Утмăл картлашка тăвалла

3 Нарăс, 2017

Николай Егоров 1957 çулхи нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Сурăмпуç Шĕмшешре çуралнă. Унтанпа картлашка хыççăн картлашка хушăнса пынă, 60 çулхи юбилейĕ те алăкран шаккама пуçланă.

Хăй палăртнă тăрăх, çав çулсен кашни картлашки пурнăçĕнче хăйнеевĕр йĕр хăварнă. Тăван ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта, Шĕмшешри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă, пограничник пулнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен инженер-механика вĕренсе тухнă. Чулхулари социаллă ĕçпе политика институтне пĕтернĕ. Мускав потребкоопераци университетĕнче экономикăна тата предприятире ертсе пырас ĕçе алла илнĕ. Ял хуçалăх институтĕнче диплом илнĕ хыççăн Элĕк районĕнчи "Сельхозхими" пĕрлешÿре инженерта ĕçленĕ. Часах ăна комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ. Унтан ВЛКСМ Чăваш обкомне куçараççĕ, пай пуçлăхĕ, иккĕмĕш секретарь, пĕрремĕш секретарь пулать.

Малашнехи çул-йĕрĕ производствăпа тата строительствăпа тачă çыхăннă: акционерсен "Монолитстрой" уçă обществин генеральнăй директорĕн заместителĕ, ĕç тăвакан директорĕ, Чăваш Енри "Булгар-Хмель"сăра компанийĕн директорсен канашĕн председателĕн заместителĕ-стратеги аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен директорĕ, "Контур" уçă обществăн генеральнăй директорĕ, тулли мар яваплă "Полимертара" общество директорĕ, паян — тулли мар яваплă "Идеал" общество директорĕ. Николай Сергеевич экономика наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тата РФ хисеплĕ строителĕ. "Элĕк ачи" ентешлĕхе пуçарса яраканĕ, унăн пĕрремĕш президенчĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна халăх депутачĕсен Элĕк районĕн Канашĕн депутатне, ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă, Аслă Канашăн, КПСС обкомĕпе Министрсен Канашĕн, Чăваш Республикин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Ял ачи пурнăç çулне шкулта чухнех палăртса хунă: малтан чăн-чăн арçын тивĕçĕпе тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулмалла, çартан таврăнсан тăван тăрăхра кирлĕ çын пулма аслă пĕлÿ илмелле. Ĕмĕчĕсене туллин пурнăçланă. Йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ Николай Егоровăн студент çулĕсенчех туллин палăрнă-ха. Институт ертÿçисем çакна асăрхаса ăна 1978 çулта студентсен строительство отрячĕн командирне тата 3-мĕш общежитин студканашĕн председательне лартнă. ССО пин-пин çамрăкшăн пурнăç шкулĕ пулса тăнă, ĕçре пиçĕхтернĕ, патриот туйăмне аталантарнă. "Унсăр пуçне студентсен туслăхне яланлăхах çирĕплетнĕ,— тет Николай Сергеевич. — Çак тăванлăх туйăмĕ ман чĕрере ĕмĕрлĕхех юлчĕ, паян та чуна ăшăтса тăрать".

Унăн отрядне Çĕмĕрле районĕнче тата Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем çĕклеме шаннă. Студентсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк, ăсталăхĕ те ÿссех пырать. Анчах стройматериалсем çитменни йывăрлăхсем кăларса тăратать. Командир "Чăвашсельстрой" производство пĕрлешĕвне кайса Виктор Иванов тĕп инженерпа тĕл пулма хăюлăх çитерет, пулăшма ыйтать. Ĕнентерÿллĕ сăмахсем тупма пĕлнех пулĕ çав — тĕп инженер вĕсен обћектне хăйăрпа гравмасса турттарма 60 машина уйăрса парать. Студентсем ĕçе вăхăтра вĕçлеççĕ. Çак çул Николай Егоров ертсе пыракан "Аэлита" стройотряд ялти строительство отрячĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Командирĕ республикăра чи лайăххи пулнине палăртаççĕ. Малашне те вĕсем пĕрре мар тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.

1981 çулта Н.Егоров ертсе пыракан пĕрлештернĕ отряд Казахстана тухса каять /сăмах май, тепĕр çул та çакăнтах яраççĕ/ . Кунта, паллах, ĕç калăпăшĕ чылай пысăкрах: хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче, чăтма çук шăрăхра студентсем тырпул пухса кĕртеççĕ, трактор-комбайнпа ĕçлеççĕ, тĕрлĕ çурт-хуралтă çĕклеççĕ. Командирăн пĕтĕм обћекта çитсе тĕрĕслеме, йĕркелесе-ертсе пыма вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хир тăрăх кунĕпех машинăпа вĕçтерсе çÿреме тивет. Çак çулах вăл пĕрлештернĕ отрядăн врачне Валентинăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. 1981 çулта студентсен туйне ирттереççĕ. Пулас мăшăрĕпе, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенткипе Валентинăпа вĕсем 1979 çултах, ССО Çĕмĕрле районĕнче ĕçленĕ чухнех, паллашнă-ха. Вăл ун чухне те отрядăн врачĕ пулнă. Туслă мăшăрсем Николай Сергеевичпа Валентина Никандровна икĕ ача ÿстернĕ. Ывăлĕ Сергей паян — Тула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн заместителĕ, хĕрĕ Елена республикăри Наци банкĕнче ĕçлет.

Юбилярăн ашшĕпе амăшĕ ачисемпе мăнукĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнăшăн, ÿсĕмĕсемшĕн савăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те потребсоюз тытăмĕнче ĕçленĕ, ялти лавккара кунланă, кирек мĕнле çанталăкра та вунă çухрăмри райцентра тавар патне çÿренĕ. Сутуçă ĕçĕ çăмăл тесе калаймăн. Вăл вăхăтра хальхи пек асфальт çулсем те пулман. Килтен ир-ирех тухса кайнă та хĕвел ансан тин таврăннă. Çавăнпа хуçалăхри пĕтĕм ĕç Николайпа икĕ йăмăкĕ çине тиеннĕ. "Ÿркенсе тăман, итлеттĕмĕр. Хресчен ĕçне-хĕлне питĕ ир хăнăхрăмăр. Тавах аттепе аннене тăван тăрăха, ĕçе, çынсене хисеплеме вĕрентнĕшĕн"—, тет Николай Сергеевич. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл Сурăмпуç Шĕмшеше ашшĕ-амăшĕ патне васкать. Ашшĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе, 92 çулти Сергей Егоровичпа, амăшĕпе, 87 çулти Ева Денисовнăпа, чуна уçса калаçни, вĕсене май килнĕ таран пулăшма пултарни уншăн тем пекех паха.

Кирек ăçта ĕçлесен те уншăн яваплăх туйăмĕ яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Самана улшăннă, экономикăна пысăк йывăрлăхсем кисретнĕ тапхăрта лару-тăрăва çăмăллатмалли меслетсене алла илме, пурнăçа кĕртме тăрăшнă. "1991 çулта паллă строитель Алексей Палькин ертсе пыракан "Монолитстрой" компанире ĕçлеме пуçларăм. Вăл вăхăтра Чăваш Енре сакассем çукпа пĕрехчĕ, республика тулашĕнчи регионсенче, Мускавра тĕрлĕ объект хăпартаттăмăр. Стройматериалсем çитместчĕç, ССОра, комсомолра пĕрле ĕçленĕ юлташсенчен пулăшу ыйтма тиветчĕ,— каласа парать Н.Егоров. — Темĕнле йывăр пулсан та Алексей Михайлович компание упраса хăварма пултарчĕ. Ун пек çынсем пысăк хисепе тивĕçлĕ. Вăл — маншăн чăн-чăн вĕрентекен. "Монолитстройра" пухнă опыт, йĕркелÿçĕ хăнăхăвĕ Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ завод тума пуçласан мана питĕ кирлĕ пулчĕ".

"Булгар-Хмель" завода 1998 çулта тума пуçланă, технологи оборудованийĕ тăратма нимĕç фирмисемпе килĕшÿ тунă. Тĕрлĕ ыйтăва татса пама Николай Сергеевичăн Германие темиçе хут çитсе килме тивнĕ. Хальхи çĕнĕ йышши предприятие 2002 çулта хута янă. 2004 çулта Егорова йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ "Контур" предприятин генеральнăй директорне лартнă. Вăл лару-тăрăва чылай улăштарма пултарнă. 2004 çул кăтартăвĕсем тăрăх "Контур" хăйĕн отраслĕнче чи лайăх предприяти пулнине палăртнă, çавна май ăна федераци бюджетĕнчен производствăна аталантарма хушма укçа-тенкĕ уйăрса панă. Чи паллă проектсенчен "Куç микрохирургийĕн" Шупашкарти филиалĕпе пĕрле хатĕрленĕ "Коннектор" программăна уйрăмах палăртмалла. Предприяти ертÿçи тăрăшнипе кĕске вăхăтрах 0,3-0,5 миллиметр диаметрлă медицина йĕпписем кăларма пуçланă. Унччен вĕсене чикĕ леш енче туянма тивнĕ. Паян Николай Сергеевич тĕрлĕ оборудовани тăратакан, строительствăпа монтаж ĕçĕсем тăвакан компание ертсе пырать.

"Хыпар" Издательство çурчĕпе унăн хаçачĕсен тусне, вĕсене нумай çул çырăнса илекен, килĕштерсе вулакан Николай Егорова юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Алина ЛУКИЯНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.