Утрăмăр та чупрăмăр, çитмĕыле те çитрĕмĕр...

Этем ĕмĕрĕ вăрăм пек те, анчах вăл ытла та хăвăрт иртет. Ахальтен мар ĕнтĕ Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра пурăнакан Семеновсем кăштах кулянарах çапла калаççĕ: «Утрăмăр та чупрăмăр, çитмĕле те çитрĕмĕр. Аннесен çулĕсене çитес пулсассăн тата чĕрĕк ĕмĕр пур-ха».

Вунтăххăра çитиччен вĕсем пĕр-пĕрне курман. Анна — Мăн Ямашра, Николай Исментерте çуралса ÿснĕ. Асăннă ялсем пĕр-пĕринчен çич-сакăр çухрăмра вырнаçнă. Таврари ялсенче пурăнакан халăха Выла пасарĕ вырсарникунсерен илĕртсе тăнă. Райпо лавккисем çеç мар, уйрăм ăстасем те хăйсен таварĕсене кунта илсе тухнă. Пĕрисем выльăх-чĕрлĕх сутнă, теприсем ăна хаваспах туяннă. Хĕрсемпе каччăсем те çавăнтах савнийĕсене тупнă. Аннăпа Николай та пасарта паллашнă, туслă çыхăну йĕркеленĕ.

Çичĕ ачаллă çемьере ÿснĕ хĕр саккăрмĕш класс хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме кĕнĕ. Николай малтанах — ялти пуçламăш шкулта, ун хыççăн Мăн Пакăшри сакăр çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Унăн ашшĕ Семен Чаганов — фронтовик, ялти пуçламăш шкулта вĕрентнĕ.

Николай ял пурнăçне юратнă, çавăнпах пулĕ Советскинчи профтехучилищĕре тракторист-машиниста вĕреннĕ. Пĕлĕвне каччăсем Оренбург облаçĕнчи совхозра практика ĕçĕпе çирĕплетнĕ. Вĕренсе тухсан каччăн шухăш-ĕмĕчĕ улшăнать: хулари шăллĕ пекех химкомбината кайса вырнаçать. Кĕçех Кольăна çара ăсатаççĕ. Виçĕ çула яхăн Германире пулать те килне таврăнать. Тăванĕсемпе юлташĕсем тата чунран килĕштернĕ Анна ăна ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Тепĕр уйăхранах çамрăксем çемье çавăрма тĕв тăваççĕ.

Çамрăк мăшăр малтанах Шупашкарти Гагарин урамĕнчи çырмара чус хăмаран пысăках мар пÿрт туса лартнă. Лайăх-и, япăх-и — çын патĕнче мар вĕт, хăв хуçа. Çулталăкран — Сергей, каярах Ирина çут тĕнчене килнĕ. Çемье хушăнса пынă май Николай Семенов аппаратчика Çĕнĕ Шупашкарти Советски урамĕнче икĕ пÿлĕмлĕ хваттер панă. Унăн мăшăрĕ те асăннă хулари ача садне ĕçлеме куçнă, каярахпа больницăра санитаркăра тăрăшнă.

Çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Çемьери ачасем çитĕнсе пынă. Мăшăрсем кунсерен ĕçе васканă, каçсерен химкомбинатăн Культура çуртне репетицисене çÿренĕ. Тĕрлĕ халăхăн юрри-ташшинчен хатĕрленĕ концерт программипе кунти пултарулăх коллективĕ сцена çине сахал мар тухнă, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

— Химкомбинатра эпĕ сакăр çул ĕçлерĕм, çав хушăра Германире те пултăм, куçăн мар майпа Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухрăм. Техник-механик дипломне алла илсен хулари автобазăра чылай çул вăй хутăм, пенсие тухичченех КАМАЗ автомашина рульне алăран ямарăм. Арменире çĕр чĕтренсен унти ишĕлчĕксене те çав машинăпах турттартăм, — каласа парать 2-мĕш класлă водитель.

— Хулара парикмахерта вăтăр çул ĕçлерĕм. Тăван аттем Семен Архипович /колхозра бригадир, кладовщик, каска-сава ăсти пулнă/ вилсен эпир мăшăрăмпа яла час-часах çÿреме пуçларăмăр. Пуçра шухăш çуралчĕ: тăван мар анне пулин те ăна пирĕн пулăшмаллах, çурт-йĕре те çĕнетсе лартмалла. Анне Мария Ефимовна 94 çулччен пурăнчĕ. Вăл виличчен тăватă çул маларах эпир çуртсене çĕнетрĕмĕр. Çапла ялта пурăнма пуçларăмăр, хулара ачасем юлчĕç. Халĕ ав вĕсене ялти таса çимĕçсемпе тивĕçтеретпĕр. Ачисемшĕн пурнăç тăршшĕпех тăрăшасси ашшĕ-амăшĕн чĕринче ĕнтĕ вăл, — калаçăва тăсать Анна Семеновна.

Ватлăх çулĕсем çывхарсан та Николай Семенович вунă çула яхăн Воротынецра, Мускавра тата ытти хулара стройкăсенче вăй хунă, çемьене тупăш кÿнĕ. Кăçал çулланнă арçын ял çыннисене чус хăма чылай çурса пачĕ. Унăн ĕçĕпе пурте кăмăллă.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

журналист,

пичет ветеранĕ

Геннадий САВЕЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.