Утçи – хĕрÿ ĕççи

23 Çĕртме, 2016

Шăрăх, типĕ кунсем тăнă май республикăри хуçалăхсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

- Патăрьел тăрăхĕнче хальхи вăхăтра 2300 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Сенаж - 8000, утă 1600 тонна яхăн хатĕрленĕ. Курăка пĕрремĕш хут çулса илессине пур хуçалăхра та вĕçленĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Леонид Кузнецов. - Çанталăк шăрăх тăнă май «Батыревский» улма-çырла питомникĕнче, «Батыревский» пĕрлешÿре, «Корма» агрофирмăра, Евгений Мартышкин, Людмила Краснова тата ытти фермер хуçалăхĕсенче çĕрулмипе пахчаçимĕçе шăвараççĕ. «Батыревский» хуçалăхра кăна куллен 117 гектар çинчи «иккĕмĕш çăкăра» сапса тăраççĕ. Ку ĕçе йăлтах механизациленĕ. «Исток», «Красное знамя», «Батыревский» хуçалăхсенче сенаж хывассине вĕçленĕ.

Канаш районĕнче вара 2250 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем çулнă. Киров ячĕллĕ, «Цивиль», «Хучель», «Канаш», «А-Ф Канмаш» хуçалăхсенче ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ. В. Герасимов, В. Петров, С. Кочанов, В. Никонов тата ытти фермерсен хуçалăхĕсенче те утçи пуçланнă. Çак тапхăрта утă - 372 ?10,9 процент%, сенаж 1500 тонна янтăланă ?18,6%. Çав хушăрах кĕрхи культурăсем акма çĕр те хатĕрлеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.