Утияла кура ура тăсатпăр

16 Авăн, 2015

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕн кун йĕрки кĕске пулчĕ - пĕтĕмпе те çичĕ ыйту кăна. Анчах çакă сÿтсе явнă темăсем вак-тĕвек пулнине пĕлтермест. Ларура укçапа çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç.

Республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕ хăех мĕне тăрать! Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина улшăнусемпе паллаштарнă май палăртнă тăрăх - проектпа килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕ тупăш енĕпе пĕтĕмпе 172 млн ытла тенкĕлĕх чакать. Çав шутра хамăрăн тупăш тĕлĕшпе - 865,6 млн тенкĕлĕх. Хамăрăн тупăш чылай чакнине каялла тавăрса памалла мар килекен укçа, 693,5 млн тенкĕ, саплаштарать.

«Çÿлтен» килекен хушма укçа агропромышленноç комплексне, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, пурăнмалли çурт-йĕр строительствине пулăшма, ытти отрасль валли кайĕ. Светлана Александровна тăкаксене уçăмлатнă май хăшпĕр обћекта пайăррăн та асăнса хăварчĕ: спорт обћекчĕсем, онкологи диспансерĕн хирурги комплексĕ валли хушма укçа пулĕ - строительствăна вĕçлеме çитмелле. Çавăн пекех Резерв фончĕн калăпăшĕ чакĕ.

Министр улшăнусене перекетлĕх сăлтавланине пытармарĕ, «кирлине пĕтĕмпех укçапа тивĕçтерейместпĕр» тени те пулчĕ. Сăмахран, тасатакан сооруженисен реконструкцийĕ валли кредит линийĕ уçмалли килĕшÿ обязательствисене, патшалăх парăмне татмалли бюджет ассигнованийĕсем чакаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен республикăн кăçалхи бюджечĕн параметрĕсем тупăш енĕпе 36,76 млрд яхăн тенкĕпе танлашĕç, тăкак енĕпе - 40,66 млрд тенке яхăн. Ку цифрăсем иккĕшĕ те 2015 çулхи бюджечĕн малтан çирĕплетнĕ виçисенчен пысăкрах - ÿсĕм 10: иртет. «Бюджет - хамăрăн майсене кура йĕркеленĕскер, - терĕ Иван Моторин премьер-министр. - Тухса тăнă лару-тăрăва тĕпе хутăмăр. Çапларах пулассине маларахах хатĕрленнĕ...» Вăл калани «утияла кура ура тăсатпăр» тенĕнех илтĕнчĕ.

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков бюджетăн Шупашкар хыснине пырса тивекен улшăнăвĕ тĕлĕшпе кăмăлсăрлăхне палăртрĕ. «Университет урамĕнчи çĕр лаптăкне сутса илнĕ 70 млн тенкĕшĕн эпир питĕ савăннăччĕ. Ăна пирĕнтен туртса илетĕр. Çав укçапа спорт комплексĕ тума, Чернышевский урамĕнчи ача сачĕ валли, çулсем юсама усă курасшăнччĕ...» - ÿпкелерĕ вăл. Çук, хăлхана чикмерĕç. Илтессе илтрĕç-ха, анчах Светлана Енилина хулан çĕр укçи ытти тĕллев валли каяссине Шупашкар влаçĕсене маларахах асăрхаттарса хуни, ку вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулманни пирки каларĕ те - Михаил Игнатьев та Ладыков майлă сăмах хушмарĕ. Хулан çак çухатупа çырлахмах тиврĕ.

Тепĕр ыйту та укçапах çыхăннă: налук илессине йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн налукăн патент системипе усă курма пултаракан предпринимательлĕх тĕсĕсен шутне самай анлăлатрĕç - общество апатланăвĕн обћекчĕсенчен пуçласа компьютер юсасси таранах. Çавăн пекех лизинг обћекчĕ шутланакан пурлăхшăн çăмăллăхлă налукăн 1,1: виçине пăрахăçларĕç. Çакă федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн куçакан лизинг пурлăхне ахаль те налукран хăтарнипе çыхăннă. Сăмах май, ку енĕпе çăмăллăхпа усă куракансен шучĕ хăвăрт чакса пырать. Виçĕмçул асăннă çăмăллăха пула республика бюджетне 112,5 млн тенкĕ тупăш кĕмен, пĕлтĕр - 97,5 млн тенкĕ. Çийĕнчен налук çăмăллăхĕн 42: пĕр налук тÿлекен усă курнă - çапла майпа налук тÿлессинчен пăрăннă.

Республика территорийĕнче уйрăм çынсен пурлăхĕнчен налук илмелли никĕсе налук обћекчĕсен кадастр хакне тĕпе хурса палăртмалли пĕрлехи куна çирĕплетес ыйтупа та финанс министрĕ сăмах илчĕ. С.Енилина палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра уйрăм çынсен пурлăх налукне обћектсен инвентаризаци хакне тата инфляцие кăтартакан коэффициент-дефлятора тĕпе хурса палăртаççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ капиталлă строительсто обћекчĕсен инвентаризаци хакне палăртакан орган çук. Çавăнпа налук базинче паян уйрăм çынсен 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн тунă е туяннă 22 пин ытла обћекчĕ пирки калакан кăтартусем те çук. Çавăнпа вĕсенчен налук та илмеççĕ. Киревсĕр лару-тăру тухса тăнă: çĕнĕ çуртсем туянса-туса вĕсенче пурăнакан пуянсем налук тÿлемеççĕ, кивĕ те юхăннă çуртсен хуçисем вара туллин тăкакланаççĕ. Акă мĕншĕн налук шутланă чухне кадастр хакне тĕпе хурас тенĕ. Çĕнĕлĕхе йышăнсан налук базине кадастр хакне тĕпе хурса çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен палăртма тытăнĕç, налука граждансем 2017 çулта тÿлеме пуçлĕç.

Харпăрлăх хуçисен хăраса ÿк­­мелле мар-тăр. Малтанлăха налук виçи ÿссе каясран сыхланмалли схемăсемпе усă курĕç. Сăмахран, кадастр хакĕпе шутлани инвентаризаци хакне тĕпе хурса палăртнинчен пысăкрах пулчĕ-тĕк - коэффициента тĕпе хурса виçене чакарĕç, çавăн пекех «вычет» мелĕпе те усă курĕç. Сăмах май, Раççейĕн чылай субћектĕнче, çавăн пекех Атăлçи округĕнчи çичĕ субћектра çынсен пурлăх налукне обћектсен кадастр хакĕ тăрăх шутлассине вăя кĕртнĕ те ĕнтĕ.

Ларура ЧР Обязательнăй медстраховани фончĕн виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç, республика территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимне пăрахăçлама йышăнчĕç.

Н.КОНОВАЛОВ

Рубрика: