Çитĕнсен хăмла çырли хăнкăли пек хăмăрланаççĕ. Çак хăнкăласем хыççăн çĕрулми туни патĕнче шанса, çемĕçсе каять, çеçки типет. Вĕсемпе мĕнле кĕрешмелле-ши?

Э.ПОНЯТИНА.

Çĕнĕ Шупашкар.

 

Паллах, куçпа курмасăр хăнкăла шăпах хăш йышши иккенне палăртма çук. Уй хăнкăли /клоп полевой/ тĕсĕсем питĕ нумай. Хăшĕсем пахча çимĕç культурисене сиенлеççĕ, хăшĕсем тĕштырă культурисене.

Çĕрулми ани çинче нумай тĕл пулнине шута илсен, эсир çырса кăтартнă тăрăх, ку хăнкăласем пахча çимĕçе сăтăр тăваканнисем. Тĕрĕссипе, уй хăнкăлисем пурте пĕрешкелех сиенлĕ, вĕсем пĕр пек­рех ĕрчеççĕ, кĕрешме те пĕр мелпех кĕрешмелле тейĕпĕр.

Хăнкăласем /люцерна хăнкăли е уй хăнкăли/ 6-7 мм е кăшт пысăкрах пулаççĕ. Пирĕн тăрăхра вĕсем çу каçиччен икĕ ăру çитĕнтерсе кăлараççĕ. Кĕркунне хăнкăласем йывăç хупписем хушшине е хыт-хура çине çăмартасем хурса хăвараççĕ. #сен-тăран тунисем, йытпырши, анра çарăк е ытти çум курăк - хăнкăла çăмартине хĕл каçмалли хÿтлĕх. Çуркунне çăмартасенчен вĕтĕ хăнкăласем тухаççĕ те тÿрех ÿсен-тăран сĕткенне ĕмме пикенеççĕ. Июнь уйăхĕнче çитĕнсе çитеççĕ, çĕнĕрен çăмарта хума пуçлаççĕ. Пĕр хăнкăла 70-240 çăмарта хурать, çăмартаран вĕтĕ хăнкăла тухас тапхăр 5-15 кун. Вĕтĕ хăнкăларан ĕрчес тăрăма çитиччен 1-1,5 уйăх аталанаççĕ. Хăнкăласем тĕрлĕ курăка çисе пурăнаççĕ. Çĕрулмипе кăшмансăр пуçне люцерна, хĕвелçаврăнăш, соя, пăрçа, вика тата ытти культурăсене те сиенлеççĕ.

Çуркуннехи хăнкăласем ÿсен-тăранăн тунине тапăнаççĕ, сĕткенне ĕмеççĕ. Çавна пула курăк туни çемçелсе хăрать. Çуллахи хăнкăла вара ытларах пахча-çимĕç чечекне, папкине тапăнать. #сен-тăран лайăх аталанаймасть.

Хăнкăласене уярсем /вир-вир кукамай/ пĕтереççĕ, ложноскорпион текен кăпшанкăсем тата ытти хăшпĕр кăпшанкă.

Хăнкăлапа мĕнле кĕрешмелле-ха?

  • Хĕле кĕриччен анана ÿсен-тăран юлашкийĕсенчен тасатмалла, çум курăкран хăтăлмалла.
  • Кĕрхи çĕртме тумалла /анана сухаламалла/.

Ана йĕри-таврашĕнче хĕл каçнине шута илсе унта та тирпейлемелле, курăка çулмалла, çÿп-çапа пуçтармалла.

  • Хăнкăлана хими им-çамĕпе пĕтерме пулать. Актара, Каратэ 3еон текен препаратсем уйрăмах витĕмлĕ. Вĕсене мĕнле усă курмаллине им-çам чĕркемĕсем çинче çырса кăтартаççĕ. Им-çампа ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăха пăхăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.